bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 3
Judges 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 4 →
1
Израиль ывӑлӗсен килес ӑрӑвӗсем, вӑрҫӑ курманскерсем, вӑрҫӑ мӗнне пӗлччӗр, ҫапӑҫма вӗренччӗр тесе, израильсене — Ханаан вӑрҫисене пӗлменскерсене — сӑнама Ҫӳлхуҫа хӑварнӑ халӑхсем ҫаксем:
3
пилӗк пуҫлӑха пӑхӑнса тӑракан Филисти халӑхӗ, мӗнпур ханаан, Сидон халӑхӗ тата Ливан тӑвӗ ҫинче, Ваал-Ермон тӑвӗпе Емаф хули хушшинче пурӑнакан евейсем.
4
Вӗсене Израиль ывӑлӗсене сӑнама-тӗрӗслеме, вӗсем хӑйсен ашшӗсене Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ панӑ ӳкӗтсене пӑхӑнса пурӑнни-пурӑнманнине пӗлме хӑварнӑ.
5
Израиль ывӑлӗсем вара ханаансем, хетсем, аморрейсем, ферезейсем, евейсем, [гергесейсем] тата иевусейсем хушшинче пурӑннӑ,
6
вӗсен хӗрӗсене качча илнӗ, хӑйсен хӗрӗсене вӗсен ывӑлӗсене качча панӑ, вӗсен туррисене пуҫҫапнӑ.
7
Ҫапла Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫ тунӑ, Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, манса, Ваалсемпе Астартӑсене пуҫҫапнӑ.
8
Вара Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Израиле Вӑл Месопотами патши Хусарсафем аллине панӑ, Израиль ывӑлӗсем сакӑр ҫул Хусарсафема пӑхӑнса пурӑннӑ.
9
Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархаслама тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа вара вӗсем валли ҫӑлакана — Гофониила, Халев шӑллӗн Кеназӑн ывӑлне — ҫӗкленӗ, вӑл Израиль ывӑлӗсене ҫӑлӑнӑҫ панӑ.
10
Ун ҫинче Турӑ Сывлӑшӗ пулнӑ, вӑл Израиль тӳри пулнӑ. Вӑл [Хусарсафема хирӗҫ] вӑрҫа тухнӑ, Ҫӳлхуҫа Месопотами патшине Хусарсафема ун аллине ӳкернӗ, Гофониил вара Хусарсафема парӑнтарнӑ.
11
Ҫӗр ҫинче хӗрӗх ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ. Ӗнтӗ Гофониил, Кеназ ывӑлӗ, вилнӗ.
12
Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче каллех усал ӗҫе тытӑннӑ, вӗсем усал ӗҫ тунӑшӑн Ҫӳлхуҫа израильсене хирӗҫ Еглона, Моав патшине, тӗреклӗлетнӗ.
13
Ҫав патша [пӗтӗм] Аммон халӑхӗпе Амалик халӑхне хӑй патне пуҫтарнӑ та Израиле тапӑннӑ, ӑна ҫӗнтерсе Пальма хулине ярса илнӗ.
14
Израиль ывӑлӗсем Еглона, Моав патшине, вунсакӑр ҫул пӑхӑнса пурӑннӑ.
15
Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархаслама тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсем валли ҫӑлакана — Аода, Иемени ывӑлӗн Геран ывӑлне — ҫӗкленӗ. Аод лӳкше пулнӑ. Израиль ывӑлӗсем ӑна Моав патши Еглон патне парнесемпе янӑ.
16
Аод хӑй валли икӗ енӗ те вичкӗн, чике тӑршшӗ хӗҫ тунӑ та ӑна пилӗкӗнчен, хӑй юпӑнчи айӗнчен, сылтӑм енне ҫакса янӑ,
17
[ҫапла пырса кӗнӗ те] Еглона, Моав патшине, парнесем панӑ; Еглонӗ шутсӑр самӑр ҫын пулнӑ.
18
Пӗтӗм парнине сӑйласа панӑ хыҫҫӑн, парне йӑтса килнӗ ҫынсене ӑсатса ярсассӑн,
19
Аод, кайма тухнӑскер, Галгал теекен вырӑнти чул йӗрӗхсем патне ҫитсессӗн, каялла таврӑннӑ та каланӑ: патша, ман сана вӑрттӑн каламалли сӑмах пур, тенӗ. Патша: шӑп пулӑр! тенӗ. Вара ун ҫумӗнче тӑракансем пурте ун патӗнчен тухнӑ.
20
Аод патша патне кӗнӗ: лешӗ хӑйӗн ҫӳлти пӳлӗмӗнче, сулхӑн пӳлӗмре, ларнӑ. Аод ӑна каланӑ: [патша,] ман сана Турӑ сӑмахне пӗлтермелле, тенӗ. [Еглон] пуканӗ ҫинчен тӑнӑ.
21
[Вӑл ура ҫине тӑрсан,] Аод сулахай аллине тӑсса сылтӑм енне ҫакнӑ хӗҫне ярса тытнӑ та патшана ӑшӗнчен чикнӗ;
22
вӑл хӗҫне каялла туртса кӑларман, ҫавӑнпа унӑн ҫивӗчӗшӗ ҫеҫ мар, аври те шалах кӗрсе кайнӑ, вара пӗтӗм хӗҫ ӳтпе хупланнӑ.
23
Аод ӗнтӗ, юнашар пӳлӗме тухса, ҫӳлти пӳлӗмӗн алӑкӗсене хупса-питӗрсех хӑварнӑ.
24
Вӑл кайсанах Еглон чурисем пынӑ та — пӑхаҫҫӗ: акӑ ҫӳлти пӳлӗм алӑкӗсене хупса-питӗрсех хӑварнӑ, вӗсем вара: вӑл сулхӑн пӳлӗме хӑй ӗҫӗпе кӗнӗ пулӗ-ха, теҫҫӗ.
25
Чурасем чылайччен кӗтсе тӑнӑ, анчах та ҫӳлти пӳлӗмӗн алӑкне никам та уҫманнине кура уҫӑсем илсе пӳлӗме уҫнӑ та, акӑ ӗнтӗ вӗсенӗн хуҫи урайӗнче вилӗ выртать.
26
Вӗсем нимӗн тума аптӑраса тӑнӑ вӑхӑтра Аод тухса кайнӑ, [ӑна никам та аса илмен,] чул йӗрӗхсем тӗлӗнчен иртсе, Сеираф теекен вырӑна тарса ӳкнӗ.
27
[Израиль ҫӗрне] таврӑнсан вара [Аод] Ефрем тӑвӗ ҫинче какӑрпа кӑшкӑртса янӑ та, Израиль ывӑлӗсем унпа пӗрле ту ҫинчен аннӑ, хӑй вӑл вӗсен умӗнчен пынӑ.
28
Халӑха вӑл ҫапла каланӑ: ман хыҫран пырӑр, тӑшманӑрсене, моавсене, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн аллӑра пачӗ, тенӗ. Пурте ун хыҫӗнчен кайнӑ, вӗсем Иордан урлӑ Моав енне каҫмалли тӗле ярса илнӗ те никама та каҫма паман.
29
Ҫавӑн чухне моавсене вунӑ пин ҫынна яхӑн пӗтернӗ, ҫыннисем пурте сывӑ та тӗреклӗ пулнӑ, вӗсем пӗри те тарса хӑтӑлайман.
30
Моавсем ҫав кун Израиле ҫапла парӑннӑ, ҫӗр ҫинче вара сакӑрвунӑ ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ. [Мӗн виличченех Аод вӗсен тӳри пулнӑ.]
31
Ун хыҫҫӑн Самегар, Анаф ывӑлӗ, тӳре пулнӑ, вӑл вӑкӑр хӑваламалли патакпа филистимсен ултҫӗр ҫыннине ҫапса вӗлернӗ; вӑл та Израиле ҫӑлса хӑварнӑ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21