bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 18
Judges 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 19 →
1
Ҫав вӑхӑтра Израиль халӑхӗн патша пулман; ҫав вӑхӑтра Дан йӑхӗ вырӑнаҫса ҫитме пайлӑх ҫӗр шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн Израиль йӑхӗсем хушшинче ун валли ҫаплах-ха тулли пай пулман.
2
Дан ывӑлӗсем Цора хулипе Естаол хулинчен хӑйсен йӑхӗнчи пилӗк вӑйпитти ҫыннине ҫӗр пӑхса килме янӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та курса-пӗлсе килӗр, тенӗ. Вара вӗсем Ефрем тӑвӗ ҫинче ларакан Миха ҫурчӗ патне ҫитсе тухнӑ, унта ҫӗр каҫнӑ.
3
Миха килӗнче пулнӑ чухне вӗсем ҫамрӑк левита сассинчен палласа илнӗ те ун патне кӗнӗ, ыйтнӑ унран: сана кунта кам илсе килнӗ? эсӗ кунта мӗн тӑватӑн, эсӗ мӗншӗн кунта? тенӗ.
4
Левит вӗсене каланӑ: Миха ман валли ҫавна-ҫавна турӗ, мана тара илчӗ, ҫапла эпӗ ун патӗнче священник ӗҫне туса тӑратӑп, тенӗ.
5
Вӗсем ӑна каланӑ: Турӑран ыйт-ха, хамӑр каякан ҫулӑмӑр ӑнӑҫлӑ пулӗ-ши, пирӗн ҫавна пӗлесчӗ, тенӗ.
6
Священник каланӑ вӗсене: пӗр пӑшӑрханмасӑр кайӑр; эсир каяс ҫула Ҫӳлхуҫа уҫса пырӗ, тенӗ.
7
Вара леш пилӗк ҫын малалла кайнӑ, вӗсем Лаис хулине ҫитнӗ, унти халӑха курнӑ, вӑл, Сидон ҫыннисен йӑлипе, лӑпкӑ та ним шухӑшсӑр пурӑннӑ, ку ҫӗрте никам та никама кӳрентермен, пӑхӑнтарса тӑман: вӗсем Сидон хулинчен аякра пурӑннӑ, никампа та ҫыхӑну тытман.
8
[Ҫав пилӗк ҫын] тӑванӗсем патне Цорӑпа Естаол хулисене таврӑннӑ, тӑванӗсем вӗсене: мӗнле хыпар илсе килтӗр? тенӗ.
9
Вӗсем каланӑ: каяр та тапӑнар вӗсене; эпир питӗ паха ҫӗр куртӑмӑр; эсир вара шухӑша кайса тӑратӑр: ан тӑхтӑр, кайӑр та ҫав ҫӗре еткерлӗхе илӗр;
10
унта ҫитсен, эсир ним шухӑшсӑр пурӑнакан халӑх тӗлне пулӑр, ҫӗрӗ те вӑл анлӑ ҫӗр; Турӑ ӑна сирӗн аллӑра парать; унта пурте пур, пурте ҫителӗклӗ, тенӗ.
11
Вара Цорӑпа Естаол хулисенчен, Дан йӑхӗнчен, ултҫӗр ҫын вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланса тухса кайнӑ.
12
Вӗсем Кириаф-Иарим хулинче, Иудея ҫӗрӗнче, тапӑра чарӑнса тӑнӑ. Ҫавӑнпа ку вырӑна мӗн паян кунчченех Дан тапӑрӗ теҫҫӗ. Вӑл Кириаф-Иарим хыҫӗнче выртать.
13
Унтан вӗсем Ефрем тӑвӗ ҫине ҫул тытнӑ та Миха ҫурчӗ патне ҫитсе тухнӑ.
14
Лаис ҫӗрне пӑхма кайнӑ леш пилӗк ҫын хӑйсен тӑванӗсене каланӑ: пӗлетӗр-и, ҫакӑнти пӗр килте ефод, терафим, кӗлетке тата шӑратса тунӑ йӗрӗх пур; мӗн тумаллине шутлӑр эсир, тенӗ.
15
Вара вӗсем, Миха килне пырса, ҫамрӑк левит патне кӗнӗ, ӑна ырӑ суннӑ.
16
Дан ывӑлӗсем, вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланнӑ ултҫӗр ҫын, хапха патӗнче тӑнӑ.
17
Унччен ҫӗр пӑхма ҫӳренӗ пилӗк ҫын, шала кӗрсе, кӗлетке, ефод, терафим тата шӑратса тунӑ йӗрӗх илсе тухнӑ. Священник вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланнӑ леш ултҫӗр ҫынпа пӗрле хапха патӗнче тӑнӑ.
18
Миха ҫуртне кӗрсе кӗлеткене, ефодпа терафима тата шӑратса тунӑ йӗрӗхе илсен, священник вӗсене: мӗн тӑватӑр эсир? тенӗ.
19
Лешӗсем каланӑ ӑна: эсӗ ан шарла, шӑп пул та пирӗнпе пӗрле пыр, пирӗн атте, пирӗн священник пул; пӗр ҫын килӗнче священник пуличчен саншӑн Израиль йӑхӗнче е ӑрӑвӗнче священник пулни лайӑхрах мар-и? тенӗ.
20
Священник савӑнсах кайнӑ, вара ефодпа терафима, кӗлеткене [тата шӑратса тунӑ йӗрӗхе] илсе халӑхпа пӗрле кайнӑ.
21
Вӗсем каялла ҫаврӑннӑ, хӑйсем хыҫа тӑрса, ачисене, выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм япалине малтан янӑ.
22
Миха ҫурчӗ патӗнчен чылаях кайсассӑн, [Миха тата] унпа кӳршӗллӗ пурӑнакансем пӗрле пуҫтарӑнса Дан ывӑлӗсене хӑвалама пуҫланӑ,
23
хыҫран кӑшкӑрнӑ вӗсене. [Дан ывӑлӗсем] ҫаврӑнса пӑхнӑ та Михана каланӑ: сана мӗн кирлӗ, эсӗ мӗншӗн ҫапла кӑшкӑратӑн? тенӗ.
24
[Миха] каланӑ: эсир эпӗ тунӑ турӑсене тата священника илсе каятӑр; кунтан ытларах тата мӗн тӑвайӑн? эсир мӗнле ҫапла «сана мӗн кирлӗ?» теме пултараятӑр? тенӗ.
25
Дан ывӑлӗсем каланӑ ӑна: шӑплан, санӑн сассуна урӑх илтер мар эпир; асту, пирӗнтен хӑшӗ-хӑшӗ ҫилленсе кайса тапӑнӗ те сире, эсӗ хӑвна та, хӑвӑн кил-йышна та пӗтерӗн, тенӗ.
26
Дан ывӑлӗсем вара хӑйсен ҫулӗпе кайнӑ; Миха, ку ҫынсем хӑйӗнчен вӑйлӑраххине кура, каялла килне таврӑннӑ.
27
[Дан ывӑлӗсем,] Миха тунӑ япаласене тата ун патӗнче ӗҫлесе тӑнӑ священника илсе, Лаис хулине ҫитнӗ, унти лӑпкӑ та ним шухӑшсӑр пурӑнакан халӑха тапӑнса ӑна хӗҫпе пӗтернӗ, хулине вутпа ҫунтарса янӑ.
28
Вӑл хулана никам та пулӑшайман, мӗншӗн тесессӗн вӑл Сидонран аякра ларнӑ, никампа та ҫыхӑну тытман. [Ҫав хула] айлӑмра, Беф-Рехов ҫывӑхӗнче, ларнӑ. Дан ывӑлӗсем вара ҫӗнӗрен хула лартнӑ, унта пурӑнма тытӑннӑ,
29
хулине хӑйсен ашшӗ ячӗпе, Израиль ывӑлӗ Дан ячӗпе, Дан тесе ят панӑ; ӗлӗк ҫав хула Лаис ятлӑ пулнӑ.
30
Дан ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑйсем патӗнче кӗлетке лартнӑ; Ионафан вара — Манассия ывӑлӗн Гирсонӑн ывӑлӗ — тата унӑн ывӑлӗсем Дан йӑхӗнче ҫак вырӑнти халӑх урӑх ҫӗре куҫса кайичченех священниксем пулнӑ;
31
Турӑ ҫурчӗ Силом хулинче ларнӑ вӑхӑтра вӗсем Миха тунӑ кӗлеткене пуҫҫапса пурӑннӑ.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21