bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 8
Judges 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 9 →
1
Ефрем ывӑлӗсем Гедеона ӳпкеленӗ: мадиансемпе ҫапӑҫма кайнӑ чухне мӗншӗн пире чӗнмерӗн? тенӗ. Вӗсем унпа вӑйлӑ хирӗҫнӗ.
2
[Гедеон] вӗсене каланӑ: ара, эсир халь мӗн тунине тӑвайрӑм-и эпӗ? Ефрем юлашки иҫӗм ҫырлине татсах пӗтӗм пахчана татнӑ Авиезертан телейлӗрех пулмарӗ-и?
3
Турӑ мадиансен ҫулпуҫӗсене Оривпа Зива сирӗн аллӑра пачӗ, ара, эпӗ сирӗн пек тӑвайрӑм-и? тенӗ. Гедеон ҫапла каласан, ӑна ӳпкелекенсен кӑмӑлӗ ҫырлахса лӑпланнӑ.
4
Гедеон Иордан хӗррине аннӑ, хӑй те, хӑйпе пӗрле пынӑ виҫҫӗр ҫын та тепӗр енне каҫнӑ. Тӑшмансене хӑваласа вӗсем ӗшенсе [тата выҫса] ҫитнӗ пулнӑ.
5
Вӑл Сокхоф ҫыннисене каланӑ: ман хыҫран пыракан халӑха ҫӑкӑр парсамӑр; вӗсем халтан кайнӑ, эпӗ Зевейпе Салмана, мадиансен патшисене, малалла хӑвалатӑп, тенӗ.
6
Сокхоф пуҫлӑхӗсем каланӑ: ара, Зевейпе Салман сан аллуна лекнӗ те-им, мӗншӗн пирӗн сан ҫарна ҫӑкӑр памалла? тенӗ.
7
Гедеон каланӑ вӗсене: ҫакӑншӑн, Зевейпе Салмана Ҫӳлхуҫа ман аллӑма парсассӑн, эпӗ сирӗн ҫан-ҫурӑмӑра пушхир кӳкенӗпе тата шӑллӑ тӑпачӑпа тӑпӑлтарӑп, тенӗ.
8
Унтан вӑл Пенуэл хулине ҫитнӗ, унта пурӑнакансене те ҫавнах каланӑ, Пенуэл халӑхӗ те ӑна Сокхоф ҫыннисем хуравланӑ пекех хуравланӑ.
9
Вӑл Пенуэл ҫыннисене каланӑ: ҫапӑҫу хыҫҫӑн таврӑнсан, ҫак пашнене тӗппипе аркатӑп, тенӗ.
10
Зевейпе Салман ӗнтӗ Каркор теекен вырӑна тарнӑ, вӗсемпе пӗрле пӗр вунпилӗк пинлӗ ҫар, тухӑҫ ҫыннисен ҫарӗнчен чӗрӗ юлнисем, пулнӑ; хӗҫне кӑларнӑ ҫынсенчен ҫавӑн чухне ҫӗр ҫирӗм пин ҫын пӗтнӗ.
11
Гедеон кайран Новӑпа Иогбега хулисенчен тухӑҫ енче, чатӑрсенче пурӑнакансем патне ҫитнӗ те вӗсен пӗр шухӑшсӑр тӑракан тапӑрне аркатса тӑкнӑ.
12
Зевейпе Салман малалла тарнӑ; Гедеон вӗсене хыҫран хӑваласа кайнӑ та мадиансен патшисене, Зевейпе Салмана, иккӗшне те ярса тытнӑ, ҫапла пӗтӗм тапӑра шуйхатса ӳкернӗ.
13
Гедеон, Иоас ывӑлӗ, вӑрҫӑран вара Херес сӑртлӑхне ҫитсен таврӑннӑ.
14
Вӑл пӗр Сокхоф ачине тытнӑ та унран Сокхоф пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннисем ҫинчен ыйтса пӗлнӗ; ача ҫитмӗл ҫичӗ ҫын ятне ҫырса панӑ.
15
Вара Гедеон Сокхоф хулине пынӑ та каланӑ унти халӑха: акӑ Зевейпе Салман, вӗсене пула манран кулманччӗ-и эсир, «ара, Зевейпе Салман сан аллуна лекнӗ те-им, мӗншӗн пирӗн сан ӗшеннӗ ҫыннусене ҫӑкӑр памалла» теменччӗ-и? тенӗ.
16
Вӑл ӗнтӗ хулан аслӑ ҫыннисене пухнӑ та, пушхир кӳкенӗпе шӑллӑ тӑпачӑ илсе, Сокхоф ҫыннисене ҫавӑнпа асап кӑтартнӑ;
17
Пенуэл пашнине те ишсе антарнӑ, хула ҫыннисене вӗлерсе тухнӑ.
18
Зевейпе Салмана каланӑ: эсир Фавор тӑвӗ ҫинче вӗлернӗ ҫынсем мӗнлерехчӗ? тенӗ. Лешӗсем каланӑ: вӗсем сан евӗрлӗччӗ, кашнийӗ патша ывӑлӗ пекехчӗ, тенӗ.
19
[Гедеон] каланӑ: манӑн тӑванӑмсем, аннемӗн ывӑлӗсем пулнӑ вӗсем. Ҫӳлхуҫа курать! эсир вӗсене чӗрӗ хӑварнӑ пулсассӑн, эпӗ сире вӗлермен пулӑттӑм, тенӗ.
20
Вара вӑл хӑйӗн малтанхи ывӑлне Иефера каланӑ: тӑр, вӗлер вӗсене, тенӗ. Анчах та яш ачи ҫамрӑк пулнӑ-ха, хӗҫне кӑларма хӑранӑ.
21
Зевейпе Салман каланӑ: тӑр та ху вӗлер пире, мӗншӗн тесессӗн ҫынна кура вӑйӗ, тенӗ. Гедеон тӑнӑ та Зевейпе Салмана вӗлернӗ, унтан вӗсен тӗвисен мӑйӗнчен ҫакса янӑ тӑхисене салтса илнӗ.
22
Израиль халӑхӗ Гедеона каланӑ: эсӗ пире мадиансен аллинчен хӑтартӑн, ҫавӑнпа пирӗн пуҫ пул, ывӑлу та, ывӑлун ывӑлӗ те пире тытса тӑччӑр, тенӗ.
23
Гедеон вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗн пуҫ пулаймӑп, ман ывӑлӑм та пуҫ пулаймӗ; сире Ҫӳлхуҫа тытса тӑтӑр, тенӗ.
24
Гедеон вӗсене тата ҫапла каланӑ: эпӗ сирӗнтен пӗр япала ҫеҫ ыйтатӑп, хӑвӑр тупӑшӑртан мана кашнийӗ пӗрер хӑлха алки патӑр, тенӗ. [Тӑшмансен ку япала нумай пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем, Измаил ывӑлӗсем, хӑлха алкипе ҫӳренӗ.]
25
Халӑх: паратпӑр, тенӗ. Вара тумтир сарса хунӑ та кашнийӗ ҫавӑнта хӑй тупӑшӗнчен пӗрер хӑлха алки пӑрахса панӑ.
26
Гедеон ыйтса илнӗ ылтӑн алкасем пин те ҫичҫӗр ылтӑн [сикль] тайнӑ, унсӑр пуҫне тата темӗн чухлӗ тӑха, тӳме, мадиансен патшисенчен хывса илнӗ хӗрхӗлтӗм тум тата тӗвесен мӑйӗнчен салтса илнӗ ылтӑн вӑчӑра пуҫтарӑннӑ.
27
Ҫакӑнтан Гедеон ефод тунӑ, ӑна вӑл хӑй хулинче, Офрӑра, упранӑ, Израиль халӑхӗ ӗнтӗ ҫавӑнта пуҫҫапма ҫӳре пуҫланӑ, Гедеонпа унӑн пӗтӗм килӗшӗн вӑл серепе пулнӑ.
28
Ҫапла вара мадиансем Израиль ывӑлӗсене парӑннӑ та урӑх пуҫ ҫӗклемен, Гедеон вӑхӑтӗнче ҫӗр ҫинче хӗрӗх ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ.
29
Ӗнтӗ Иероваал, Иоас ывӑлӗ, килне таврӑннӑ, хӑйӗн килӗнче пурӑннӑ.
30
Гедеонӑн ҫитмӗл ывӑл пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн ун арӑм нумай пулнӑ.
31
Унӑн ҫум-арӑм та пулнӑ, вӑл Сихем хулинче пурӑннӑ, ҫавӑ ӑна ывӑл ҫуратса панӑ, Гедеон ӑна Авимелех ятлӑ хунӑ.
32
Гедеон, Иоас ывӑлӗ, ватта ҫитсе вилнӗ, ӑна Авиезер ӑрӑвӗн хулинче Офрӑра ашшӗ тупӑклӑхне пытарнӑ.
33
Гедеон вилсен Израиль ывӑлӗсем каллех Ваалсем хыҫҫӑн асса ҫӳреме пуҫланӑ, вӗсем Ваалверифа хӑйсен турри вырӑнне хунӑ;
34
Израиль ывӑлӗсем хӑйсене йӗри-тавраллах хупӑрласа тӑнӑ пур тӑшман аллинчен те хӑтарса тӑнӑ хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине аса та илмен;
35
вӗсем Израиле нумай ырӑ тунӑ Иероваал, е Гедеон, килне те хисеплеме пӗлмен.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21