bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 4
Judges 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 5 →
1
Аод вилсен, Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче каллех усал ӗҫе тытӑннӑ.
2
Ҫӳлхуҫа вара вӗсене Асор хулинче патшара ларакан Ханаан патши Иавин аллине панӑ; унӑн ҫарпуҫӗ Харошеф-Гоим хулинче пурӑнакан Сисара пулнӑ.
3
Израиль ывӑлӗсем Турра йӗре-йӗре тархаслама пикеннӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫарпуҫӗн тимӗртен тунӑ тӑхӑрҫӗр вӑрҫӑ урапи пулнӑ, вӑл Израиль ывӑлӗсене ҫирӗм ҫул хӗсӗрлесе пурӑннӑ.
4
Ҫав вӑхӑтра Израиль тӳри Девора пророк, Лапидоф арӑмӗ, пулнӑ;
5
вӑл Ефрем тӑвӗ ҫинче, Рама хулипе Вефиль хули хушшинче ларакан пальма, Девора Пальми, айӗнче пурӑннӑ; Израиль ывӑлӗсем ун патне [ҫавӑнта] сута ҫӳренӗ.
6
[Девора] Кедесран — Неффалимсен хулинчен — Варака, Авиноам ывӑлне, чӗнтерсе илнӗ те каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, [сана] ҫапла хушать: кай та — Неффалим ывӑлӗсемпе Завулон ывӑлӗсенчен хӑвӑнпа пӗрле вунӑ пин ҫын ил те Фавор тӑвӗ ҫине улӑх.
7
Эпӗ сан патна, Киссон юхӑм шывӗ хӗррине, Иавинӑн ҫар пуҫлӑхне Сисарӑна, унӑн вӑрҫӑ ураписемпе унӑн йышлӑ ҫарне илсе пырӑп, ӑна сан аллуна парӑп, тет, тенӗ.
8
Варак ӑна каланӑ: эсӗ манпа пырсассӑн — каятӑп; манпа пӗрле пымасассӑн — каймастӑп, [мӗншӗн тесессӗн эпӗ Ҫӳлхуҫа манпа пӗрле хӑш кун Ангел ярасса пӗлместӗп,] тенӗ.
9
Девора каланӑ [ӑна]: пырасса пырӑп санпа пӗрле, анчах [пӗлсех тӑр:] эсӗ каякан ҫул ҫинче чапӗ сана пулмӗ; Ҫӳлхуҫа Сисарӑна хӗрарӑм аллине ӳкерӗ, тенӗ. Девора вара Варакпа пӗрле Кедес хулине кайнӑ.
10
Варак ӗнтӗ Завулонсемпе Неффалимсене Кедес хулине чӗнсе пуҫтарнӑ, ун хыҫӗнчен вунӑ пин ҫын кайнӑ, Девора та унпа пӗрле пынӑ.
11
Ҫавӑн чухне Кеней ҫынни Хевер, хӑй халӑхӗнчен — Моисейпе хурӑнташлӑ Ховав ывӑлӗсенчен — уйрӑлса, Кедес ҫывӑхӗнчи Цаанним юманлӑхне чатӑр карса лартнӑ.
12
Варак, Авиноам ывӑлӗ, Фавор тӑвӗ ҫине хӑпарнине Сисарӑна пӗлтернӗ ӗнтӗ.
13
Сисара вара Харошеф-Гоимри хӑйӗн пӗтӗм халӑхне, тимӗртен тунӑ пӗтӗм тӑхӑрҫӗр ҫар урапине Киссон шывӗ хӗррине пуҫтарса тӑратнӑ.
14
Девора Варака каланӑ: хатӗрлен, Ҫӳлхуҫа ҫак кун Сисарӑна санӑн аллуна парать; сан умӑнтан Ҫӳлхуҫа Хӑй пырӗ, тенӗ. Варак вара Фавор тӑвӗ ҫинчен аннӑ, вунӑ пин ҫынни те ун хыҫӗнчен аннӑ.
15
Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа, Варак хӗҫӗпе сехӗрлентерсе, Сисарӑна, унӑн пӗтӗм вӑрҫӑ урапине, унӑн пӗтӗм ҫарне чӑлхантарса ӳкернӗ; Сисара, ҫар урапи ҫинчен анса, ҫуран тарма пуҫланӑ.
16
Варак [унӑн] вӑрҫӑ урапийӗсемпе ҫарне Харошеф-Гоима ҫитиччен хӑваласа кайнӑ, Сисарӑн пӗтӗм ҫарне хӗҫпе вакланӑ, пӗр ҫын та чӗрӗ юлман.
17
Ҫуран таракан Сисара ӗнтӗ Иаиль чатӑрӗ патне ҫитсе ӳкнӗ. Иаиль вӑл Кеней ҫыннин Хеверӗн арӑмӗ пулнӑ; Асор патши Иавин вара Кеней ҫыннин Хеверӗн килӗпе килӗшӳллӗ пурӑннӑ.
18
Иаиль Сисарӑна хирӗҫ тухнӑ, каланӑ ӑна: хуҫамӑм, кӗрех ман патӑма, кӗрех, ан хӑра, тенӗ. Сисара чатӑра кӗнӗ, Иаиль ӑна кавирпе витсе вырттарнӑ.
19
[Сисара] ӑна каланӑ: кӑштах шыв парсамччӗ мана, ӗҫес килет, тенӗ. Иаиль вара сӗт тытакан тир хутаҫа салтса ӑна сӗт ӗҫтернӗ, унтан каллех кавирпе витсе вырттарнӑ.
20
[Сисара] ӑна каланӑ: эсӗ алӑк патне тӑр, кам та кам килес пулсан, «кунта ҫын пур-и?» тесе ыйтас пулсан, эсӗ «ҫук» те, тенӗ.
21
Иаиль, Хевер арӑмӗ, чатӑртан шӗвӗр шалча туртса кӑларнӑ, аллине мӑлатук тытнӑ, унтан ӗшеннипе ҫывӑрса кайнӑ Сисара патне систермесӗр пырса, ӑна тӑнлавӗнчен шалчапа чиксе ҫӗр ҫумне пӑталасах лартнӑ; Сисара вилнӗ.
22
Акӑ Сисарӑна хӑвалакан Варак ҫак тӗле ҫитнӗ. Иаиль ӑна хирӗҫ тухнӑ та: кӗр-ха, эпӗ сана хӑв шыракан ҫынна кӑтартӑп, тенӗ. Варак чатӑра кӗнӗ, акӑ вилнӗ Сисара урайӗнче выртать, тӑнлавӗнчен ӑна шалча тӑрӑнтарнӑ.
23
Ҫав кун [Ҫӳлхуҫа] Израиль ывӑлӗсем умӗнче Ханаан патшине Иавина парӑнтарнӑ.
24
Израиль ывӑлӗсем Ханаан патшине Иавина хӗстернӗҫем хӗстерсе пынӑ, унтан вӗсем Ханаан патшине Иавина тӗппипех пӗтернӗ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21