bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 1
Luke 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 2 →
1
Ӗнтӗ нумайӑшӗ пирӗн хушшӑмӑрта пулса иртнӗ паллӑ ӗҫсем ҫинчен — Сӑмаха чӑн малтанах куҫа-куҫӑн курса Унӑн ӗҫне ӗҫлекенсем хамӑра мӗн каласа кӑтартнине — ҫыра пуҫларӗҫ,
3
ҫавӑнпа эпӗ те, хисеплӗ ҫыннӑм Феофил, ҫакна пуҫламӑшӗнченех пӗтӗмпе лайӑх тӗпчесе тухса, ун ҫинчен сана йӗркипе ҫырса пама шутларӑм:
4
хӑвна мӗн вӗрентни чӑннипе те тӗрӗс пулнине пӗлсе ҫиттӗр терӗм.
5
Иудея патши Ирод вӑхӑтӗнче Авий ӑрӑвӗн черетӗнче Захария ятлӑ пӗр священник пулнӑ; унӑн арӑмӗ Аарон ӑрӑвӗнчен тухнӑ, вӑл Елисавета ятлӑ пулнӑ.
6
Вӗсем иккӗшӗ те Турӑ умӗнче тӳрӗ ҫынсем пулнӑ: Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене пурне те тӗрӗс тытса пурӑннӑ.
7
Вӗсенӗн ача-пӑча пулман: Елисавета ача туман; вӗсем иккӗшӗ те ватӑлса ҫитнӗ.
8
Пӗррехинче, Захария хӑй черечӗ йӗркипе Турӑ умӗнче кӗлтунӑ чухне,
9
священниксен йӑлипе, Турӑ Ҫуртне кӗрсе тӗтӗрме ӑна шӑпа тухнӑ;
10
вӑл фимиам тӗтӗрнӗ вӑхӑтра тулашӗнче темӗн чухлӗ халӑх кӗлтуса тӑнӑ.
11
Ҫавӑн чухне ӑна тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнӗн сылтӑм енче Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ.
12
Ӑна курсассӑн Захария тӗлӗнсе хӑрасах кайнӑ.
13
Ангел ӑна каланӑ: ан хӑра, Захария: санӑн кӗллӳне илтнӗ, санӑн арӑму Елисавета сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Иоанн ятлӑ хурӑн;
14
санӑн савӑнса хӗпӗртемелле пулӗ; вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗ:
15
вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче аслӑ пулӗ; эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ, амӑшӗ варӗнчех Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланӗ;
16
Израиль ывӑлӗсене нумайӑшне хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫавӑрӗ;
17
вӑл Унӑн умӗн Илия хастарлӑхӗпе, хӑвачӗпе килӗ те халӑха Ҫӳлхуҫа умне тӑратма хатӗрлемешкӗн ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, ӳкӗте кӗменнисене тӳрӗ ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ тӑвӗ, тенӗ.
18
Захария Ангела каланӑ: эпӗ ҫакна мӗнрен ӑнласа илӗп-ши? эпӗ ӗнтӗ ватӑ, арӑмӑм та ватӑлса ҫитнӗ, тенӗ.
19
Ангел ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ — Турӑ умӗнче тӑракан Гавриил, мана санпа калаҫма, сана ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ;
20
ман сӑмахсене — вӑхӑчӗ ҫитсен вырӑна килес сӑмахсене — ӗненменшӗн акӑ эсӗ ҫав ӗҫ пулас кунччен чӗнейми, калаҫайми пулса пурӑнӑн, тенӗ.
21
Ҫав хушӑра халӑх Захарийӑна кӗтсе тӑнӑ, вӑл Турӑ Ҫуртӗнче вӑрах тӑнинчен тӗлӗннӗ.
22
Унтан тухсан вӑл халӑха нимӗн калама та пултарайман; ҫынсем вара ӑна Турӑ Ҫуртӗнче темӗскер курӑннине чухласа илнӗ; вӗсене вӑл аллисемпе кӑтарта-кӑтарта ӑнлантарма тӑрӑшнӑ; ҫапла вӑл чӗлхесӗр пулса тӑнӑ.
23
Кӗлтуса тӑмалли кунӗсем иртсессӗн, вӑл килне таврӑннӑ.
24
Ҫав кунсем хыҫҫӑн унӑн арӑмӗ, Елисавета, йывӑр ҫын пулнӑ; вӑл пилӗк уйӑх палӑртмасӑр пурӑннӑ; вӑл ҫапла каланӑ:
25
ҫын хурланине ман ҫийӗмрен сиресшӗн ҫак кунсенче Ҫӳлхуҫа ман ҫине хӗрхенсе пӑхса ҫапла турӗ, тенӗ.
26
Турӑ улттӑмӗш уйӑхра Гавриил ангела Галилейӑри Назарет ятлӑ хулана,
27
Давид ӑрӑвӗнчен ҫуралнӑ Иосиф ятлӑ ҫын валли ҫураҫнӑ Хӗр патне янӑ; Хӗр Мария ятлӑ пулнӑ.
28
Ангел Ун патне кӗрсен ҫапла каланӑ: эй тивлетлӗ Хӗр, савӑн! Санпала Турӑ, Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑ! тенӗ.
29
Ангела курсан, Вӑл ун сӑмахӗнчен тӗлӗнсе ҫапла ырӑ сунни мӗне пӗлтерет-ши? тесе шухӑшланӑ.
30
Ангел Ӑна каланӑ: ан хӑра, Мария: Эсӗ Турӑран тивлет илтӗн;
31
акӑ эсӗ йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӑн, Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн.
32
Вӑл аслӑ пулӗ, Ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ; Ҫӳлхуҫа Турӑ Ӑна Давидӑн, ашшӗнӗн, патша пуканне парӗ;
33
Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Иаков йӑхӗн Патши пулӗ, Унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ, тенӗ.
34
Мария ангела каланӑ: ку епле пулӗ? Эпӗ упӑшкама пӗлместӗп, тенӗ.
35
Ангел ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Сан ҫине Таса Сывлӑш анӗ, Сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ; ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫураласси те Таса, Ӑна Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ.
36
Акӑ ача тумасть теекен Елисавета тӑванун та ватӑлмалӑх кунӗнче ҫие ывӑл ача юлчӗ, вӑл йывӑр ҫын пулни улттӑмӗш уйӑх ӗнтӗ:
37
Туррӑн пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫланмасӑр юлмасть, тенӗ.
38
Вара Мария каланӑ: эпӗ — Турӑ чури; эсӗ каланӑ пек пултӑр Мана, тенӗ. Ангел вара Ун патӗнчен кайнӑ.
39
Ҫав кунсенче Мария ҫула пуҫтарӑннӑ та васкасах сӑртлӑ ҫӗре Иуда хулине тухса кайнӑ;
40
Захария ҫуртне кӗрсен вӑл Елисаветӑна сывлӑх суннӑ.
41
Елисавета хӑйне Мария сывлӑх суннине илтсессӗн унӑн варӗнчи ачи тӑпӑлтатса илнӗ; вара Елисавета, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса,
42
хытӑ сасӑпа каланӑ: Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑ! Санран Ҫураласси те мухтавлӑ!
43
Епле-ха ман патӑма Ҫӳлхуҫамӑн Амӑшӗ килчӗ?
44
Эсӗ хама сывлӑх суннине илтсенех варӑмри ачам савӑнса тӑпӑлтатса илчӗ.
45
Хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗн калани пурӑнӑҫланасса Ӗненекенскерӗ телейлӗ, тенӗ.
46
Вара Мария ҫапла каланӑ: Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫана аслӑлать;
47
Манӑн чун-чӗрем Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать:
48
Вӑл Хӑй чурин йӑвашлӑхне курчӗ; малашне ӗнтӗ Мана пур халӑхсем те мухтавлӗҫ;
49
Хӑватлӑскерӗ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ; Унӑн ячӗ сӑваплӑ;
50
Хӑйӗнчен хӑракансене Унӑн ырӑлӑхӗ сыпӑкран сыпӑка пырать;
51
Вӑл Хӑйӗн аллин хӑватне кӑтартрӗ, хӑйсем ҫинчен мӑнаҫлӑ шухӑшлакансене салатса ячӗ;
52
вӑйлисене хӑйсен чаплӑ вырӑнӗнчен сирпӗтрӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ;
53
выҫӑхнисене ырӑлӑхӗпе тӑрантарчӗ, пуяннисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ;
54
аттемӗрсене каланине — Авраама, унӑн йӑхне ӗмӗрлӗхе ырӑлӑх пулӗ тенине — аса илсе, Вӑл Израиле, Хӑйӗн чурине, пулӑшрӗ, тенӗ.
56
Елисавета патӗнче виҫӗ уйӑха яхӑн пурӑнсассӑн, Мария килне таврӑннӑ.
57
Елисаветӑн ӗнтӗ ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитнӗ, вӑл ывӑл ача ҫуратнӑ.
58
Кӳршисемпе тӑванӗсем, Ҫӳлхуҫа ӑна ҫав тери пысӑк ырӑлӑх кӑтартни ҫинчен илтсен, унпа пӗрле савӑннӑ.
59
Саккӑрмӗш кун ачанӑн ӳтне касма пырсассӑн ӑна ашшӗ ячӗпе Захария ятлӑ хурасшӑн пулнӑ.
60
Анчах та ача амӑшӗ: ҫук, ӑна Иоанн ятлӑ хумалла, тенӗ.
61
Ӑна ӗнтӗ ҫапла каланӑ: сирӗн йӑхӑрта ун пек ятли никам та ҫук-ҫке, тенӗ.
62
Вара ашшӗ ӑна мӗн ятлӑ хурасшӑн-ши тесе, ҫакӑн ҫинчен унран аллисемпе кӑтарта-кӑтарта ыйтнӑ.
63
Захария хӑма татӑкӗ ыйтса илнӗ те: «унӑн ячӗ — Иоанн» тесе ҫырса панӑ. Пурте тӗлӗннӗ.
64
Ҫав самантрах унӑн чӗлхи-ҫӑварӗ уҫӑлнӑ та, вӑл Турра мухтама пуҫланӑ.
65
Вӗсен таврашӗнче пурӑнакансем пурте хӑраса ӳкнӗ; ӗнтӗ сӑртлӑ Иудея ҫӗрӗнче пур тӗлте те ҫавӑн ҫинчен калаҫнӑ.
66
Ҫак хыпара илтнисем пурте ӑна чӗрине хывнӑ та: ку ача кам пулӗ-ши? тенӗ. Ун ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулнӑ.
67
Унӑн ашшӗ, Захария, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса пророкла каланӑ:
68
Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: Вӑл килчӗ те Хӑйӗн халӑхне хӑтарчӗ;
69
Хӑйӗн Давид чури килӗнчен пирӗн валли хӑватлӑ Ҫӑлакана кӑларчӗ —
70
ҫакӑн ҫинчен Вӑл Хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ пӗлтернӗ,
71
пире хамӑр тӑшмансенчен, хамӑра курайман ҫынсен аллинчен хӑтарма пулнӑ;
72
Хӑйӗн сӑваплӑ халалне, Авраам аттемӗре тупа тунине астуса, Вӑл пирӗн аттемӗрсене ырӑлӑх тума пулнӑ:
74
эпир ӗнтӗ, тӑшмансен аллинчен хӑтӑлса, хӑрамасӑр,
75
пурӑнас кунӑмӑрсем тӑршшӗпех Уншӑн, Ун умӗнче тасалӑхпа, тӳрӗлӗхпе ӗҫлесе тӑрӑпӑр.
76
Сана вара, ачамӑм, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тейӗҫ: Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлемешкӗн эсӗ Унӑн умӗнчен пырӑн,
77
Унӑн халӑхне эсӗ мӗнле ҫӑлӑнмаллине — ҫылӑхӗсене каҫарттарса ҫӑлӑнмаллине — ӑнлантарӑн:
78
Туррӑмӑр ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран тӳперен пирӗн пата тухакан хӗвел евӗрлӗ Ҫутӑ килчӗ: Вӑл сӗмлӗхре, вилӗм ӗмӗлкинче ларакансене ҫутатӗ, пирӗн урасене канӑҫлӑх ҫулӗ ҫине тӑратӗ, тенӗ.
80
Ача ӳссе, сывлӑшӗпе хӑватлӑланса пынӑ; вӑл Израиль халӑхӗ умне тухас кун ҫитиччен пушхирте пурӑннӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24