bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 2
Luke 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 3 →
1
Ҫав кунсенче Август кесарь пӗтӗм ҫӗрӗ ҫинчи халӑха шута илсе ҫырса тухма хушнӑ.
2
Халӑха ҫапла шута илесси пӗрремӗш хут пулнӑ, ку Сири ҫӗрне Квириний тытса тӑнӑ чухне пулса иртнӗ.
3
Ҫырӑнмашкӑн вара кашнийӗ хӑйӗн хулине кайнӑ.
4
Иосиф Давид килӗ-йышӗнчен, ун ӑрӑвӗнчен пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑй валли ҫураҫнӑ Марийӑпа пӗрле Галилейӑри Назарет хулинчен Иудейӑри Вифлеем ятлӑ Давид хулине ҫырӑнма кайнӑ; Мария ун чухне йывӑр ҫын пулнӑ.
6
Вӗсем ҫавӑнта пулнӑ чухне Марийӑн ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитнӗ;
7
Вӑл вара Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ, Ӑна, пиелесе, сырӑша вырттарнӑ, мӗншӗн тесессӗн хулара хӑна килӗнче вӗсем валли вырӑн тупӑнман.
8
Ҫав таврара хирте кӗтӳҫӗсем пулнӑ, вӗсем ҫӗрле хӑйсен кӗтӗвӗсене хуралланӑ.
9
Сасартӑк вӗсен умне Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пырса тӑнӑ та, вӗсене Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫутатса янӑ; вӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ.
10
Ангел вӗсене каланӑ: ан хӑрӑр; эпӗ сире пысӑк савӑнӑҫ ҫинчен пӗлтеретӗп — вӑл пур халӑха та пулӗ:
11
паян Давид хулинче сирӗн валли Ҫӑлакан ҫуралчӗ; Вӑл — Христос Ҫӳлхуҫамӑр;
12
акӑ сире паллӑ: эсир пиелесе сырӑша вырттарнӑ Ачана курӑр, тенӗ.
13
Унтан сасартӑк ҫав Ангелпа пӗрле тӳпери йышлӑ ҫар курӑнса кайнӑ; вӗсем Турра мухтаса юрланӑ:
14
мухтав Ҫӳлти Турра, ҫӗр ҫине канӑҫлӑх килчӗ, ҫынсене ырӑлӑх ҫитрӗ! тенӗ.
15
Ангелсем вӗсем патӗнчен тӳпене ҫӗкленсе кайсассӑн, кӗтӳҫӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: атьӑр Вифлееме кайса унта мӗн пулнине, Ҫӳлхуҫа пире мӗн пӗлтернине курар, тенӗ.
16
Вара вӗсем васкасах кайнӑ та унта Марийӑпа Иосифа тата сырӑшра выртакан Ачана шыраса тупнӑ.
17
Ҫавна курсассӑн вӗсем Ҫак Ача ҫинчен хӑйсене мӗн пӗлтернине каласа кӑтартнӑ.
18
Итлекенсем пурте кӗтӳҫӗсем каласа кӑтартнинчен тӗлӗннӗ.
19
Мария вара ҫак сӑмахсене пурне те Хӑй чӗринче тытса тӑнӑ.
20
Кӗтӳҫӗсем ӗнтӗ хӑйсене мӗн каланине пӗтӗмпе курнӑшӑн, илтнӗшӗн Турра аслӑласа, мухтаса каялла таврӑннӑ.
21
Сакӑр кунран, Ача ӳтне касма вӑхӑт ҫитсессӗн, Амӑшне йывӑр ҫын пуличченех Ангел каланӑ пек, Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.
22
Моисей саккунӗ тӑрӑх тасалмалли кунӗсем иртсессӗн, || вӗсем Ачана Турӑ умне тӑратма Иерусалима илсе пынӑ,
23
мӗншӗн тесессӗн вӗсен Турӑ саккунӗнче: «вар уҫса малтан ҫуралнӑ кирек хӑш ывӑл ачана та Ҫӳлхуҫана халалламалла» тенине,
24
тата Ҫӳлхуҫа саккунӗнче каланӑ пек, икӗ улатӑпа е икӗ кӑвакарчӑн чӗппи парне кӳмелле пулнӑ.
25
Ҫав вӑхӑтра Иерусалимра пӗр тӳрӗ, таса пурӑнӑҫлӑ Симеон ятлӑ ҫын пурӑннӑ. Вӑл Израиль халӑхӗ валли савӑнӑҫ ҫитессе кӗтнӗ; ун ҫинче Таса Сывлӑш пулнӑ.
26
Таса Сывлӑш ӑна: эсӗ Ҫӳлхуҫа янӑ Христоса курмасӑр вилместӗн тесе малтанах пӗлтерсе хунӑ пулнӑ.
27
Вӑл Таса Сывлӑш хавхалантарнипе Турӑ Ҫуртне пынӑ. Саккун хушнӑ йӑлана тумашкӑн ашшӗпе амӑшӗ Иисус-Ачана Турӑ Ҫуртне илсе пырсассӑн,
28
Симеон Ӑна хӑй аллине илнӗ те Турра мухтаса каланӑ:
29
эй Пуҫлӑхӑм, халӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Ху каланӑ пек, лӑплантарса яратӑн:
30
Эсӗ пур халӑхсем умӗнче хатӗрленӗ ҫӑлӑнӑҫа, суя тӗнлисене ҫутатас Ҫутта, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн Мухтавне манӑн куҫӑм курчӗ ӗнтӗ, тенӗ.
33
Иосиф тата Ачанӑн Амӑшӗ Ун ҫинчен ҫапла каланине илтсессӗн питӗ тӗлӗннӗ.
34
Симеон вара вӗсене пилленӗ те Унӑн Амӑшне Марийӑна каланӑ: ҫакӑ Выртакан пирки Израильре ӳкекен те, тӑракан та нумай пулӗ, Вӑл Турӑ палли пулӗ, нумайӑшӗ Ӑна хирӗҫ тӑрӗ, ҫапла нумайӑшӗн чӗринчи шухӑшӗсем палӑрӗҫ;
35
Санӑн Хӑвӑн чӗрӳ витӗр те хӗҫ тухӗ, тенӗ.
36
Унта тата Асир ӑрӑвӗнчен тухнӑ Фануил хӗрӗ, Анна ятлӑ питӗ ватӑлса ҫитнӗ хӗрарӑм пророк пулнӑ; качча кайсан вӑл упӑшкипе ҫичӗ ҫул анчах пурӑннӑ;
37
ҫав сакӑрвун тӑватӑ ҫулхи тӑлӑх карчӑк Турӑ Ҫуртӗнчен пӗр каймасӑр, типӗ тытса, кӗлтуса кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ.
38
Ҫав вӑхӑтра вӑл та пырса тӑнӑ та Ҫӳлхуҫана мухтаса калаҫнӑ, Иерусалим ҫӑлӑнасса кӗтекенсене пурне те Ача ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
39
Иосифпа Мария, Турӑ саккунӗ хушнине пӗтӗмпех туса пӗтерсессӗн, Галилейӑна хӑйсен хулине Назарета таврӑннӑ.
40
Ача ӳснӗҫемӗн сывлӑшӗпе хӑватлӑланса пынӑ, ӑслӑланнӑҫемӗн ӑслӑланнӑ, Ун ҫинче Турӑ тивлечӗ пулнӑ.
41
Унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫулленех Иерусалима Пасха уявне ҫӳренӗ.
42
Вӑл вуникӗ ҫулта чухне вӗсем ҫав йӑлапа Иерусалима уява пынӑ.
43
Уяв кунӗсем иртсен вӗсем киле кайма ҫула тухнӑ, Ачи, Иисус, Иерусалимра тӑрса юлнӑ; Иосифпа Унӑн Амӑшӗ ҫакна асӑрхаман:
44
вӗсем Вӑл урӑх ҫынсемпе пырать пулӗ тесе шухӑшланӑ. Пӗр кун кайсан, Ӑна хӑйсен хурӑнташӗсемпе пӗлӗшӗсем хушшинче шыра пуҫланӑ;
45
тупаймасӑр, Ӑна шыраса каялла Иерусалима таврӑннӑ.
46
Виҫӗ кунран Ӑна Турӑ Ҫуртӗнче тупнӑ, Вӑл унта вӗрентекенсем хушшинче вӗсене итлесе ларнӑ, Хӑй те вӗсене ыйтусем панӑ;
47
Ӑна итлекенсем пурте Унӑн ӑсӗнчен, Вӑл мӗнле хуравланинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
48
Ӑна курсассӑн Иосифпа Мария тӗлӗнсех кайнӑ; Амӑшӗ каланӑ Ӑна: Ачам! капла Эсӗ пире мӗн кӑтартрӑн-ха? Акӑ эпир аҫупа иксӗмӗр темӗн тӗрлӗ хуйхӑрса шырарӑмӑр Сана, тенӗ.
49
Вӑл вӗсене каланӑ: Мана мӗн тума шырамаллаччӗ сирӗн? Манӑн Хамӑн Аттемӗн Ҫуртӗнче пулмаллине пӗлмен-и-мӗн эсир? тенӗ.
50
Вӗсем Вӑл каланӑ сӑмахсене ӑнланайман.
51
Унтан Вӑл вӗсемпе пӗрле кайнӑ та Назарета таврӑннӑ; унта вӗсене итлесе пурӑннӑ. Амӑшӗ вара ҫав сӑмахсене чӗрине хывса упраса пурӑннӑ.
52
Иисус ӑслӑланнӑҫемӗн ӑслӑланса пынӑ, ӳснӗҫемӗн ӳснӗ, Ӑна Турӑ та, ҫынсем те юратнӑ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24