bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 11
Judges 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 12 →
1
Галаад ҫынни Иеффай питӗ паттӑр пулнӑ. Вӑл аскӑн хӗрарӑм ывӑлӗ пулнӑ; ун ашшӗ Галаад пулнӑ.
2
Галаад арӑмӗ темиҫе ывӑл ҫуратса панӑ. Ҫитӗнсе ҫитсен, ҫав ывӑлсем Иеффая хӑваласа янӑ, каланӑ ӑна: эсӗ урӑх хӗрарӑм ывӑлӗ, ҫавӑнпа эсӗ пирӗн аттемӗр килӗнче еткерлӗх пая кӗрес ҫын мар, тенӗ.
3
Иеффай вара, хӑйӗн тӑванӗсенчен тарса, Тов ҫӗрӗнче пурӑннӑ; ун тавра ӗнтӗ ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекенсем пуҫтарӑннӑ, вӗсем унпа пӗрле тухса хурах пусса ҫӳренӗ.
4
Кӑштахран аммонсем Израиле хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ.
5
Аммонсемпе Израиль хушшинче вӑрҫӑ пынӑ вӑхӑтра Галаадӑн аслӑ ҫыннисем Тов ҫӗрне Иеффая чӗнме пынӑ,
6
вӗсем Иеффая ҫапла каланӑ: таврӑн, пирӗн ҫулпуҫ пул, аммонсемпе ҫапӑҫар, тенӗ.
7
Иеффай Галаадӑн аслӑ ҫыннисене каланӑ: мана курайманнисем эсир марччӗ-и-ха, аттемӗн килӗнчен хӑваласа яракансем эсир марччӗ-и? инкеке лексен, халь ман патӑма килтӗр-и? тенӗ.
8
Галаадӑн аслӑ ҫыннисем Иеффая каланӑ: эпир сана хамӑрпа пӗрле пыма, Аммон ывӑлӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма чӗнетпӗр, эпир сана пӗтӗм Галаад халӑхӗн пуҫлӑхӗ пулма ыйтатпӑр, тенӗ.
9
Галаадӑн аслӑ ҫыннисене Иеффай каланӑ: эсир мана каялла таврӑнса аммонсемпе ҫапӑҫма ӳкӗте кӗртсен, Ҫӳлхуҫа вӗсене ман аллӑма парсан, эпӗ сирӗн патӑрта пуҫлӑхра юлӑп-и? тенӗ.
10
Галаадӑн аслӑ ҫыннисем Иеффая каланӑ: пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа кӳнтелен пултӑр, эпир эсӗ каланӑ пек тӑвӑпӑр! тенӗ.
11
Иеффай вара Галаадӑн аслӑ ҫыннисемпе пӗрле кайнӑ, халӑх ӑна хӑйӗн пуҫлӑхӗ, хӑйӗн ҫулпуҫӗ тунӑ, Иеффай Массифа хулинче Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑй калассине пӗтӗмпех каланӑ.
12
Аммонсен патши патне Иеффай элчӗсем янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: санӑн манпа мӗн ӗҫ пур, эсӗ мӗншӗн ман ҫӗрӗм ҫине ҫапӑҫма килтӗн?
13
Аммонсен патши Иеффай элчисене каланӑ: Египетран килнӗ чухне Израиль ман ҫӗрӗме Арнон шывӗнчен пуҫласа Иавокпа Иордан шывӗсем таран туртса илчӗ; ҫавна ху ирӗкӳпе тавӑрса пар мана, [вара каялла кайӑп,] тенӗ.
14
[Элчӗсем Иеффай патне таврӑннӑ.] Аммон патши патне Иеффай каллех элчӗсем янӑ,
15
ӑна ҫапла калама хушнӑ: Иеффай акӑ мӗнле калать: Израиль Моав ҫӗрне те, Аммон ҫӗрне те илмен;
16
Египетран тухсан, Израиль пушхир урлӑ Хӗрлӗ тинӗс еннелле кайнӑ, Кадеса ҫитнӗ;
17
Израиль ҫавӑнтан Эдом патши патне элчӗсем янӑ, каланӑ ӑна: «Мана хӑвӑн ҫӗрӳпе иртме ирӗк парсамччӗ» тенӗ; анчах Эдом патши ӳкӗте кӗмен; Моав патши патне те элчӗсем янӑ вӑл, анчах ку та хирӗҫ пулнӑ; ҫавӑнпа Израиль Кадесрах юлнӑ.
18
Вара халӑх пушхирпе кайнӑ, Эдом ҫӗрӗпе Моав ҫӗрӗнчен иртсе моавсен тухӑҫ енчи чиккине ҫитнӗ, Арнон леш енче чарӑнса тӑнӑ; анчах Моав ҫӗрне кӗмен, мӗншӗн тесессӗн Арнон шывӗ Моав чикки пулать.
19
Унтан Израиль Сигон патне — аморрейсен патшипе Есевон патши патне — элчӗсем янӑ, Израиль ӑна ҫапла каланӑ: пире хамӑр вырӑна хӑвӑн ҫӗрӳпе иртме ирӗк парсамччӗ, тенӗ.
20
Анчах Сигон Израиль халӑхне хӑй ҫӗрӗ урлӑ каҫма ирӗк паман, вӑл, хӑйӗн пӗтӗм халӑхне пухса, Иааца хулинче тапӑрпа ларнӑ та Израильпе тытӑҫса ӳкнӗ.
21
Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Сигонпа унӑн пӗтӗм халӑхне Израиль аллине панӑ, вӑл вара вӗсене тӗппипе ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Израиль ӗнтӗ ҫак вырӑнта пурӑннӑ аморрейсен пӗтӗм ҫӗрне еткерлӗхе илнӗ;
22
вӗсем аморрейсен пӗтӗм ҫӗрне — Арнонтан пуҫласа Иавок таран, пушхиртен пуҫласа Иордан таран — еткерлӗхе илнӗ.
23
Ҫапла вара Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, аморрейсене Хӑйӗн Израиль халӑхӗ умӗнчен хӑваласа янӑ, эсӗ вара ун еткерне туртса илесшӗн-и?
24
Эсӗ Хамос, хӑвӑн турру, мӗн панипе хуҫа пулса пурӑнмастӑн-и? Эпир те хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр панӑ еткерлӗхпе хуҫа пулса пурӑнатпӑр.
25
Ара, эсӗ Валакран — Сепфор ывӑлӗнчен, Моав патшинчен — аванрах-им? Вӑл Израильпе хирӗҫнӗ-и е унпа ҫапӑҫнӑ-и?
26
Израиль ӗнтӗ виҫҫӗр ҫул Есевонра тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Ароерта тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Арнон ҫывӑхӗнчи пӗтӗм хулара пурӑнать; ара, эсир [вӗсене] мӗншӗн малтанах туртса илмен?
27
Сан умӑнта айӑпӑм ҫук манӑн, эсӗ вара, мана хирӗҫ вӑрҫӑпа тухса, ман тӗлӗшрен усал ӗҫ тӑватӑн. Ҫӳлхуҫа Тӳре паян Израиль ывӑлӗсемпе аммонсем хушшинче тӳре пултӑр! тесе калӑр, тенӗ элчисене Иеффай.
28
Анчах та аммонсен патши элчӗсем пӗлтернӗ Иеффай сӑмахне тӑна илмен.
29
Иеффай ҫинче Турӑ Сывлӑшӗ пулнӑ, вӑл Галаад ҫӗрӗпе тата Манассия ҫӗрӗпе иртсе Галаад ҫӗрӗнчи Массифа хули патне ҫитнӗ, Галаад ҫӗрӗнчи Массифӑран аммонсене хирӗҫ тухнӑ.
30
Иеффай ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана сӑмах парса хунӑ: Эсӗ аммонсене ман аллӑма парсассӑн,
31
эпӗ аммонсене ҫӗнтерсе таврӑнсассӑн, тӑван килӗм хапхинчен мана хирӗҫ мӗн тухӗ, ҫавӑ Ҫӳлхуҫана пулӗ, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗп, тенӗ.
32
Иеффай вара аммонсемпе ҫапӑҫма тухнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене ун аллине панӑ;
33
вӗсене питӗ вӑйлӑ аркатса тӑкнӑ, Ароер патӗнчен пуҫласа Миниф патне ҫитиччен ҫирӗм хула туртса илнӗ, Авель-Керамим таранах ярса илнӗ, вара Аммон халӑхӗ Израиль ывӑлӗсене парӑннӑ.
34
Иеффай ӗнтӗ килне, Массифа хулине, таврӑннӑ, акӑ ӑна хирӗҫ хӗрӗ тӳнкӗр ҫапса, хавассӑн юрласа тухать: вӑл унӑн пӗртен-пӗр ачи пулнӑ, унӑн урӑх ывӑл та, хӗр те пулман.
35
Ҫакна курсассӑн, ашшӗ ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та каланӑ: ах, хӗрӗм, хӗрӗм! эсӗ мана ҫапсах хуҫрӑн; эсӗ те ман канӑҫлӑхӑма пӗтерекенсен шутӗнче-ҫке! эпӗ [сан ҫинчен] Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнтӑм, ӗнтӗ ӑна каялла тӑваймӑп, тенӗ.
36
Хӗрӗ ӑна каланӑ: аттемҫӗм! эсӗ мана Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче асӑннӑ — Ҫӳлхуҫа тӑшманусене, аммонсене, сан урлӑ тавӑрнӑ чухне мӗн тума пултӑн, ӗнтӗ ҫавна ту, тенӗ.
37
Ашшӗне вӑл татах каланӑ: маншӑн эсӗ ҫакна анчах ту: икӗ уйӑхлӑха яр мана; эпӗ хӗр-тусӑмсемпе пӗрле ту ҫине кайӑп та унта хамӑн хӗрлӗхшӗн хурланса йӗрӗп, тенӗ.
38
Ашшӗ ӗнтӗ: каях, тенӗ. Вара хӗрне икӗ уйӑхлӑха килтен янӑ. Хӗрӗ, хӑйӗн хӗр-тусӗсемпе пӗрле ту ҫине кайса, хӑйӗн хӗрлӗхӗшӗн хурланса йӗнӗ.
39
Икӗ уйӑхран вӑл ашшӗ патне таврӑннӑ, лешӗ вара хӑй мӗн асӑнса хунине тунӑ, ҫапла унӑн хӗрӗ арҫынпа ҫывӑхланса курман. Ҫакӑ Израиль йӑлине кӗрсе юлнӑ:
40
Израиль хӗрӗсем кашни ҫулах ту ҫине кайса тӑватӑ кун хушши Галаад ҫыннин Иеффайӑн хӗрӗшӗн хӳхленӗ.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21