bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Judges 16
Judges 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 17 →
1
Пӗррехинче Самсон Газа хулине пынӑ та унта пӗр аскӑн хӗрарӑма курса ун патне ҫӗр каҫма кӗнӗ.
2
Хула ҫыннисене каланӑ: кунта Самсон килнӗ, тенӗ. Вӗсем ҫурт тавра ҫӳренӗ, ӑна ҫӗрӗпе хула хапхи патӗнче сыхласа тӑнӑ, ӑна ҫӗрӗпе пытанса кӗтнӗ, «ҫутӑличчен тӑхтатпӑр та — вӗлеретпӗр» тенӗ.
3
Самсон ҫур ҫӗрччен ҫывӑрнӑ; ҫӗр варринче тӑрса хула хапхин алӑкне икӗ янахӗнчен ҫатӑрласа илнӗ те сӑлӑпӗ-мӗнӗпех ҫӗклесе хулпуҫҫийӗ ҫине ҫавӑрса хунӑ, ӑна Хеврон еннелле каякан ҫул ҫинче ларакан ту тӑррине йӑтса кайнӑ, [ҫавӑнта пӑрахса хӑварнӑ].
4
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл Сорек айлӑмӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑма юратса пӑрахнӑ; вӑл Далида ятлӑ пулнӑ.
5
Ҫав хӗрарӑм патне Филисти хуҫисем пынӑ та каланӑ: Самсона ӳкӗте кӗрт-ха, шахвӑртса пӗл-ха — унӑн ҫав тӗрлӗ пысӑк вӑйӗ мӗнрен килет-ши, ӑна ҫыхса пӑрахас, парӑнтарас тесен пирӗн мӗн тумалла-ши; эпир сана ҫавӑншӑн кашнийӗ пин те ҫӗр сикль кӗмӗл парӑпӑр, тенӗ.
6
Далида вара Самсона каланӑ: ҫав тӗрлӗ пысӑк вӑйу сан мӗнрен килет, парӑнтарас тесен, сана мӗнпе ҫыхмалла? тенӗ.
7
Самсон ӑна каланӑ: мана типмен ҫичӗ чӗрӗ вӗренпе ҫыхса пӑрахсан, эпӗ вӑйран каятӑп та ытти ҫынсем пекех пулатӑп, тенӗ.
8
Филисти хуҫисем вара Далидӑна типмен ҫичӗ чӗрӗ вӗрен пырса панӑ, вӑл Самсона ҫавӑнпа ҫыхса хунӑ.
9
[Ҫав хушӑра пӗр ҫынни унӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмне пытанса ларнӑ.] Далида каланӑ: Самсон! Филистимсем сана тытма килеҫҫӗ, тенӗ. Самсон хӑйне ҫыхнӑ пӑявсене ӗннӗ чӳпӗк ҫиппине татнӑ пек татса пӑрахнӑ. Ун вӑйӗн туппине тупайман.
10
Далида Самсона каланӑ: акӑ эсӗ мана улталарӑн, суеҫтертӗн; каласамччӗ халь, мӗнпе ҫыхмалла сана? тенӗ.
11
Самсон ӑна каланӑ: халиччен тытман ҫӗнӗ пӑявсемпе ҫыхсан, эпӗ вӑйран каятӑп та ытти ҫынсем пекех пулатӑп, тенӗ.
12
Далида вӗр-ҫӗнӗ пӑявсем илсе Самсона ҫыхса хунӑ та каланӑ: Самсон! Филистимсем сана тытма килеҫҫӗ, тенӗ. [Ҫав вӑхӑтра пӗри ҫывӑрмалли пӳлӗмре пытанса ларнӑ.] Самсон ҫав пӑявсене ҫип пек татса ывӑтнӑ.
13
Далида Самсона каланӑ: эсӗ мана улталатӑн та улталатӑн, суеҫтеретӗн; кала-ха мана, мӗнпе ҫыхмалла сана? тенӗ. Самсон ӑна каланӑ: пир тӗртнӗ чухне манӑн ҫичӗ ҫӳҫ пайӑркине ураҫҫине кӗртсе ярсан, кайран пире пӑтапа пир вырӑнӗ ҫумне ҫапса лартсан [эпӗ вӑйран каятӑп та ытти ҫынсем пекех пулатӑп], тенӗ.
14
[Далида ӑна хӑй чӗрҫийӗ ҫинче ҫывӑратса янӑ, Самсон ҫывӑрса кайсан, вӑл унӑн ҫичӗ ҫӳҫ пайӑркине илнӗ те] вӗсене пир вырӑнӗ ҫумне ҫапса лартнӑ, вара каланӑ ӑна: Самсон, филистимсем сана тытма килеҫҫӗ! тенӗ. Лешӗ ыйхӑран вӑраннӑ та пир вырӑнне пирӗ-мӗнӗпех тӑпӑлтарса кӑларнӑ; [ун вӑйӗн туппине тупайман].
15
[Далида] ӑна каланӑ: мӗнле-ха капла? ху «сана юрататӑп» тетӗн, анчах сан чӗрӳ манпа мар, акӑ ӗнтӗ эсӗ мана виҫӗ хутчен улталарӑн, ҫав тӗрлӗ пысӑк вӑю мӗнтен килнине каламарӑн, тенӗ.
16
Ҫапла вӑл Самсона канӑҫ паман, кашни кун ӳпкеленӗ, йӳтетнӗ, ҫакӑ Самсон чунне вилесле пусса ҫитернӗ.
17
Вӑл вара Далидӑна хӑйӗн пӗтӗм чӗрине уҫса парса каланӑ: ман пуҫӑма ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ тӗкӗнсе курман, эпӗ мӗн аннерен ҫуралнӑранпах Турӑ назорейӗ; ҫӳҫӗме кассан, ман вӑйӑм сӳнет; ун чухне эпӗ вӑйран каятӑп та ытти ҫынсем пекех пулатӑп, тенӗ.
18
Самсон хӑйӗн пӗтӗм чӗрине уҫса панине курсан, Далида Филисти хуҫисене чӗнме янӑ, вӗсене: халь ӗнтӗ килӗр; вӑл мана хӑйӗн пӗтӗм чӗрине уҫса пачӗ, тенӗ. Филисти хуҫисем ҫитнӗ вара, кӗмӗлӗ те аллисенчех пулнӑ.
19
[Далида] Самсона хӑй чӗрҫийӗ ҫинче ҫывӑратса янӑ, унтан пӗр ҫынна чӗнсе илнӗ те ӑна Самсонӑн ҫичӗ ҫӳҫ пайӑркине касса пӑрахма хушнӑ. Самсон вӑйсӑрланма пуҫланӑ, унтан пӗтӗм вӑйӗ пӗтсе ларнӑ.
20
Далида каланӑ: Самсон, филистимсем сана тытма килеҫҫӗ! тенӗ. Ыйхинчен вӑраннӑ та Самсон каланӑ: кайӑп та унчченхи пекех ҫӑлӑнӑп, тенӗ. Хӑйне Турӑ пӑрахса хӑварнине пӗлмен-ха вӑл.
21
Ӗнтӗ филистимсем ӑна ярса тытнӑ та куҫне чиксе шӑтарнӑ, кайран ӑна Газа хулине илсе пырса икӗ пӑхӑр сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ, Самсон вара тӗрме ҫыннисен ҫуртӗнче арман чулӗ ҫавӑрнӑ.
22
Ҫав хушӑра унӑн пуҫӗ ҫинче, каснӑ тӗлте, ҫӳҫӗ ӳсме тытӑннӑ.
23
Филистимсем Дагона, хӑйсен туррине, аслӑ чӳк тума, савӑнма-хӗпӗртеме пуҫтарӑннӑ, каланӑ вӗсем: туррӑмӑр Самсона, хамӑрӑн тӑшмана, пирӗн алла пачӗ, тенӗ.
24
Ӑна курсан, халӑх та хӑй туррине мухтанӑ: туррӑмӑр хамӑр тӑшмана — пирӗн ҫӗре аркатакана, пирӗн ҫынсене пӗтерекене — пирӗн аллӑмӑра пачӗ, тенӗ.
25
Чӗрисем хавасланса ҫитсен, каланӑ вӗсем: Самсона чӗнсе килӗр-ха [тӗрме ҫуртӗнчен], вӑл пире кулӑш кӑтарттӑр, тенӗ. Вара Самсона тӗрме ҫыннисен ҫуртӗнчен илсе килнӗ, вӗсем унран кулнӑ-мӑшкӑлланӑ, кайран икӗ юпа хушшине тӑратнӑ.
26
Самсон хӑйне ертсе ҫӳрекен ачана каланӑ: мана ҫывӑхарах илсе пыр-ха, эпӗ ҫурт юписене хыпашласа пӑхам, вӗсем ҫумне тӗршӗнем, тенӗ. [Ача ҫапла тунӑ та.]
27
Ҫуртӗнче халӑх лӑк-тулли пулнӑ — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ; Филисти хуҫисем те пурте ҫавӑнта пулнӑ, хӑйсене кулӑш кӑтартакан Самсона курма ҫурт тӑррине тата виҫӗ пине яхӑн ҫын — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ — хӑпарса тӑнӑ пулнӑ.
28
Самсон ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тархасласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! асна илсемччӗ мана, тепре анчах вӑй парсамччӗ мана, эй Турӑ! икӗ куҫӑмшӑн филистимсене пӗр ӑстрӑмпа тавӑрасчӗ манӑн.
29
Самсон вара ҫурта тытса тӑракан варринчи икӗ юпана, пӗрне — сылтӑм хулӗпе, тепӗрине сулахай хулӗпе хирсе, вырӑнтан хускатнӑ.
30
Самсон каланӑ: хам та филистимсемпе пӗрле пӗтем! тенӗ. Вара пӗтӗм вӑйран хирӗннӗ те, ҫурт хуҫасем ҫине, вӗсемпе пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх ҫине йӑтӑнса аннӑ. Хӑй вилнӗ чухне [Самсон] темӗн чухлӗ ҫынна вӗлернӗ, унччен вӑл пӗтӗм ӗмӗрӗ тӑршшӗнче те ҫакӑн чухлӗ ҫын пӗтермен.
31
Ӑна хӑйӗн тӑванӗсемпе ашшӗн пӗтӗм килӗ килсе илсе кайнӑ та Цорӑпа Естаол хушшинче Манойӑн, ашшӗн, тупӑклӑхне пытарнӑ. Самсон ҫирӗм ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ. [Самсон хыҫҫӑн Емегар, Енан ывӑлӗ, ҫӗкленнӗ, вӑл ют халӑх ҫыннисене ултҫӗр ҫын вӗлернӗ, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне те пӗтернӗ. Вӑл Израиле хӑтарнӑ.]
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21