bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 13
Judges 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 14 →
1
Израиль ывӑлӗсем ҫав-ҫавах Ҫӳлхуҫа умӗнче усал тума пӑрахман, Ҫӳлхуҫа вара вӗсене хӗрӗх ҫула филистимсен аллине панӑ.
2
Ҫав вӑхӑтра Цора хулинче Маной ятлӑ ҫын пурӑннӑ; вӑл Дан йӑхӗнчен тухнӑ; ун арӑмӗ хӗсӗр пулнӑ, ача ҫуратман.
3
Ҫав арӑма Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ, каланӑ ӑна: акӑ эсӗ хӗсӗр, ача ҫуратмастӑн; анчах эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн;
4
эппин, асӑрхан — эрех те, ҫиккер те ан ӗҫ, таса мар апат ан ҫи;
5
акӑ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн, ун пуҫне ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав ача мӗн ҫуралнӑранпах Турӑ назорейӗ пулӗ, вӑл Израиль халӑхне филистимсен аллинчен ҫӑлма пикенӗ, тенӗ.
6
Арӑм ӗнтӗ упӑшкине пырса каланӑ: ман патӑма Турӑ ҫынни килсе кайрӗ, пӑхма хӑй Турӑ Ангелӗ евӗрлӗ, питех те сумлӑ курӑнать; эпӗ унран ӑҫтан килнине ыйтмарӑм, вӑл та мана хӑй ятне каламарӗ, тенӗ;
7
вӑл мана ҫапла каларӗ: «Акӑ эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн; эппин, эрех те, ҫиккер те ан ӗҫ, таса мар апат ан ҫи, мӗншӗн тесессӗн вӑл мӗн ҫуралса мӗн виличченех Турӑ назорейӗ пулӗ» терӗ.
8
Маной Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! Эсӗ янӑ Турӑ ҫынни пирӗн пата тепре килинччӗ, пире ҫуралас ачана мӗнле пӑхмаллине вӗрентинччӗ, тенӗ.
9
Турӑ Маной сассине илтнӗ, ун арӑмӗ патне каллех Турӑ Ангелӗ пынӑ, ун чухне арӑм хирте пулнӑ, Маной, упӑшки, унпа пӗрле пулман.
10
Арӑмӗ тӳрех упӑшки патне чупнӑ, хыпар пӗлтерсе ӑна: ман патӑма каллех пӗркун килнӗ ҫын ҫитрӗ, тенӗ.
11
Маной хӑйӗн арӑмӗпе пӗрле ҫав ҫын патне пынӑ та каланӑ: ҫак хӗрарӑмпа калаҫнӑ ҫын эсӗ пулатӑн-и? тенӗ. [Ангел] каланӑ: эпӗ пулатӑп, тенӗ.
12
Маной каланӑ: апла ӗнтӗ, эсӗ каланӑ сӑмах тӳрре килсен, пирӗн ҫав ачапа мӗнле пулмалла, ӑна мӗнле пӑхмалла? тенӗ.
13
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Маноя каланӑ: эпӗ арӑмна мӗнрен сыхланма каланӑ, вӑл та ҫавӑнтанах сыхлантӑр;
14
вӑл иҫӗм йывӑҫҫи паракан нимӗнле ҫимӗҫе те ан ҫитӗр; эрех те, ҫиккер те ан ӗҫтӗр, нимӗнле таса мар апат та ан ҫитӗр, эпӗ унӑн амӑшне мӗн хушрӑм, пурне те ҫавӑн пек тутӑр, тенӗ.
15
Маной Ҫӳлхуҫа Ангелне каланӑ: эпир сан валли качака путекки хатӗрлӗпӗр, хӑвна ҫавӑнччен тытса тӑма ирӗк парсамччӗ, тенӗ.
16
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ каланӑ: эсӗ мана тытса тӑрас пулсан та, эпӗ сан ҫӑкӑрна ҫиес ҫук; Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрес тетӗн пулсан, парне кӳр, тенӗ. Маной вӑл Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пулнине пӗлмен.
17
Маной Ҫӳлхуҫа Ангелне каланӑ: мӗн ятлӑ эсӗ? сӑмаху тӳрре килсен, пирӗн кама мухтамаллине пӗлесчӗ, тенӗ.
18
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ каланӑ ӑна: эсӗ мӗн ман ятӑм ҫинчен ыйтатӑн? тӗлӗнмелле ят вӑл, тенӗ.
19
Маной вара качака путеккипе ҫӑкӑр парни илнӗ те чул ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ. Ҫӳлхуҫа ҫавӑн чухне хӑват кӑтартнӑ, ӑна Манойпа ун арӑмӗ курнӑ.
20
Парне кӳрекен вырӑнтан тӳпенелле ҫулӑм хӑпара пуҫласан, ҫав ҫулӑм ӑшӗнче Ҫӳлхуҫа Ангелӗ хӑпарса кайнӑ. Ҫакна курсан, Манойпа ун арӑмӗ ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
21
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Манойпа ун арӑмне курӑнми пулнӑ. Маной вара ку Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пулнине ӑнкарса илнӗ.
22
Маной хӑйӗн арӑмне каланӑ: эпир Турра куртӑмӑр, ӗнтӗ вилетпӗр пулӗ, тенӗ.
23
Арӑмӗ ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа пире вӗлерес тенӗ пулсан, пирӗн аллӑмӑртан Вӑл пӗтӗмӗшпе ҫунтарса панӑ парне те, тырӑ парни те йышӑнмастчӗ, пире ҫакна та кӑтартмастчӗ, пире нимӗн те пӗлтерес ҫукчӗ, тенӗ.
24
Арӑм ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Самсон ятлӑ хунӑ. Ача ӳснӗ, ӑна Ҫӳлхуҫа пиллесе тӑнӑ.
25
Ун ҫинчи Турӑ Сывлӑшӗ Дан ывӑлӗсен тапӑрӗнче, Цорӑпа Естаол хушшинче, палӑрма пуҫланӑ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21