bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 4
Luke 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 5 →
1
Иисус Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса Иордан хӗрринчен таврӑнсан, Сывлӑш Ӑна пушхире илсе кайнӑ.
2
Унта Ӑна хӗрӗх кун шуйттан сӑнанӑ, ҫав кунсенче Вӑл нимӗн те ҫимен; ҫав кунсем иртсессӗн, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ.
3
Шуйттан вара Ӑна каланӑ: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чула ҫӑкӑр пулма хуш, тенӗ.
4
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «этем ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть, Туррӑн пур тӗрлӗ сӑмахӗпе те пурӑнать» тесе ҫырнӑ, тенӗ.
5
Унтан шуйттан Ӑна ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та пӗрре куҫ хупса иличчен Ӑна тӗнчери мӗнпур патшалӑха кӑтартнӑ,
6
шуйттан Ӑна каланӑ: ҫак патшалӑхсене пурне те, вӗсенӗн чап-мухтавне те Сана парӑп: ӑна мана панӑ, эпӗ ӑна кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп;
7
эппин, мана ӳксе пуҫҫапсассӑн, ҫакӑ пӗтӗмпе Санӑн пулӗ, тенӗ.
8
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: кай Ман патӑмран, шуйттан; «Ҫӳлхуҫа Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн» тесе ҫырнӑ, тенӗ.
9
Унтан шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратса каланӑ: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, ҫакӑнтан аялалла сик;
10
ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене Сана сыхлама хушӗ,
11
Эсӗ урупа чулран такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрӗҫ» тенӗ.
12
Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна ан сӑна» тесе каланӑ, тенӗ.
13
Пӗтӗмпех сӑнаса пӗтерсен, шуйттан Ун патӗнчен пӗр вӑхӑта кайнӑ.
14
Иисус вара Сывлӑшпа хӑватлӑланса Галилейӑна таврӑннӑ; Ун ҫинчен пӗтӗм таврари ҫӗре хыпар сарӑлнӑ.
15
Вӑл вӗсен синагогисенче вӗрентнӗ, пурте Ӑна мухтанӑ.
16
Вӑл Хӑй ӳснӗ хулана Назарета пынӑ; шӑматкун Вӑл яланхи пекех синагогӑна кӗнӗ те вуламалли ҫӗре тӑнӑ.
17
Ӑна Исаия пророк кӗнекине панӑ; Вӑл кӗнекене уҫнӑ та ҫапла ҫырнӑ вырӑна тупнӑ:
18
«Турӑ Сывлӑшӗ Ман ҫинче: Вӑл Мана мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене сыватма ячӗ, тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса, суккӑррисем куракан пуласса, пусмӑртисене хӑтарасса,
19
Ҫӳлхуҫанӑн ырӑлӑх кӑтартас вӑхӑчӗ ҫитессе пӗлтерме ячӗ».
20
Иисус вара кӗнекине хупса унта ӗҫлекен ҫынна панӑ та Хӑй ларнӑ; синагогӑри ҫынсем пурте Ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхнӑ.
21
Вӑл вӗсене каланӑ: ҫапла ҫырни, эсир мӗн илтни, паян ӗнтӗ вырӑна килчӗ, тенӗ.
22
Вӗсем пурте Иисус каланине тӗрӗсе хунӑ, || Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен тухакан ырӑ сӑмахсенчен тӗлӗнсе каланӑ: Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку? тенӗ.
23
Вӑл вӗсене каланӑ: паллах ӗнтӗ, эсир Мана, «эмелҫӗ! Хӑвна Ху сыват» теекен каларӑша аса илтерсе, ҫапла каласшӑн: «Эсӗ Капернаумра мӗн тунине илтрӗмӗр эпир, кунта та, Хӑвӑн тӑван ҫӗршывӑнта, ҫавна туса кӑтарт» теесшӗн, тенӗ.
24
Унтан тата каланӑ: чӑн калатӑп сире: хӑй ҫуралнӑ ҫӗршывра пӗр пророка та хапӑл тумаҫҫӗ.
25
Чӑн калатӑп сире: Илия пурӑннӑ вӑхӑтра тӳпе виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх хупӑнса тӑнӑран пӗтӗм ҫӗр ҫинче питӗ йывӑр выҫлӑх тӑнипе Израильре тӑлӑх арӑм нумай пулнӑ;
26
ҫапах Илияна вӗсем патне пӗрин патне те мар, Сидон ҫывӑхӗнчи Сарепта хулинчи тӑлӑх арӑм патне анчах янӑ;
27
Елисей пророк пурӑннӑ вӑхӑтра тата Израильре тилҫеллӗ ҫын нумай пулнӑ, анчах Сири ҫынни Неемансӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те тасалман, тенӗ.
28
Ҫакна илтсессӗн синагогӑри ҫынсем пурте тилӗрсе кайнӑ;
29
вара вӗсем сиксе тӑнӑ та Иисуса хуларан хӑваласа кӑларса хӑйсен хули ларакан ту ҫине илсе кайнӑ: вӗсем ӑна ҫавӑнтан аялалла тӗртсе ярасшӑн пулнӑ;
30
анчах Вӑл вӗсен хушшинченех утса тухса кайнӑ.
31
Кайран Вӑл Галилейӑри Капернаум хулине пынӑ та шӑматкунсенче халӑха вӗрентнӗ.
32
Вӑл мӗнле вӗрентнинчен пурте тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн сӑмахӗ хӑватлӑ пулнӑ.
33
Синагогӑра усал сывлӑш ернӗ ҫын пулнӑ, ҫавӑ хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ:
34
эй Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗн ҫумра мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ! Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп, Эсӗ — Туррӑн Святойӗ, тенӗ.
35
Иисус ӑна ҫирӗппӗн хушса каланӑ: чарӑн, тух ун ӑшӗнчен, тенӗ. Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна синагога варринчех тӳнтерсе янӑ та ӑна нимӗнле сиен тумасӑрах ун ӑшӗнчен тухнӑ.
36
Пурте хӑраса ӳксе пӗр-пӗринпе калаҫнӑ: мӗне пӗлтерет ку? Вӑл Хӑй ирӗкӗпе, Хӑй хӑвачӗпе усал сывлӑшсене хушать те — лешӗсем тухаҫҫӗ, тенӗ.
37
Вара Ун ҫинчен пӗтӗм таврари ҫӗре хыпар сарӑлнӑ.
38
Синагогӑран тухсан Вӑл Симон килне пынӗ; Симон хунямӑшӗ тар чирӗпе питӗ йывӑр выртнӑ; уншӑн Ӑна тархасланӑ.
39
Вӑл ун патне пырса тар чирне чарнӑ та, чирӗ иртсе те кайнӑ. Хӗрарӑм ӗнтӗ ҫийӗнчех тӑнӑ та вӗсене пӑха пуҫланӑ.
40
Хӗвел аннӑ вӑхӑтра чирлӗ ҫын пуррисем пурте тӗрлӗ чирпе асапланакансене Иисус патне илсе пынӑ; Вӑл, кашнийӗ ҫине аллисене хурса, вӗсене сыватнӑ.
41
Нумайӑшӗн ӑшӗнчен усал сывлӑшсем те тухнӑ, вӗсем: Эсӗ — Турӑ Ывӑлӗ Христос! тесе кӑшкӑрса тухнӑ. Вӑл вӗсене Хӑй Христос пулни ҫинчен калама чарнӑ.
42
Тул ҫутӑлсан Вӑл унтан тухса ҫын ҫук вырӑна кайнӑ; халӑх Ӑна шыранӑ; тупсассӑн, вӗсем Ӑна хӑйсен патӗнчен ярас мар тесе, чарса тӑнӑ.
43
Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермелле: Мана ҫавӑншӑн янӑ, тенӗ.
44
Вара Галилейӑри синагогӑсенче вӗрентсе ҫӳренӗ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24