bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 14
Judges 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 15 →
1
Самсон Фимнафа хулине кайнӑ, Фимнафӑра вӑл филистимсен пӗр ҫамрӑк хӗрарӑмне курнӑ; [лешӗ ӑна килӗшнӗ].
2
Килне таврӑнсан вӑл ашшӗпе амӑшне хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ, каланӑ вӗсене: Фимнафӑра эпӗ филистимсен пӗр ҫамрӑк хӗрарӑмне куртӑм; мана ҫавна качча илсе парӑр, тенӗ.
3
Ашшӗпе амӑшӗ каланӑ ӑна: ара, хӑвӑн тӑванусен хӗрӗсем хушшинче, хамӑрӑн халӑх хушшинче хӗр ҫук-им, мӗншӗн-ха санӑн ӳт кастарман филистимсен хӗрне илмелле? тенӗ. Самсон хӑйӗн ашшӗне каланӑ: ҫавнах илсе пар, мӗншӗн тесессӗн вӑл мана килӗшрӗ, тенӗ.
4
Ашшӗпе амӑшӗ ку вӑл Ҫӳлхуҫаран килнине, ывӑлӗ филистимсене тавӑрма май шыранине пӗлмен. Ун чухне филистимсем Израиле пусмӑрласа тӑнӑ.
5
Вара ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Самсон Фимнафа хулине кайнӑ, Фимнафӑри иҫӗм пахчисем патне ҫывӑхарса пынӑ чухне акӑ ӑна хирӗҫ ҫамрӑк арӑслан ӳхӗрсе тухнӑ.
6
Ҫавӑн чухне Самсон ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ та, вӑл вара арӑслана качака путеккине тӑлпаланӑ пек ҫурса пӑрахнӑ; аллинче унӑн нимӗн те пулман. Хӑй мӗн тунине вӑл ашшӗне те, амӑшне те каламан.
7
Вӑл хайхи хӗрарӑм патне ҫитнӗ, унпа калаҫнӑ, хӗрарӑмӗ Самсона килӗшнӗ.
8
Темиҫе кунран вӑл ҫав хӗрарӑма илсе килес шутпа тепре кайнӑ; ҫула май арӑслан виллине курма пӑрӑнса кӗнӗ — акӑ ӗнтӗ арӑслан кӑшкарӗ ӑшне ҫӑвӑр хурт сӑрӑннӑ, пыл пухнӑ.
9
Самсон пыл карасне илнӗ те малалла кайнӑ, ҫул тӑрӑх ҫисе пынӑ; ашшӗпе амӑшӗ патне таврӑнсассӑн, вӗсене те панӑ, вара вӗсем те ҫинӗ; анчах та вӑл ҫак пыла арӑслан кӑшкарӗнчен илнине каламан.
10
Ӗнтӗ ашшӗ хӗрарӑм килне пынӑ, Самсон вара унта, кӗрӳ каччӑ йӑлипе, [ҫичӗ кунлӑх] ӗҫкӗ тунӑ.
11
Самсона курсанах ӑна вӑтӑр пуса каччи суйласа панӑ, вӗсен ӗнтӗ Самсонпа пӗрлех пулмалла пулнӑ.
12
Самсон вӗсене каланӑ: эпӗ сире тупмалли юмах калатӑп; эсир ун тупсӑмне ҫичӗ кун хушшинче, ӗҫкӗ пынӑ хушӑра, тупсассӑн, тӗрӗс тупсассӑн, сире вӑтӑр синдон тата улӑштарса тӑхӑнмалӑх вӑтӑр тум парӑп;
13
тупсӑмне тупаймасан, сирӗн мана вӑтӑр синдон тата улӑштарса тӑхӑнмалӑх вӑтӑр тум памалла, тенӗ. Вӗсем ӑна: кала юмахна, итлесе пӑхӑпӑр, тенӗ.
14
Самсон вӗсене каланӑ: ҫиекентен — ҫимелли, вӑйлинчен пылакки тухнӑ, тенӗ. Юмах тупсӑмне виҫӗ кун хушшинче тупайман.
15
Ҫиччӗмӗш кунӗнче вӗсем Самсон арӑмне каланӑ: упӑшкуна ӳкӗте кӳрт-ха, унран юмах тупсӑмне ыйтса пӗл; унсӑрӑн хӑвна та, аҫун килне те вутпа ҫунтарса яратпӑр; ара, эсир пире ҫаратса юлма чӗннӗ-им?
16
Самсон арӑмӗ ӗнтӗ упӑшки умӗнче йӗре-йӗре каланӑ: эсӗ мана кураймастӑн, мана юратмастӑн; эсӗ ман халӑхӑм ывӑлӗсене тупмалли юмах каларӑн, мана вара ун тупсӑмне пӗлтересшӗн мар, тенӗ. Вӑл арӑмне каланӑ: ун тупсӑмне аттемпе аннеме те каламарӑм; сана калӑп-и ара? тенӗ.
17
Ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫичӗ кун тӑсӑлнӑ, Самсон арӑмӗ ҫичӗ кун упӑшки умӗнче макӑрнӑ. Вӑл йӑлӑна-йӑлӑна ыйтнӑ, юлашкинчен, ҫиччӗмӗш кунӗнче, Самсон ӑна юмах тупсӑмне каланӑ. Арӑмӗ ҫакна хӑй халӑхӗн ывӑлӗсене пӗлтернӗ.
18
Ҫиччӗмӗш кунӗнче хӗвел анас умӗн туй каччисем Самсона каланӑ: пылран мӗн пылакрах? арӑсланран мӗн вӑйлӑрах? тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: эсир ман пушмак пӑрупа сухаламан пулсан, ман юмах тупсӑмне тупаймастӑрччӗ, тенӗ.
19
Ун ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, вӑл вара Аскалон хулине кайнӑ та унта вӑтӑр ҫын вӗлерсе тумтирӗсене хывса илнӗ, ҫавна юмах тупсӑмне тупнисене кӗпе улӑштарса тӑхӑнма панӑ. Ӗнтӗ унӑн ҫилли тулса ҫитнӗ, вӑл вара ашшӗ килне таврӑннӑ.
20
Самсон арӑмӗ туйра пуса каччи пулнӑ йӗкӗте качча тухнӑ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21