bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 15
Judges 15
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 16 →
1
Темиҫе кунран, тулӑ вырнӑ вӑхӑтра, качака путекки ертсе Самсон арӑмӗпе курӑнӑҫма пынӑ, вӑл: «арӑм патне ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗрем-ха» тесен, хӗр ашшӗ ӑна унта кӗме паман.
2
Хӗр ашшӗ каланӑ: эсӗ арӑмна курайми пултӑн пулӗ терӗм, ҫавӑнпа ӑна пуса каччи пулнӑ тусна патӑм; авӑ йӑмӑкӗ унран та чипертерех; ҫавӑ арӑму вырӑнне пултӑр, тенӗ.
3
Анчах Самсон вӗсене каланӑ: халӗ ӗнтӗ филистимсене усал тусан та вӗсен умӗнче айӑплӑ пулмӑп, тенӗ.
4
Самсон вара виҫҫӗр тилӗ тытнӑ та вӗсене пӗр-пӗрин хӳринчен ҫыхса, кашни икӗ хӳре хушшине сӑмала вут пуҫӗ ҫыхса лартнӑ;
5
вут пуҫӗсене тивертсе тилӗсене филистимсен выракан хирне янӑ, ҫапла ҫӗмелсем те, вырман тырӑ та, иҫӗм пахчисемпе ҫу йывӑҫҫин катисем те ҫунса кайнӑ.
6
Филистимсем: кам ҫапла турӗ-ши? тенӗ. Вара каланӑ: Самсон — Фимнафа ҫыннин кӗрӳшӗ — тунӑ, лешӗ ун арӑмне урӑх ҫынна, ун тусне, панӑ, тенӗ. Филистимсем ӗнтӗ ҫав хӗрарӑма та, ун ашшӗ килне те вутпа ҫунтарса янӑ.
7
Самсон вӗсене каланӑ: ҫапла турӑр пулин те, эпӗ сире хӑвӑра та тавӑратӑп, унсӑрӑн лӑпланмастӑп, тенӗ.
8
Вара вӑл вӗсен ури тунисене, пӗҫҫисене ҫапса ватнӑ та кайран Етам чул ту хӑвӑлне кайса пытаннӑ.
9
Филистимсем Иудея ҫӗрне пынӑ, унта чатӑр карсах ларнӑ, вӗсен тапӑрӗ Леха теекен вырӑна ҫитиех тӑсӑлнӑ.
10
Иудея ҫыннисем каланӑ: эсир мӗншӗн пире хирӗҫ тухрӑр? тенӗ. Вӗсем каланӑ: эпир Самсона тытса ҫыхасшӑн, вӑл пире мӗн кӑтартрӗ, эпир те ӑна ҫавна кӑтартасшӑн, тенӗ.
11
Вара Иудея ҫуннисем, виҫӗ пин ҫын, Етам чул ту хӑвӑлӗ патне кайнӑ та Самсона каланӑ: эсӗ пире филистимсем пусмӑрласа тӑнине пӗлместӗн-им? эсӗ пире мӗн кӑтартрӑн? тенӗ. Самсон каланӑ: вӗсем мана мӗн кӑтартрӗҫ, эпӗ те вӗсене ҫавна кӑтартрӑм, тенӗ.
12
Вӗсем ӑна каланӑ: эпир сана филистимсен аллине памашкӑн ҫыхса пӑрахма килтӗмӗр, тенӗ. Самсон вӗсене каланӑ: мана вӗлерместпӗр тесе сӑмах парӑр, тенӗ.
13
Ӑна каланӑ: ҫук, эпир сана ҫыхатпӑр ҫеҫ, унтан вӗсен аллине паратпӑр, вӗлерме вӗлерместпӗр, тенӗ. Вара ӑна икӗ ҫӗнӗ пӑявпа ҫыхнӑ та ту хӑвӑлӗнчен илсе тухса кайнӑ.
14
Леха патне ҫывӑхарсан, филистимсем ӑна кӑшкӑрса-ахӑрса кӗтсе илнӗ. Самсон ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, ун аллине ҫыхнӑ пӑяв, вут ӗнтнӗ йӗтӗн сӳсӗ пек пулса, ҫӗре татӑлса ӳкнӗ.
15
Самсон ҫавӑнта ашак янах шӑммийӗ асӑрханӑ, аллине тӑсса ярса илнӗ те ӑна унпа, чӗрӗ янах шӑммипе, пин ҫынна вӗлерсе тӑкнӑ.
16
Каланӑ Самсон: ашак янахӗпе эпӗ — пӗр ушкӑн, икӗ ушкӑн, ашак янахӗпе эпӗ пин ҫынна вӗлертӗм, тенӗ.
17
Ҫапла каласан, янах шӑммине айккинелле ывӑтнӑ, ҫав вырӑна вара Рамаф-Лехи тесе ят панӑ.
18
Унӑн ҫав тери шыв ӗҫесси килсе кайнӑ, вара вӑл Ҫӳлхуҫана тархасласа каланӑ: Эсӗ Хӑвӑн чуру аллипе аслӑ ҫӑлӑнӑҫ кӳтӗн; халь ӗнтӗ эпӗ шывшӑн антӑхса вилӗп те ӳт кастарманнисен аллине лекӗп, тенӗ.
19
Турӑ хӑвачӗпе Лехӑри пӗр путӑкран ҫӑл тапса тухнӑ, Самсон тӑраниччен шыв ӗҫнӗ те сывлӑшне ҫавӑрса янӑ, ҫавӑнпа ку вырӑна Йӑлӑнаканӑн ҫӑлӗ тесе ят панӑ, Лехӑра ӑна паян кун та курма пулать.
20
Филистимсен вӑхӑтӗнче Самсон ҫирӗм ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21