bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 17
Judges 17
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 18 →
1
Ефрем тӑвӗ ҫинче пӗр Миха ятлӑ ҫын пурӑннӑ.
2
Вӑл хӑйӗн амӑшне каланӑ: санӑн пин те ҫӗр сикль кӗмӗл ҫухалнӑччӗ, ӑна илекене эсӗ ман умӑмра ылхантӑн, ҫав кӗмӗл манра, ӑна эпӗ илнӗччӗ, тенӗ. Амӑшӗ: ман ывӑлӑма Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ ҫиттӗр! тенӗ.
3
Вӑл амӑшне пин те ҫӗр сикль кӗмӗле каялла тавӑрса панӑ. Амӑшӗ вара ҫапла каланӑ: ку кӗмӗле эпӗ хам ятран [саншӑн,] хамӑн ывӑлӑмшӑн, Ҫӳлхуҫана халаллама пулнӑччӗ, ӑна шӑратса кӗлеткепе йӗрӗх тутарасшӑнччӗ; апла ӑна сана паратӑп, тенӗ.
4
Анчах Миха кӗмӗле каялла амӑшнех панӑ. Амӑшӗ вара икҫӗр сикль кӗмӗл илнӗ те ӑна шӑратма панӑ. Шӑратаканӗ кӗлетке тата йӗрӗх туса панӑ. Вӗсем Миха килӗнче упраннӑ.
5
Михан хӑйӗн туррисене пуҫҫапмалли ҫурт пулнӑ. Вӑл ефодпа терафим тутарнӑ, хӑйӗн пӗр ывӑлне ҫав ҫуртра ӗҫлесе тӑма священника кӑларнӑ.
6
Ун чухне Израилӗн патша пулман; кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ.
7
Пӗр яш ача, Иуда йӑхӗнчен тухнӑскер, левит, Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинче пурӑннӑ;
8
ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнта пурӑнӑп тесе, ҫав ача Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинчен тухса кайнӑ та ҫулпа пыруҫӑн Ефрем тӑвӗ ҫинче ларакан Миха ҫурчӗ патне ҫитсе тухнӑ.
9
Миха ӑна: ӑҫтан килетӗн эсӗ? тенӗ. Яш ача каланӑ: эпӗ — левит, Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинчен килетӗп, ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнта пурӑнма шутлатӑп, тенӗ.
10
Миха ӑна каланӑ: юл ман патӑмра, ман патӑмра атте пул, священник пул; эпӗ сана ҫулталӑкне вунӑ сикль кӗмӗл, кирлӗ тумтир тата ӗҫме-ҫиме парса тӑрӑп, тенӗ.
11
Левит килӗшнӗ, вара ҫак ҫын патӗнче юлнӑ, вӑл унӑн ывӑлӗсенчен пӗри пекех пулнӑ.
12
Миха левита кӗлӗ йӗркисене туса тӑма лартнӑ, ҫак яш ача ун патӗнче священник пулнӑ, Миха килӗнче пурӑннӑ.
13
Миха каланӑ вара: халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мана ырӑлӑх парӗ, мӗншӗн тесессӗн ман патӑмра священникра левит тӑрать, тенӗ.
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 18 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21