bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 20
Judges 20
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 21 →
1
Вара пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх, Дан хулинчен пуҫласа Вирсавия хулинче пурӑнакансем таран, тата Галаад ҫӗрӗнче пурӑнакансем, пурте пӗр ҫын пек Массифа хулине Ҫӳлхуҫа умне пуҫтарӑннӑ.
2
Турӑ халӑхӗн пухӑвне [Ҫӳлхуҫа умне] пӗтӗм халӑх пуҫлӑхӗсем, пӗтӗм Израиль йӑхӗ пуҫтарӑннӑ, хӗҫ тытнӑ тӑватҫӗр пин ҫуран ҫын пухӑннӑ.
3
Израиль ывӑлӗсем Массифа хулине пыни ҫинчен Вениамин ывӑлӗсем те илтнӗ. Израиль ывӑлӗсем тӗпченӗ: калӑр-ха, мӗнле пулса иртнӗ ҫав усал ӗҫ? тенӗ.
4
Левит, вӗлернӗ хӗрарӑмӑн упӑшки, ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ хамӑн ҫум-арӑмӑмпа Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулине ҫӗр каҫма кӗтӗм;
5
Гива ҫыннисем, мана тапӑнасшӑн пулса, ҫӗрле пирӗн ҫурта ҫавӑрса илчӗҫ; мана вӗлересшӗнччӗ, ҫум-арӑмӑма вара [мӑшкӑлласа] асаплантарса пӗтерчӗҫ, вӑл ҫав асапа тӳсеймесӗр вилчӗ;
6
эпӗ ӗнтӗ ун виллине касса вакларӑм та ӑна Израиль пурӑнакан пӗтӗм ҫӗре салатрӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫак тискер те намӑссӑр ӗҫе Израильре турӗҫ;
7
ӗнтӗ эсир, Израиль ывӑлӗсем, пурсӑр та пӗрле пӑхса тухӑр та ҫак ӗҫе, татса парӑр ҫакӑнта, тенӗ.
8
Пӗтӗм халӑх пӗр ҫын пек кар тӑрса каланӑ: халь ӗнтӗ эпир пӗри те хамӑр чатӑра каймастпӑр, хамӑр киле таврӑнмастпӑр;
9
эпир халӗ акӑ мӗн тӑвӑпӑр: шӑпа ярӑпӑр та Гива ҫине [кайӑпӑр], тенӗ;
10
кашни Израиль йӑхӗ ҫӗр ҫынран — вунӑ ҫын, пин ҫынран — ҫӗр ҫын, вунӑ пин ҫынран пин ҫын уйӑрса патӑр, ҫав ҫынсем Вениамин ҫӗрӗнчи Гивӑна Израильре намӑссӑр ӗҫ тунӑшӑн тавӑрма каякан халӑх валли апат-ҫимӗҫ илсе килччӗр, тенӗ.
11
Пӗтӗм Израиль, пӗр шухӑшлӑ пулса, пӗр ҫын пек, ҫав хулана хирӗҫ пуҫтарӑннӑ.
12
Израиль йӑхӗсем Вениаминӑн пур ӑрӑвне те ҫынсем янӑ, вӗсене: сирӗн патӑрта мӗнле ирсӗр ӗҫ тунӑ! теме хушнӑ.
13
Ҫав асӑх ҫынсене, Гивӑра пурӑнакансене, пире тытса парӑр; вӗсене вӗлерсе, эпир Израильри усала кӑкласа тӑкӑпӑр, тенӗ. Анчах Вениамин ывӑлӗсем хӑйсен тӑванӗсем, Израиль ывӑлӗсем, каланине тӑнласшӑн пулман;
14
тӗрлӗ хуласенче пурӑнакан Вениамин ывӑлӗсем Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма Гивӑна пуҫтарӑннӑ.
15
Ҫав кун хуласенчен пуҫтарӑннӑ, хӗҫ тытнӑ Вениамин ывӑлӗсен шучӗ ҫирӗм ултӑ пин ҫынна ҫитнӗ; унсӑр пуҫне тата Гивӑра пурӑнакансенчен ҫичҫӗр ҫын суйласа илнӗ;
16
пӗтӗм халӑх хушшинчен суйласа илнӗ ҫав ҫичҫӗр ҫын лӳкше пулнӑ, вӗсем сулахай аллипе пуҫран тӗллесе чӗвве ярсан, чулӗ нихӑҫан та айккине ӳкмен.
17
Вениамин ывӑлӗсене шутламасан, хӗҫ тытнӑ израильсем вара тӑватҫӗр пин ҫын шутланнӑ; вӗсем пурте вӑрҫа юрӑхлӑскерсем пулнӑ.
18
Израиль ывӑлӗсем Турӑ ҫуртне кайнӑ та Турӑран ыйтса ҫапла каланӑ: Вениамин ывӑлӗсемпе ҫапӑҫма пирӗн хушшӑмӑртан малтан кам тапӑнса тухать? тенӗ. Ҫӳлхуҫа каланӑ: малтан Иуда [тухать], тенӗ.
19
Израиль ывӑлӗсем вара ир-ирех тапранса тухнӑ та Гива ҫывӑхӗнче тапӑрӑн чарӑнса тӑнӑ;
20
ҫапла израильсем Вениамина хирӗҫ вӑрҫа тухнӑ, Гива патӗнче ҫапӑҫӑва йӗркеленсе тӑнӑ.
21
Гивӑран Вениамин ывӑлӗсем хирӗҫ тухнӑ, ҫав кун вӗсем израильсен ҫирӗм икӗ пин ҫыннине пӗтернӗ.
22
Анчах Израиль халӑхӗ сывлӑш ҫавӑрса илнӗ те каллех малтанхи кун тӑнӑ вырӑнах йӗркеленсе тӑнӑ.
23
Израиль ывӑлӗсем кайнӑ та мӗн каҫчен Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗнӗ, ыйтнӑ Ҫӳлхуҫаран: Вениамин ывӑлӗсемпе, тӑванӑм ывӑлӗсемпе, манӑн татах ҫапӑҫӑва кӗмелле-ши? тенӗ. Ҫӳлхуҫа: вӗсене хирӗҫ кайӑр, тенӗ.
24
Иккӗмӗш кунне вара Израиль ывӑлӗсем Вениамин ывӑлӗсем патне ҫывӑхарнӑ.
25
Иккӗмӗш кунне Вениамин та Гива хулинчен вӗсене хирӗҫ тухнӑ, вара хӗҫ тытнӑ Израиль ывӑлӗсенчен тата вунсакӑр пин ҫыннине пӗтернӗ.
26
Ӗнтӗ пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Турӑ ҫуртне кайнӑ та ҫӗре ларса Ҫӳлхуҫа умӗнче макӑрнӑ, ҫав кун вӗсем мӗн каҫ пуличченех типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
27
Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ [ҫав вӑхӑтра Турӑ саккунӗн арчи ҫавӑнта пулнӑ,
28
Финеес — Аарон ывӑлӗн Елеазарӑн ывӑлӗ — ун умӗнче тӑнӑ]: манӑн Вениамин ывӑлӗсене, тӑванӑм ывӑлӗсене, хирӗҫ татах ҫапӑҫӑва тухмалла-и е тухмалла мар-и? тенӗ. Ҫӳлхуҫа каланӑ: тухӑр; Эпӗ ӑна ыран сирӗн аллӑра паратӑп, тенӗ.
29
Израиль вара Гива йӗри-тавра пытанса ларнӑ.
30
Виҫҫӗмӗш кунне Израиль ывӑлӗсем Вениамин ывӑлӗсене хирӗҫ тухнӑ, унчченхи пекех, Гива умӗнче ҫапӑҫӑва йӗркеленсе тӑнӑ.
31
Вениамин ывӑлӗсем халӑха хирӗҫ тухнӑ, хуларан аякка кайса, унчченхи пекех, Вефиль еннелле каякан тата хир урлӑ Гива еннелле каякан ҫулсем ҫинче халӑха вӗлерме тытӑннӑ, израильсене вӑтӑр ҫын таран вӗлернӗ.
32
Вениамин ывӑлӗсем каланӑ: вӗсем пирӗн умӑмӑрта малтанхи пекех тӑкӑнаҫҫӗ, тенӗ. Израиль ывӑлӗсем каланӑ: хӑйсенчен тарнӑ пек туса, вӗсене хуларан ҫулсем еннелле пӑрса ярар, тенӗ. [Вара ҫавӑн пек тунӑ.]
33
Израильсем пурте хӑйсен вырӑнӗнчен куҫса Ваал-Фамарь патӗнче йӗркеленсе тӑнӑ. Гивӑн анӑҫ енӗнче пытанса ларнӑ израильсем те тапранса тухнӑ.
34
Ӗнтӗ Гива умне пӗтӗм Израиль хушшинчен суйласа илнӗ вунӑ пин ҫын ҫитнӗ те, хаяр ҫапӑҫу пуҫланнӑ; анчах Вениамин ывӑлӗсем хӑйсене инкек кӗтсе тӑнине пӗлмен.
35
Вениамина Ҫӳлхуҫа израильсем умӗнче аркатса тӑкнӑ, ҫав кун израильсем хӗҫ кӑларнӑ Вениамин ывӑлӗсене ҫирӗм пилӗк пин те ҫӗр ҫын пӗтернӗ.
36
Вениамин ывӑлӗсем хӑйсем мӗнле пӗтнине курсассӑн, Израиль ывӑлӗсем каялла чакнӑ — ӗнтӗ вӗсем Гива ҫывӑхӗнче пытанса ларнӑ ушкӑн пулӑшасса шаннӑ.
37
Пытанса ларнисем вара васкасах Гивӑна ыткӑннӑ, унта ҫитсе пӗтӗм хулана хӗҫ айне тунӑ.
38
Израильсен тӗп ушкӑнӗ пытанса ларнисемпе ҫапла калаҫса татӑлнӑ пулнӑ: хула тӗлӗнче тӗтӗм ҫӗкленсе хӑпарни тапӑнмаллине пӗлтерет.
39
Израильсем ҫапӑҫу хирӗнчен каялла чаксан, каллех Вениамин хӗстерме пуҫланӑ, ӗнтӗ израильсен вӑтӑр ҫыннине пӗтерсе тӑкса «вӗсем пирӗн умӑмӑрта унчченхи ҫапӑҫусенчи пекех тӑкӑнаҫҫӗ» тенӗ.
40
Ҫав хушӑра хула тӗлӗнче, юпа пек, тӗтӗм палкаса хӑпарнӑ. Вениамин каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та, акӑ ӗнтӗ пӗтӗм хуларан пӗлӗтелле тӗтӗм мӑкӑрланса хӑпарать.
41
Израильсен тӗп ушкӑнӗ ҫитнӗ, Вениамин вара хӑйне инкек килсе ҫапнине курса хӑраса ӳкнӗ.
42
Вӗсем израильсенчен ҫул тӑрӑх пушхирелле тарма пуҫланӑ; анчах вӗсене хыҫалтан хӗҫпе хӑваланӑ тата вӗсене хуласенчен те туха-туха пӗтернӗ;
43
хупӑрласа илнӗ те Вениамина ӑна Менуха теекен вырӑна ҫитиччен хӑваласа кайнӑ, Гива хулин тухӑҫ енне ҫитичченех пӗтерсе пынӑ.
44
Ҫапла Вениамин ывӑлӗсем вунсакӑр пин пӗтнӗ, вӗсем пурте вӑйпитти ҫынсем пулнӑ.
45
[Чӗрӗ юлнисем] каялла ҫаврӑннӑ та пушхирелле, Риммон ту хысакӗ патнелле, чупнӑ, [израильсем] вӗсене ҫул тӑрӑх хӑваласа тата пилӗк пин ҫынна пӗтернӗ; вӗсене Гидома ҫити хӑваланӑ, вӗсенчен тата икӗ пин ҫынна вӗлернӗ.
46
Ҫав кун пӗтнӗ Вениамин ывӑлӗсен шучӗ ҫирӗм пилӗк пин пулнӑ, вӗсем пурте хӗҫ кӑларса ҫапӑҫнӑ вӑйпитти ҫынсем пулнӑ.
47
[Чӗрӗ юлнисем,] ултҫӗр ҫын, пушхире, Риммон ту хысакӗ патне, тарса кайнӑ, ҫавӑнта, Риммон чул ту хушӑкӗнче, тӑватӑ уйӑх пытанса пурӑннӑ.
48
Израильсем каллех Вениамин ывӑлӗсем патне кайнӑ та вӗсене хӗҫпе пӗтернӗ, хулари ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те, [пӗтӗм хулисенче] мӗн тӗл пулнӑ, ҫавна пӗтӗмпех, тата ҫул ҫинче тӗл пулнӑ пур хулана та вутпа ҫунтарса янӑ.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21