bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 10
Judges 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 11 →
1
Авимелех вилнӗ хыҫҫӑн Израиле ҫӑлма Фола ҫӗкленнӗ. Вӑл Иссахар йӑхӗнчен тухнӑ, ун ашшӗ Фуа пулнӑ, Фуа ашшӗ Додов пулнӑ. Вӑл Ефрем тӑвӗ ҫинчи Шамир хулинче пурӑннӑ.
2
Вӑл ҫирӗм виҫӗ ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ, Фола вилнӗ, ӑна Шамирта пытарнӑ.
3
Ун хыҫҫӑн Галаад ҫӗрӗнчен Иаир ҫӗкленнӗ, вӑл ҫирӗм икӗ ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ.
4
Унӑн вӑтӑр [икӗ] ывӑл пулнӑ, вӗсем вӑтӑр [икӗ] ҫамрӑк ашак утланса ҫӳренӗ, вӗсен вӑтӑр [икӗ] хула пулнӑ; паян кунчченех вӗсене Иаир хулисем теҫҫӗ, вӗсем Галаад ҫӗрӗнче вырӑнаҫнӑ.
5
Иаир вилнӗ, ӑна Камон хулине пытарнӑ.
6
Израиль ывӑлӗсем ҫав-ҫавах Ҫӳлхуҫа умӗнче усал тума пӑрахман, вӗсем Ваалсемпе Астартӑсене, арамейсен туррисене, Сидон туррисене, моавсен туррисене, аммонсен туррисене, филистимсен туррисене пуҫҫапнӑ; Ҫӳлхуҫана маннӑ, Уншӑн ӗҫлемен.
7
Вара Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Вӑл Израиле филистимсемпе аммонсен аллине панӑ;
8
Иордан леш енче, Галаада кӗрекен аморрейсен ҫӗрӗнче пурӑнакан Израиль ывӑлӗсене вӗсем вунсакӑр ҫул хушши хӗссе тӑнӑ, асаплантарнӑ.
9
Юлашкинчен, Аммон ывӑлӗсем Иудӑпа Вениамина тата Ефрем килне хирӗҫ ҫапӑҫма Иордан урлӑ каҫнӑ. Израиль ывӑлӗсене калама ҫук йывӑр килнӗ.
10
Израиль ывӑлӗсем вара Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархасланӑ, ҫапла каланӑ вӗсем: хамӑрӑн Туррӑмӑра манса, Ваала пуҫҫапса, эпир Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, тенӗ.
11
Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене каланӑ: сире Египет ҫыннисем, аморрейсем, аммонсем, филистимсем,
12
Сидон ҫыннисем, амаликсем, моавсем хӗсӗрлеменччӗ-и, эсир Мана тархасласан вара Эпӗ сире вӗсен аллинчен хӑтарманччӗ-и?
13
Эсир вара, Мана манса, ытти турӑсене пуҫҫапма тытӑнтӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире урӑх ҫӑлассӑм ҫук;
14
кайӑр та хӑвӑр суйласа илнӗ турӑсене йӑлӑнӑр, хӑвӑршӑн хӗн-асаплӑ вӑхӑтра сире ҫавсем ҫӑлса тӑччӑр, тенӗ.
15
Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана каланӑ: ҫылӑха кӗтӗмӗр эпир; Эсӗ пире мӗн тӑвас тетӗн, ҫавӑн пек ту, анчах халӗ хӑтарсамччӗ пире, тенӗ.
16
Вара вӗсем ют турӑсене пуҫҫапма пӑрахнӑ та Ҫӳлхуҫана [анчах] ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Израиль асапланнине текех чӑтса тӑрайман.
17
Аммонсем пӗрле пуҫтарӑннӑ та Галаадра тапӑра вырӑнаҫса тӑнӑ; Израиль ывӑлӗсем те пуҫтарӑннӑ, вӗсем Массифа теекен вырӑна тапӑра тӑнӑ.
18
Халӑхпа Галаад ҫулпуҫӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: кам та кам аммонсене хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫлать, ҫавӑ пӗтӗм Галаад пуҫлӑхӗ пулӗ, тенӗ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21