bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 19
Judges 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 20 →
1
Ҫавӑн чухне, Израилӗн патша пулман вӑхӑтра, Ефрем тӑвайккийӗнче пӗр левит пурӑннӑ. Вӑл Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинчен хӑй валли ҫум-арӑм илнӗ.
2
Ҫав ҫум-арӑм унпа хирӗҫнӗ те ашшӗ килне Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулине пӑрахса кайнӑ, унта тӑватӑ уйӑх пурӑннӑ.
3
Упӑшки вара, ӑна кӑмӑлне ҫавӑрса каялла илсе килес тесе, ун патне кайнӑ. Унпа пӗрле пӗр тарҫӑ тата икӗ ашак пынӑ. Ҫум-арӑмӗ ӑна ашшӗ килне илсе кӗнӗ.
4
Ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ, кӗрӳшне курсассӑн, ӑна питӗ хапӑл йышӑннӑ, ӑна килне кайма памасӑр хӑналанӑ. Вӑл вара ун патӗнче виҫӗ кун пурӑннӑ; вӗсем ӗҫнӗ-ҫинӗ, ҫавӑнтах ҫӗр выртса тӑнӑ.
5
Тӑваттӑмӗш кунне вӗсем ир-ирех тӑнӑ, ҫынни ӗнтӗ кайма пуҫтарӑннӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ кӗрӳшне каланӑ: чӗре сурилӗх те пулин ҫырткаласа илсем, кайран кайӑр вара, тенӗ.
6
Вӗсем ҫавӑнта юлнӑ, иккӗшӗ пӗрле ӗҫнӗ, ҫинӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ ҫав ҫынна каланӑ: тепӗр каҫа юл-ха, савӑн-ха, тенӗ.
7
Ҫынни каймах тапраннӑ, анчах хунӗ ӳкӗте кӗртнӗ те ӑна, вӑл вара каллех унта ҫӗр каҫма юлнӑ.
8
Пиллӗкӗмӗш кунӗнче вӑл кайма тесе ир-ирех тӑнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ каланӑ ӑна: ҫимесӗр ан кай, чӗре сурилӗх те пулин ҫырткаласа илсем, ан васкӑр, каҫ енне сулӑнсан кайӑр, тенӗ. Вара вӗсем иккӗшӗ ҫинӗ [те ӗҫнӗ].
9
Ҫын ӗнтӗ каймах тӑнӑ, хӑй те, ҫум-арӑмӗ те, тарҫи те пуҫтарӑннӑ. Хунӗ, ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ, каланӑ ӑна: каҫ енне сулӑнчӗ, кунтах ҫӗр каҫӑр; часах тӗттӗмленет акӑ, кунтах ҫӗр каҫ, савӑн-ха; ыран иртерех тӑрӑр та ҫула тухӑр, килне кайӑн вара, тенӗ.
10
Анчах кӗрӳшӗ ҫӗр каҫма килӗшмен, ҫула тухнӑ; вӑл Иевус хули, хальхи Иерусалим, патне ҫитнӗ; унпа пӗрле тиевлӗ икӗ ашак тата ҫум-арӑмӗ пынӑ.
11
Иевус патнелле ҫывӑхарнӑ чухне тӗттӗмленех пуҫланӑ. Вара тарҫи хуҫине каланӑ: ҫак иевусейсен хулине кӗрер те унта ҫӗр каҫар, тенӗ.
12
Хуҫи каланӑ ӑна: ҫук, вӗсем Израиль ывӑлӗсем мар, ют йӑх ҫыннисем, ҫавӑнпа вӗсен хулине кӗместпӗр, Гива хулине ҫитиччен каятпӑр, тенӗ.
13
Хӑйӗн чурине каланӑ вӑл: Гивӑна е Рамӑна ҫитӗпӗр те ҫавӑнта ҫӗр каҫӑпӑр, тенӗ.
14
Вара малалла кайнӑ, Вениаминсен хулине Гивӑна ҫитнӗ тӗле хӗвел те анса ларнӑ.
15
Вӗсем Гивӑра ҫӗр каҫма шут тытнӑ та ҫавӑнта пӑрӑнса кӗнӗ. Левит пӗр урам варрине ларнӑ; анчах вӗсене никам та хӑй килне ҫӗр каҫма чӗнмен.
16
Акӑ ӗнтӗ пӗр ватӑ ҫын хиртен ӗҫрен таврӑнать; вӑл, Ефрем тӑвӗ ҫинче ҫуралнӑскер, Гивӑра пурӑннӑ. Ку вырӑнта пурӑнакансем вара Вениамин ывӑлӗсем пулнӑ.
17
Ватӑ ҫын пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та урам варринче ларакан ҫулҫӳрен ҫынна асӑрханӑ. Вара ыйтнӑ вӑл: ӑҫта каятӑн? ӑҫтан килнӗ эсӗ? тенӗ.
18
Левит каланӑ ӑна: эпир Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинчен килетпӗр, Ефрем тӑвӗ патне каятпӑр, эпӗ хам ҫавӑнти ҫын; эпӗ Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеема кайнӑччӗ, халӗ Ҫӳлхуҫа ҫурчӗ еннелле ҫул тытатӑп; мана никам та хӑй килне чӗнмест;
19
пирӗн хамӑр ашакӑмӑрсем валли улӑм та, апат та пур; хамӑр валли санӑн чурусен — манӑн, ҫак хӑрхӑмӑн, ҫак тарҫӑн — ҫӑкӑр та, эрех те пур; пирӗн пурте ҫителӗклӗ, тенӗ.
20
Ватӑ ҫын каланӑ ӑна: ан пӑшӑрхан — сана ҫитменнине эпӗ ҫитерӗп, анчах урамра ҫӗр ан каҫ, тенӗ.
21
Ватӑ ҫын ӑна хӑй килне ертсе кайнӑ, унӑн ашакӗсене апат панӑ, хӑйсем вӗсем урисене ҫунӑ та ӗҫме-ҫиме ларнӑ.
22
Вӗсем чунран-чӗререн савӑнса ларнӑ вӑхӑтра акӑ ҫав хула ҫыннисем, аскӑнчӑксем, вӗсен килне ҫавӑрса илнӗ, алӑкран шакканӑ, ватӑ кил хуҫине каланӑ: ху патна илсе кӗнӗ ҫынна илсе тух-ха, эпир унпа хутшӑнасшӑн, тенӗ.
23
Кил хуҫи вӗсем патне тухнӑ та каланӑ: ҫук, тӑванӑмсем, ку ҫын ман килӗме кӗчӗ пулсан, ман хӑна вӑл, усал ӗҫ ан тӑвӑр, ӑссӑрла ан хӑтланӑр эсир;
24
акӑ манӑн качча кайман хӗр пур, унӑн ҫум-арӑмӗ пур, эпӗ сире ҫавсене илсе тухса парӑп, пусахлӑр вӗсене, мӗн тӑвас тетӗр вӗсене — ҫавна тӑвӑр; анчах ку ҫынпа ӑссӑрла ан хӑтланӑр, тенӗ.
25
Анчах вӗсем ӑна итлесшӗн те пулман. Вара левит хӑйӗн ҫум-арӑмне вӗсем патне урама илсе тухнӑ. Лешӗсем ӗнтӗ ӑна пусмӑрланӑ, ҫӗрӗпе, ирччен мӑшкӑлланӑ. Ӑна шуҫӑм килеспе тин ирӗке янӑ.
26
Шуҫӑм килеспе хӗрарӑм, хӑйӗн хуҫи чарӑнса тӑнӑ кил патне ҫитейсе, алӑк умне ӳкнӗ, мӗн ҫутӑличченех ҫавӑнта выртнӑ.
27
Ун хуҫи ирех тӑнӑ та, ҫула тухма хатӗрленсе, алӑка уҫса тухнӑ: акӑ ҫум-арӑмӗ алӑк умӗнче выртать, аллисене алӑк урати ҫине тӑсса хунӑ.
28
Хуҫи ӑна: тӑр, каятпӑр, тенӗ. Анчах хирӗҫ чӗнни пулман, [мӗншӗн тесессӗн хӗрарӑмӗ вилнӗ пулнӑ]. Хуҫи вара ӑна ашак ҫине йӑтса хунӑ та ҫула тухнӑ.
29
Килне ҫитсен, вӑл ҫӗҫӗ илнӗ те ҫум-арӑмне вуникӗ пая касса вакланӑ, кайран вӗсене пӗтӗм Израиль ҫӗрне салатнӑ.
30
Ҫакна куракансем кашнийӗ: Израиль ывӑлӗсем Египет ҫӗрӗнчен тухнӑранпа паян куна ҫитиччен кун пекки пулман та, курман та, тенӗ. [Тӗрлӗ ҫӗре ӑсатнӑ хӑйӗн ҫыннисене левит ҫапла калама хушса янӑ: Израиль халӑхне ҫапла калӑр: халиччен ҫакӑн пекки пулнӑ-и? тейӗр, тенӗ.] Асӑрхӑр-ха ҫакна, канаш тӑвӑр та калӑр, тенӗ.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21