bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 7
Judges 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 8 →
1
Иероваал, вӑлах Гедеон, тата унпа пӗрле пынӑ халӑх ир-ирех тӑнӑ та Харод ҫӑлӗ патӗнче тапӑра йӗркеленсе тӑнӑ; мадиансен тапӑрӗ вара вӗсенчен ҫурҫӗр енчи айлӑмра Море сӑрчӗ патӗнче тӑнӑ.
2
Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: санпа ытла нумай халӑх килнӗ, Эпӗ мадиансене вӗсен аллине пама пултараймастӑп, ун пек тусассӑн Израиль Ман умӑмра мӑнкӑмӑлланса кайӗ, «мана хамӑн аллӑм хӑтарчӗ» тейӗ;
3
ҫапла ӗнтӗ халӑх илтсе тӑмалла пӗлтер, кала ӑна: «кам та кам хӑрать-шикленет пулсассӑн, вӑл Галаад тӑвӗ ҫинчен каялла кайтӑр» те. Вара ҫирӗм икӗ пин ҫын каялла кайнӑ, вунӑ пинӗ ҫавӑнта юлнӑ.
4
Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: халӑх пӗрех нумай-ха; эсӗ вӗсене шыв хӗррине илсе ан, Эпӗ унта сан валли суйласа илӗп; кам та кам ҫинчен Эпӗ: «ку санпа пытӑр» тесессӗн, ҫавӑ санпа пытӑр; кам та кам ҫинчен «санпа ан пытӑр» тесессӗн, вӑл ан та пытӑр, тенӗ.
5
Гедеон халӑха шыв хӗррине илсе аннӑ. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: кам та кам шыва чӗлхипе йытӑ евӗр лаккаса ӗҫет, ҫавна айккине уйрӑм тӑрат, ыттисене, чӗркуҫленсе ӗҫекенсене, тепӗр енне тӑрат, тенӗ.
6
Ывӑҫӗнчен лаккаса ӗҫекенсем виҫҫӗр ҫын тупӑннӑ; ытти халӑх вара шыва чӗркуҫленсе ӗҫнӗ.
7
Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: Эпӗ сире лаккаса ӗҫекен виҫҫӗр ҫынпа ҫӑлӑп, мадиансене сирӗн аллӑра ӳкерӗп, ытти пур халӑхӗ ӗнтӗ килне кайтӑр, тенӗ.
8
Хӑйсем валли вӗсем халӑхран апат-ҫимӗҫпе какӑрсем илсе юлнӑ та, Гедеон израильсене пурне те хӑйсен чатӑрӗсене янӑ, хӑй патне виҫҫӗр ҫын анчах хӑварнӑ; мадиансен тапӑрӗ вӗсенчен аялта айлӑмра пулнӑ.
9
Ҫӗрле Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: тӑр, тапӑра ан, Эпӗ ӑна сан аллуна паратӑп;
10
пӗччен кайма хӑратӑн пулсассӑн, Фура тарҫупа пӗрле кай;
11
эсӗ унта вӗсем мӗн калаҫнине илтӗн, вара аллусем тӗреклӗленӗҫ те, тапӑра кайӑн, тенӗ. Гедеонпа унӑн тарҫи Фура тапӑра аннӑ, вӑрҫа хатӗрленсе тӑнӑ ҫар ҫумӗнчех чарӑнса тӑнӑ.
12
Мадиансемпе амаликсем тата тухӑҫ енчен килнисем айлӑмра хӗрлӗ шӑрчӑк пекех йышлӑ пулнӑ; вӗсен тӗвисен шучӗ те пулман, нумай пулнӑ вӗсем — тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пекех.
13
Гедеон ҫитнӗ. Акӑ пӗри тепӗрине тӗлӗк каласа парать: мадиансен тапӑрӗ тӑрӑх ҫап-ҫавра урпа ҫӑкӑрӗ кусса пырать пек, чатӑр патне ҫитрӗ те ҫавӑ, ӑна вирлӗн кӑна пырса ҫапӑнчӗ те тӳнтерсех ячӗ, чатӑр салансах кайрӗ, тет.
14
Тепӗри ӑна хуравласа каланӑ: ку вӑл урӑх нимӗн те мар, ку Гедеон хӗҫне — Иоас ывӑлӗн, Израиль ҫыннин хӗҫне — пӗлтерет; Турӑ мадиансемпе пӗтӗм тапӑра унӑн аллине пачӗ иккен, тенӗ.
15
Тӗлӗк каласа панине, вӑл мӗне пӗлтернине илтсессӗн, Гедеон [Ҫӳлхуҫана] пуҫҫапнӑ та каялла израильсен тапӑрне таврӑннӑ, каланӑ унта: тӑрӑр! мадиансен тапӑрне Ҫӳлхуҫа сирӗн аллӑра пачӗ, тенӗ.
16
Вара вӑл виҫҫӗр ҫынна виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ та вӗсене пурне те какӑрпа пушӑ кӑкшӑм тата кӑкшӑма лартма ҫутаткӑҫ тыттарнӑ.
17
Каланӑ вӗсене: ман ҫине пӑхӑр та эпӗ мӗн тунине тӑвӑр; акӑ эпӗ тапӑра анатӑп, эпӗ мӗн тӑватӑп, эсир те ҫавна тӑвӑр;
18
эпӗ тата манпа пӗрле пыракансем какӑрпа кӑшкӑртса ярсан, эсир те пӗтӗм тапӑр тавра какӑрпа кӑшкӑртса ярӑр, ҫав хушӑра «Ҫӳлхуҫапа Гедеон хӗҫӗ!» тесе кӑшкӑрӑр, тенӗ.
19
Вара ҫур ҫӗр тӗлӗнче Гедеонпа ҫӗр ҫын тапӑр патне пынӑ та, хуралҫӑсене вӑратса, какӑрпа кӑшкӑртса янӑ, аллинчи кӑкшӑмӗсене ҫапса салатнӑ.
20
Ӗнтӗ виҫӗ ушкӑнӗ те какӑрпа кӑшкӑртса янӑ, кӑкшӑмӗсене ҫапса салатнӑ, сулахай алӑпа ҫутаткӑҫ тытса, сылтӑммипе какӑрпа кӑшкӑртнӑ, хӑйсем: Ҫӳлхуҫапа Гедеон хӗҫӗ! тесе кӑшкӑрнӑ.
21
Тапӑра йӗри-тавра хупӑрласа илнисем кашнийӗ харпӑр хӑй вырӑнӗнче тӑнӑ; тапӑрта талккӑшӗпе чупкалама пуҫланӑ, кӑшкӑрашнӑ, кайран тарма тытӑннӑ.
22
Виҫҫӗр ҫын ҫапла какӑрпа кӑшкӑртнӑ хушӑра Ҫӳлхуҫа тапӑртисене пӗр-пӗрне хирӗҫ хӗҫ ҫӗклемеллех ҫапӑҫтарса янӑ, ӗнтӗ мадиансен ҫарӗ Царера енне Бефшитта хулине ҫитичченех, Табафа ҫывӑхӗнчи Авелмехола чиккине ҫитичченех тарса кайнӑ.
23
Вара Неффалимпа Асир йӑхӗсенчи, пӗтӗм Манассия йӑхӗнчи арҫынсене чӗнсе илнӗ, вӗсем мадиансене хыҫран хӑваланӑ.
24
Гедеон пӗтӗм Ефрем тӑвӗ ҫине элчӗсем янӑ, унта пурӑнакансене ҫапла калама хушнӑ: мадиансене хирӗҫ тухӑр та Иордан урлӑ каҫмалли шыв каҫҫисене Бефвара таранах ярса илӗр, тенӗ. Вара Ефрем ывӑлӗсем пурте пуҫтарӑнса тухнӑ та Иордан урлӑ каҫмалли шыв каҫҫисене Бефара таранах ярса илнӗ;
25
ҫавӑн чухне мадиансен икӗ ҫулпуҫне — Оривпа Зива — тытнӑ. Орива — Цур-Орив теекен вырӑнта, Зива Иекев-Зив теекен вырӑнта вӗлернӗ, мадиансене вара малалла хӑваласа кайнӑ; Оривпа Зив пуҫӗсене Гедеон патне Иордан леш енне илсе пынӑ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21