bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 5
Judges 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 6 →
1
Ҫав кун Девора тата Варак, Авиноам ывӑлӗ, ҫапла каласа юрланӑ:
2
Израиль тавӑрчӗ, халӑх хастарлӑх кӑтартрӗ; Ҫӳлхуҫана мухтӑр!
3
Эй итлӗр, патшасем, тӑнлӑр, аслӑ ҫынсем: эпӗ Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлатӑп, хӗлӗх янӑратса Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, мухтатӑп.
4
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ Сеир патӗнчен тухнӑ чух, Эдом хирӗнчен килнӗ чух ҫӗр чӗтӗресе тӑчӗ, тӳпе хупӑрланчӗ, пӗлӗтсем шалкӑм ҫумӑр ҫутарчӗҫ;
5
Ҫӳлхуҫа сӑнӗ умӗнче тусем кисренчӗҫ, Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, умӗнче ҫакӑ Синай тӑвӗ те кисренчӗ.
6
Анаф ывӑлӗ Самегар пурӑннӑ вӑхӑтра, Иаиль пурӑннӑ вӑхӑтра ҫулсем ҫинче ҫын та курӑнман, ӗлӗк тӳрӗ ҫулпа ҫӳренисем ун чухне тавраран ҫаврӑнса ҫӳренӗ.
7
Израиль килӗсем пушӑ ларнӑ, эпӗ, Девора, ҫӗклениччен ҫапла пулнӑ, эпӗ, Израиль ҫӗрӗн амӑшӗ, ҫӗклениччен ҫапла пулнӑ.
8
Ҫӗнӗ турӑсем суйласа илнӗ, ҫавӑнпа хапха умне вӑрҫӑ ҫитнӗ. Хӗрӗх пин Израиль ывӑлӗн сӑнӑпа хулкан курӑнатчӗ-и?
9
Эй Израиль пуҫлӑхӗсем, халӑхшӑн тӑракансем, чӗрем — сирӗнпе пӗрле; Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтӑр!
10
Эй шурӑ ашак утланса ҫӳрекенсем, кавир ҫинче ларакансем, ҫул-сукмакпа пыракансем, мухтав юрри юрлӑр!
11
Кӗтӳсене ҫӑл патне хӑваласа килекенсем хушшинче те, ҫавӑнта та Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлаччӑр, Израиль ҫулпуҫӗсене мухтаса юрлаччӑр! Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа халӑхӗ хапха умне тухнӑ.
12
Эй ҫӗклен, ҫӗклен, Девора! ҫӗклен, ҫӗклен! мухтав юрри юрла! Эй Варак, хатӗрлен! Авионам ывӑлӗ, тыткӑна лекнисене илсе кил!
13
Ҫӳлхуҫа халӑха хӑш-пӗр паттӑрсен аллине ҫеҫ пачӗ; мана Вӑл харсӑррисене пачӗ.
14
Ефрем патӗнчен Амалик ҫӗрӗнче тымар ярса пурӑнакансем ҫитрӗҫ; ун хыҫҫӑн Вениамин хӑй халӑхӗпе ҫитрӗ; Махир йӑхӗнчен ҫарпуҫӗсем, Завулон йӑхӗнчен ҫыруҫӑсем килчӗҫ.
15
Иссахар ҫулпуҫӗсем те — Деворӑпа пӗрле, Иссахар та, Варак пекех, айлӑмалла ҫуран ыткӑнчӗ. Рувим ӑрӑвӗсенче вара килӗшӳ ҫук.
16
Сурӑх картисем хушшинче выльӑх макӑрнине итлесе ларатӑн-и эсӗ? Рувим ӑрӑвӗсенче килӗшӳ ҫук.
17
Галаад Иорданӑн леш енче пӗр шухӑшсӑр пурӑнать, Данӑн карапсем пур, унӑн та мӗнрен хӑрас? Асир тинӗс хӗрринче ларать, карапӗсем — ҫавӑнта, вӗсен хӳттинче вӑл пӗр шухӑшсӑр пурӑнать.
18
Завулон халӑхӗ вара вилме хатӗр, Неффалим та — вӑрҫӑ хирӗнче.
19
Килчӗҫ патшасем, ҫапӑҫрӗҫ, ӗнтӗ Ханаан патшисем Мегиддон шывӗ хӗрринчи Фанаах хули патӗнче ҫапӑҫрӗҫ, анчах пӗр пӗрчӗ кӗмӗл те илеймерӗҫ.
20
Тӳпере те ҫапӑҫрӗҫ, ҫапӑҫрӗҫ ҫӑлтӑрсем, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнса Сисарӑпа ҫапӑҫрӗҫ вӗсем.
21
Вилнисене Киссон шывӗ юхтарса кайрӗ, Кедумим юхӑм шывӗ, Киссон юхӑм шывӗ путарчӗ. Эй чунӑм, хӑватна кӑтартсам!
22
Ӗнтӗ таракан утсен чӗрнисем хуҫӑлатчӗҫ, вӑйлӑ юланутсем ҫапла вирхӗнетчӗҫ.
23
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ калать: ылханӑр Мероз хулине, ылханӑр, ылханӑр унти ҫынсене — вӗсем Ҫӳлхуҫана пулӑшма килмерӗҫ, Ҫӳлхуҫапа паттӑрсене пулӑшма васкамарӗҫ.
24
Арӑмсем хушшинче Иаиль, Кеней ҫыннин Хеверӑн арӑмӗ, пиллӗхлӗ пултӑр, чатӑрти арӑмсем хушшинче пиллӗхлӗ пултӑр!
25
Сисара шыв ыйтнӑ: Иаиль ӑна сӗт пырса панӑ, чаплӑ чашӑка чи тутлӑ сӗт ярса панӑ.
26
[Сулахай] аллине шалча патне, сылтӑм аллине мӑлатук патне тӑснӑ; Сисарӑна вара пуҫӗнчен лектернӗ, ӑна тӑнлавӗнчен чиксе вӗлернӗ.
27
Лешӗ ун ури умне тайӑлнӑ, ҫӗре кайса ӳкнӗ, выртнӑ ҫапла, ун ури умне тайӑлнӑ, ӳкнӗ, ӑҫта тайӑлнӑ — ҫавӑнта вилсе выртнӑ.
28
Сисара амӑшӗ кантӑкран пӑхать, ун решетки витӗр пӑхса макӑрать: «Ывӑлӑмӑн утлӑ ҫарӗ мӗншӗн халӗ те курӑнмасть-ши, унӑн ҫар ураписем мӗншӗн халӗ те килмеҫҫӗ-ши?»
29
Ун ҫумӗнчи хӗрарӑмсем, ӑслисем, ӑна хуравлаҫҫӗ, вӑл та хӑйне хӑех хуравлать:
30
«Ахӑртнех, вӗсем тупнӑ тупӑша уйӑраҫҫӗ пулӗ, ҫар ҫыннисене кашнине — пӗрер хӗр, икшер хӗр; Сисарӑна вара тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ — тыткӑна лекнӗ ҫын ҫинчен сӳсе илнӗ, икӗ енчен те тӗрленӗ тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ».
31
Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн пӗтӗм тӑшману пӗттӗр! Сана юратакансем хӑйӗн пӗтӗм хӑватне кӑтартса тухакан хӗвел пек пулччӑр! Ҫӗр ҫинче вара хӗрӗх ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21