bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 2
Judges 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 3 →
1
Галгал хулинчен Бохим теекен вырӑна [тата Вефиль хулине те, Израиль килне те] Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пынӑ та каланӑ [вӗсене: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать]: Эпӗ сире Египетран илсе тухрӑм, [сире пама пулса] аҫӑрсене тупа туса каланӑ ҫӗршыва илсе ҫитертӗм, Эпӗ каларӑм: «Сирӗнпе хывнӑ Хамӑн халалӑма ӗмӗрне те пӑсмӑп;
2
эсир те ҫакӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансемпе килӗшӗве ан кӗрӗр; [вӗсенӗн туррисене ан пуҫҫапӑр, вӗсенӗн йӗрӗхӗсене ҫапса салатӑр,] вӗсенӗн чӳк вырӑнӗсене аркатӑр» терӗм. Анчах эсир Манӑн сӑмахӑма итлемерӗр. Мӗн турӑр эсир?
3
Ҫавӑнпа калатӑп та Эпӗ: [унччен хӑваласа яма шутланӑ ҫынсене халӗ ӗнтӗ урӑх вырӑна куҫармастӑп,] вӗсене сирӗн патӑртан хӑваласа ямастӑп, вӗсем сирӗншӗн мӑйкӑч пулӗҫ, вӗсенӗн туррисем сирӗншӗн серепе пулӗҫ.
4
Турӑ Ангелӗ Израиль ывӑлӗсене ҫапла каласассӑн, халӑх хыттӑн ӳлесе йӗрсе янӑ.
5
Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл вырӑна Бохим тесе ят панӑ. Унта вӗсем Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
6
Иисус халӑха саланма каласан, Израиль ывӑлӗсем [кашнийӗ хӑйӗн килне,] кашнийӗ хӑйне тивӗҫнӗ еткер ҫӗрне кайнӑ.
7
Ун чухне — Иисусӑн мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех, ун хыҫҫӑн юлса пурӑннӑ, Ҫӳлхуҫанӑн Израильшӗн тунӑ пур чаплӑ ӗҫне те курнӑ аслӑ ҫынсен ӗмӗрӗнче те — халӑх Турра пӑхӑнса тӑнӑ.
8
Анчах ҫӗр вунӑ ҫула ҫитнӗ Иисус — Нав ывӑлӗ, Турӑ чури — вилсессӗн,
9
ӑна хӑйӗн еткер ҫӗрӗ ҫинче, Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче выртакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулине, пытарсассӑн,
10
ҫавӑн чухне пурӑннӑ пӗтӗм халӑх хӑйсен ашшӗсем патне ӑсанса пӗтсессӗн, ун хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана та, Унӑн Израильшӗн тунӑ ӗҫӗсене те пӗлмен тепӗр ӑру ҫӗкленсессӗн,
11
Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тума тытӑннӑ, тӗрлӗ Ваалсене пуҫҫапма пуҫланӑ;
12
ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Турра — пӑрахса, урӑх турӑсем енне, таврара пурӑнакан халӑхсен туррисем енне, ҫаврӑннӑ, ҫавсене пуҫҫапма пикеннӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсех тӑнӑ;
13
вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпнӑ, Ваала тата Астартӑсене пӑхӑнса тӑра пуҫланӑ.
14
Вара Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Вӑл Израиле вӑрӑ-хурах аллине панӑ, ҫаратнӑ вӗсене; Вӑл вӗсене йӗри-таврах хупӑрласа тӑракан тӑшманӗсен аллине панӑ, вӗсем ӗнтӗ хӑйсен тӑшманӗсене хирӗҫ тытӑнса тӑрайман.
15
Ҫӳлхуҫа хӑйсене каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа хӑйсене тупа тунӑ пек, кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа алли вӗсене усала пулнӑ. Вӗсене питех те хӗн килнӗ.
16
Ҫӳлхуҫа [вӗсем валли] тӳресем лартнӑ, кусем вӗсене вӑрӑ-хурах аллинчен хӑтарса тӑнӑ;
17
анчах вӗсем тӳресене те итлемен, урӑх турӑсем хыҫҫӑн асса ҫӳренӗ, вӗсене пуҫҫапнӑ, [ҫапла Ҫӳлхуҫана ҫиллентернӗ,] часах Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек пурӑннӑ ашшӗсенӗн ҫулӗнчен пӑрӑннӑ. Вӗсен ашшӗсем ун пек туман.
18
Вӗсем валли тӳре лартнӑ чухне Ҫӳлхуҫа Хӑй тӳрепе пӗрле пулнӑ, тӳре пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫа вӗсене тӑшмансенчен хӑтарса тӑнӑ: вӗсем тертпе пусмӑр айӗнче йынӑшнине илтсе Ҫӳлхуҫа вӗсене хӗрхеннӗ.
19
Анчах, тӳре вилсенех, вӗсем каллех ашшӗсенчен начартарах тума пуҫланӑ: урӑх турӑсен енне сулӑнса вӗсене пӑхӑннӑ, пуҫҫапнӑ. Хӑйсен ирсӗр ӗҫӗсене пӑрахман, хӑйсен ултавлӑ ҫулӗнчен пӑрӑнман.
20
Израиль ҫапла тунӑшӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Вӑл каланӑ: ҫак халӑх Эпӗ хӑйсен ашшӗсемпе хывнӑ халала пӑснӑшӑн, Манӑн сӑмахӑма итлеменшӗн,
21
Эпӗ те ӗнтӗ [Нав ывӑлӗ] Иисус хӑй вилнӗ чухне [ҫӗр ҫине] хӑварнӑ халӑхсенчен пӗрне те кунтан хӑваламӑп —
22
вӗсем Израиле сӑнама пулччӑр: Израиль ывӑлӗсем, хӑйсен ашшӗсем пек, Ҫӳлхуҫа ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр ҫӳрӗҫ-и, ҫав ҫулпа кайӗҫ-и е урӑхла тӑвӗҫ-и? тенӗ.
23
Ҫӳлхуҫа вара ҫав халӑхсене вырӑнтах хӑварнӑ, вӗсене часах хӑваласа яман, Иисус аллине те паман.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21