bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 21
Judges 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
1
Израильсем Массифа хулинче тупа туса каланӑ: пирӗнтен нихӑшӗ те хӑй хӗрне Вениамин ывӑлне качча парас ҫук, тенӗ.
2
Халӑх Турӑ ҫуртне пухӑннӑ та каҫ пуличчен Турӑ умӗнче ларнӑ, темӗн тӗрлӗ кӑшкӑрса макӑрнӑ, татӑлса йӗнӗ,
3
каланӑ вӗсем: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль Турри! мӗншӗн Израильре ҫакӑн пек пулса тухрӗ-ши, Израилӗн мӗншӗн пӗр йӑхӗ пӗтрӗ-ши? тенӗ.
4
Тепӗр кунне халӑх ир-ирех тӑнӑ та ҫавӑнта парне вырӑнӗ тунӑ, унта пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
5
Израиль ывӑлӗсем каланӑ: Ҫӳлхуҫа умӗнчи пухӑва Израиль йӑхӗсенчен кам килмесӗр юлнӑ? тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн Массифа хулине Ҫӳлхуҫа умне килменнисене хӑрушӑ ылханпа ылханнӑ, ҫав ҫынсене вилӗм аллине памалла, тенӗ.
6
Израиль ывӑлӗсем Вениамина, хӑйсен тӑванне, хӗрхеннӗ: Израилӗн пӗр йӑхӗ касӑлса ӳкрӗ-ҫке, тенӗ;
7
эпир, хамӑр хӗрсене вӗсене качча памӑпӑр тесе, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа турӑмӑр, халь ӗнтӗ чӗрӗ юлнисене ӑҫтан арӑм илсе памалла? тенӗ.
8
Каланӑ вӗсем: Израиль йӑхӗсенчен Массифа хулине Ҫӳлхуҫа умне килменни кам та пулин ҫук-и? тенӗ. Вара тупнӑ: Галаад ҫӗрӗнчи Иавис хулинчен Ҫӳлхуҫа умӗнчи пухӑва никам та килмен пулнӑ иккен.
9
Пӗтӗм халӑха пӑхса тухнӑ, чӑнах, унта Галаад ҫӗрӗнчи Иавис хулинчен пӗр ҫын та пулман.
10
Вара халӑх ҫавӑнта вуникӗ пин вӑйпитти ҫын янӑ, вӗсене ҫапла хушнӑ: кайӑр та Галаад ҫӗрӗнчи Иавис хулине, унта пурӑнакансене хӗҫпе вӗлерсе тухӑр, хӗрарӑмсемпе ачасене те пӗтерӗр;
11
акӑ мӗнле тӑвӑр: кирек мӗнле арҫынна та, арҫынпа хутӑшнӑ кирек мӗнле хӗрарӑма та пӗтмелле тупалӑр, [хӗрӗсене вара чӗрӗ хӑварӑр, тенӗ. Ҫавӑн пек тунӑ та].
12
Вӗсем, Галаадри Иавис ҫыннисем хушшинчен арҫынпа хутӑшман тӑватҫӗр хӗр тупса, вӗсене Ханаан ҫӗрӗнчи Силома илсе килнӗ.
13
Халӑх вара Риммон ту хысакӗ хушшине пытаннӑ Вениамин ывӑлӗсем патне вӗсемпе калаҫса пӑхма ҫынсем янӑ, вӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнма пулни ҫинчен пӗлтернӗ.
14
Вениамин ывӑлӗсем [израильсем патне] таврӑннӑ, вӗсене [израильсем] Галаад ҫӗрӗнчи Иавис хӗрарӑмӗсенчен чӗрӗ хӑварнӑ хӗрсене качча панӑ; анчах та хӗрсем ҫитмен.
15
Вениаминшӑн, Ҫӳлхуҫа Израиль йӑхӗсене тӗрӗс-тӗкел хӑварманшӑн халӑх питӗ пӑшӑрханнӑ.
16
Халӑх пуҫлӑхӗсем каланӑ вара: ыттисене те арӑмлӑ тӑвас тесен мӗн тумалла-ши пирӗн? Вениаминӑн хӑйӗн хӗрарӑм ҫук, вӗсене вӗлерсе пӗтернӗ, тенӗ.
17
Тата каланӑ: Вениамин йӑхӗ Израиль хушшинчен ан ҫухалтӑр, ҫавӑнпа унӑн еткер ҫӗрӗ чӗрӗ юлнӑ Вениамин ывӑлӗсене пултӑр, тенӗ;
18
анчах эпир вӗсене хамӑр хӗрсене качча параймастпӑр; мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ Вениамина хӗр паракан ылханлӑ пултӑр тесе тупа турӗҫ, тенӗ.
19
Тата каланӑ: кашни ҫулах Силом хулинче Ҫӳлхуҫа уявӗ пулать, хули вӑл Вефиль хулинчен ҫурҫӗр енче, Вефильтен Сихеме каякан ҫултан тухӑҫ енче, Левона хулинчен кӑнтӑр енче ларать, тенӗ.
20
Вениамин ывӑлӗсене вара ҫапла тума хушнӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та ҫавӑнта иҫӗм пахчине пытанса ларӑр,
21
астӑвӑр, Силом хӗрӗсем вӑйӑ картине ташлама тухсассӑн, иҫӗм пахчинчен тухӑр та — кашнийӗ хӑй валли арӑмлӑха илме Силом хӗрӗсенчен пӗрне ярса тыттӑр та Вениамин ҫӗрне илсе кайтӑр, тенӗ;
22
хӗрӗсен ашшӗсем е тӑванӗсем пире ӳпкелеме килсен, эпир вӗсене ҫапла калӑпӑр: пире вӗсемшӗн каҫарӑр, вӑрҫӑран эпир вӗсем валли кашнийӗ валлиех арӑм илсе килеймерӗмӗр, эсир те вӗсене хӗр памарӑр; халь ӗнтӗ эсир айӑплӑ, тейӗпӗр, тенӗ.
23
Вениамин ывӑлӗсем вара ҫапла тунӑ та: вӑйӑ картине тухнӑ хӗрсем хушшинчен кашнийӗ хӑй валли арӑм вӑрласа кайнӑ, хӑйӗн пай ҫӗрне таврӑннӑ, унта хуласем лартса пурӑна пуҫланӑ.
24
Израильсем те ӗнтӗ унтан кашнийӗ хӑйӗн йӑхне, хӑйӗн ӑрӑвне саланнӑ, кайран вара кашнийӗ хӑйӗн пай ҫӗрне таврӑннӑ.
25
Ҫав вӑхӑтра Израилӗн патша пулман; кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21