bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Job 22
Job 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 23 →
1
Феман ҫынни Елифаз ҫапла хуравласа каланӑ:
2
этем Турра усӑ кӳреет-и вара? Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын хӑйне усӑ кӳрет.
3
Эсӗ тӳрӗ ҫын пулни Пурне те Тытса Тӑракана савӑнӑҫ кӳрет-и? санӑн ҫулусем айӑпсӑр пулни Ӑна усӑ парать-и?
4
Вӑл, санран хӑраса, санпа тупӑшма тытӑнӗ тетӗн-и, санпала сута тӑрӗ тетӗн-и?
5
Чӑнах, усаллӑху питӗ пысӑк иккен, ӗнтӗ йӗркесӗр ӗҫӳсен шучӗ те ҫук.
6
Паллах, эсӗ тӑванусенчен сӑлтавсӑрах саклат илнӗ, ҫынран юлашки тумтирне хывса илнӗ.
7
Ӑшӗ хыпнипе халран кайнӑ ҫынна шыв та паман, выҫӑхнӑ ҫыншӑн ҫӑкӑрна хӗрхеннӗ.
8
Ҫӗре вӑйлисем тытса тӑраҫҫӗ ҫав, унта мӑнаҫлисем пурӑнаҫҫӗ.
9
Тӑлӑх арӑмсене пушӑ алӑпа кӑларса янӑ, тӑлӑх-турата нимӗнсӗр тӑратса хӑварнӑ.
10
Ҫавӑншӑн мӑйкӑча ҫакланнӑ та эсӗ, пӗр кӗтмен ҫӗртен сана сехмет ҫапса хуҫнӑ:
11
ҫак сӗмлӗхре эсӗ нимӗн те курмастӑн, сана шывсем хупласа хунӑ.
12
Турӑ тӳперен те ҫӳлерех мар-и? ҫӳлелле ҫӑлтӑрсем ҫине пӑх-ха — епле ҫӳлте вӗсем!
13
Эсӗ вара: «Турӑ мӗнех пӗлтӗр?» тетӗн, «сӗмлӗх витӗр Вӑл мӗнле сут тӑвайтӑр?
14
тӳпе тавра ҫаврӑннӑ чухне Ӑна ҫӑра пӗлӗтсем курма чӑрмантараҫҫӗ» тетӗн.
15
Саккуна уяман сӗм авалхи ҫынсен ҫулӗпе ҫӳрес тетӗн-им эсӗ?
16
Вӗсен никӗсне шыв хупласа илсессӗн, вӗсене вӑхӑтсӑр пӗтерсе тухнӑ.
17
Вӗсем Турра: «кай пирӗн патӑмӑртан!» тенӗ. «Пурне те Тытса Тӑракан пире мӗн тӑвайтӑр?» тенӗ.
18
Турӑ вара вӗсен килне-ҫуртне пурлӑх тултарнӑ! Усал ҫынсен канашӗ манран аякра тӑтӑр!
19
Тӳрӗ ҫынсем ҫавна курсассӑн хавасланаҫҫӗ, айӑпсӑр ҫын кулса тӑрать:
20
«пирӗн тӑшман пӗтрӗ, вӗсенчен мӗн юлнине вут-ҫулӑм ҫунтарса ячӗ» тет.
21
Эсӗ Турра ҫывӑх пул — вара канӑҫлӑ пулӑн; ҫавӑн урлӑ саншӑн ырӑлӑх ҫитӗ.
22
Вӑл пӗлтернӗ саккуна йышӑн, Унӑн сӑмахӗсене чӗрӳ варрине ил.
23
Пурне те Тытса Тӑракан еннелле ҫаврӑнсассӑн, пурӑнӑҫу каллех малалла кайӗ, усаллӑха чатӑру патӗнчен аяккалла сирсе ярӑн;
24
ылтӑн-кӗмӗлне тусан вырӑнне ҫеҫ хурӑн, Офир ылтӑнӗ саншӑн ҫырма чулӗ шутланӗ.
25
Пурне те Тытса Тӑраканӗ саншӑн санӑн ылтӑну, санӑн ҫутӑ кӗмӗлӳ пулӗ,
26
Пурне те Тытса Тӑраканӗ санӑн савӑнӑҫу пулӗ, пуҫна ҫӗклесе Турӑ еннелле пӑхӑн.
27
Ӑна кӗлтӑвӑн та — Вӑл сана илтӗ, ху сӑмах панине пурӑнӑҫа килтерӗн.
28
Мӗнле тума шутласа хурӑн, ҫавӑн пек пулса пырӗ, ҫӳрес ҫулу тӗлӗнче ҫутӑ ялкӑшса тӑрӗ.
29
Кам та кам хурлӑх айне пулсассӑн, эсӗ: «ҫӗклесем!» тейӗн те — Вӑл пуҫ уснӑ ҫынна ҫӗклесе тӑратӗ.
30
Айӑплӑ пулсассӑн та, ӑна хӑтарӗ, ӑна санӑн аллун тасалӑхӗ ҫӑлса хӑварӗ.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42