bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 1
Judges 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 2 →
1
Иисус вилсессӗн, Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫаран ҫапла ыйтнӑ: ханаансене хирӗҫ пирӗн хушшӑмӑртан малтан кам тапӑнса тухать? тенӗ.
2
Ҫӳлхуҫа каланӑ: Иуда тухать; акӑ ҫак ҫӗре Эпӗ унӑн аллине паратӑп, тенӗ.
3
Иуда вара Симеона, хӑйӗн пиччӗшне, каланӑ: манпа пӗр пулса ман шӑпама кӗрсемччӗ — ханаансемпе ҫапӑҫӑпӑр; эпӗ те сан шӑпуна пайлӑп, тенӗ. Симеон вара унпа пӗрле кайнӑ.
4
Иуда ӗнтӗ тапранса тухнӑ, ханаансемпе ферезейсене Ҫӳлхуҫа вӗсен аллине ӳкернӗ, Везек теекен вырӑнта вӗсем тӑшманӗсене вунӑ пин ҫын пӗтернӗ.
5
Везекра вӗсем Адони-Везек ҫарӗпе тӗл пулнӑ, унпа ҫапӑҫӑва кӗнӗ те ханаансемпе ферезейсене ҫапса салатнӑ.
6
Адони-Везек тарса хӑтӑласшӑн пулнӑ, анчах та ӑна хӑваласа ҫитсе тытнӑ та унӑн аллипе урин пуҫ пӳрнисене касса татнӑ.
7
Ҫавӑн чухне Адони-Везек каланӑ: аллисемпе урисен пуҫ пӳрнисене касса татнӑ ҫитмӗл патша ман сӗтелӗм айӗнче апат [тӗпренчӗкӗ] пуҫтаратчӗ; хам мӗнле турӑм, Турӑ мана ҫавнах кӑтартрӗ иккен, тенӗ. Ӑна Иерусалима илсе пынӑ, вӑл ҫавӑнта вилнӗ.
8
Ӗнтӗ Иуда ывӑлӗсем Иерусалима хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, ӑна туртса илнӗ те, ҫыннисене хӗҫпе касса тухса, хулине вут тивертсе янӑ.
9
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иуда ывӑлӗсем тусем хушшинче тата кӑнтӑр енчи ҫӗрсемпе айлӑм вырӑнсенче пурӑнакан ханаансемпе ҫапӑҫма кайнӑ.
10
Унтан Иуда Хеврон хулинче [унччен вӑл Кириаф-Арба ятлӑ пулнӑ] пурӑнакан ханаансене тапӑннӑ, [Енак йӑхӗн ҫыннисене] Шешая, Ахимана тата Фалмая тӗп тунӑ.
11
Унтан вӑл Давир хули ҫыннисене хирӗҫ кайнӑ; ӗлӗк ку хула Кириаф-Сефер ятлӑ пулнӑ.
12
Ҫавӑн чухне Халев каланӑ: кам та кам Кириаф-Сефер хулине парӑнтарса туртса илет, ҫав ҫынна хамӑн Ахса хӗрӗме качча парӑп, тенӗ.
13
Хулине Гофониил — Халев шӑллӗн Кеназӑн ывӑлӗ — ҫӗнтернӗ, Халев вара ӑна хӑйӗн Ахса хӗрне качча панӑ.
14
Тӑван килӗнчен тухса кайнӑ чухне Ахса, Гофониил ӑс панипе, ашшӗнчен хӑй валли хир ыйтма шутланӑ та ашакӗ ҫинчен аннӑ. Халев: мӗн кирлӗ сана? тенӗ.
15
[Ахса] ӑна каланӑ: мана пиллӗх парсамччӗ; эсӗ мана кӑнтӑр енче ҫӗр патӑн, тата ҫӑлкуҫӗсем те парсамччӗ, тенӗ. Вара, [хӗрӗн кӑмӑлне ҫырлахтарса,] Халев ӑна тури ҫӑлсемпе анатри ҫӑлсене панӑ.
16
Кеней ҫыннин [Иофорӑн], Моисей хунӗн, ывӑлӗсем — унччен Пальма хулинче пурӑннӑскерсем — Иуда ывӑлӗсемпе пӗрле Арад хулинчен кӑнтӑралла выртакан Иуда пушхирне кайнӑ та ҫавӑнти халӑх хушшинче пурӑнма пуҫланӑ.
17
Иуда хӑйӗн пиччӗшӗпе Симеонпа пӗрле кайнӑ та Цефаф хулинче пурӑнакан ханаансене ҫапса салатнӑ, хулине вара пӗтмелле тупаланӑ, ҫавӑнпа ҫак хулана Хорма теҫҫӗ.
18
Иуда тата Газа хулипе унӑн ҫӗрӗсене, Аскалон хулипе унӑн ҫӗрӗсене, Екрон хулипе унӑн ҫӗрӗсене, [Азот хулипе унӑн ҫӗрӗсене] ярса илнӗ.
19
Иудӑпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, вӑл ӗнтӗ ту-сӑртлӑ ҫӗре ярса илнӗ; анчах та айлӑм ҫӗрте пурӑнакансене хӑваласа ярайман, мӗншӗн тесессӗн лешӗсен тимӗртен тунӑ вӑрҫӑ ураписем пулнӑ.
20
Моисей каланӑ пек, Хеврон хулине Халева панӑ, [тата вӑл ҫавӑнта Енак ывӑлӗсен виҫӗ хулине еткере илнӗ], ҫавӑнтан Енакӑн виҫӗ ывӑлне хӑваласа янӑ.
21
Анчах та Вениамин ывӑлӗсем Иерусалим хулинче пурӑнакан иевусейсене хӑваласа ярайман, иевусейсем паян кунчченех Вениамин ывӑлӗсемпе пӗрле Иерусалимра пурӑнаҫҫӗ.
22
Иосиф ывӑлӗсем Вефиль хули ҫине те кайнӑ, вӗсемпе Ҫӳлхуҫа пулнӑ.
23
[Чарӑнса тӑрса,] Иосиф ывӑлӗсем Вефиль хулине куҫласа тӑнӑ [унччен ку хула Луз ятлӑ пулнӑ].
24
Хуралҫӑсем хула енчен килекен ҫынна асӑрханӑ та [ӑна ярса тытса] ҫапла каланӑ: хулана хӑш тӗлтен кӗмеллине кӑтарт пире, вара сана тивмӗпӗр, тенӗ.
25
Ҫав ҫын хулана ӑҫтан кӗмеллине кӑтартнӑ, Иосиф ывӑлӗсем вара хулана кӗрсе йӑлтах хӗҫпе тӗп туса тухнӑ, ӗнтӗ леш ҫыннипе унӑн тӑванӗсене тӗкӗнмен.
26
Ҫав ҫын кайран хетсен ҫӗрне кайнӑ та [унта] хула лартнӑ, ӑна Луз тесе ят панӑ. Ун ячӗ паян кунчченех ҫавӑн пек.
27
Манассия та Бефсан хулипе [ӑна Скифополь те теҫҫӗ] ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Фаанах хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Дор хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Ивлеам хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Мегиддон хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче пурӑнакансене хӑваласа яман; ханаансем ҫав ҫӗртех пурӑнма юлнӑ.
28
Вӑй илсе ҫитерсессӗн, Израиль ханаансене хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, анчах хӑвалама хӑваласа яман вӗсене.
29
Ефрем те Газер хулинче пурӑнакан ханаансене хӑваласа яман; ханаансем вара Газерта вӗсем хушшинче пурӑннӑ, [вӗсене хырҫӑ тӳленӗ].
30
Завулон та Китрон тата Наглол хулисенче пурӑнакансене хӑваласа яман, ханаансем вара вӗсем хушшинче пурӑннӑ, вӗсене хырҫӑ тӳленӗ.
31
Асир та Акко хулинче пурӑнакансене, [хӑйне хырҫӑ тӳлесе тӑракансене, тата Дор хулинче пурӑнакансене,] Сидон, Ахлав, Ахзив, Хелва, Афек, Рехов хулисенче пурӑнакансене хӑваласа яман.
32
Асир йӑхӗ ҫапла, хӑй ҫав ҫӗрте пурӑнакан ханаансене хӑваласа яманнипе, вӗсем хушшинчех пурӑннӑ.
33
Неффалим та Вефсамис хулинче пурӑнакансене, Бефанаф хулинче пурӑнакансене хӑваласа яман, ҫавӑнпа вӑл ҫак ҫӗрте пурӑнакан ханаансем хушшинче пурӑннӑ; Вефсамиспа Бефанаф ҫыннисем ӑна хырҫӑ тӳленӗ.
34
Сӑрт-ту ҫинче пурӑнакан Дан ывӑлӗсене вара аморрейсем хӗстерсех ҫитернӗ, вӗсене айлӑма анма та паман.
35
Аморрейсем ҫапла Херес тӑвӗ ҫинче [упапа тилӗ пур ҫӗрте] пурӑнма юлнӑ, Аиалон тата Шаалвим теекен вырӑнсенче пурӑннӑ; каярахпа аморрейсене Иосиф ывӑлӗсем ҫӗнтерсе пӑхӑнтарнӑ та вӗсене хырҫӑ тӳлеттерсе тӑнӑ.
36
Аморрейсен ҫӗрӗ Акравим сӑртӗнчен тата Села хулинчен пуҫланса тавраналла сарӑлса выртнӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21