bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 18
Luke 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 19 →
1
Вӗсене тата яланах кӗлтума кирли ҫинчен, хавшаса ӳкме юраманни ҫинчен ытарлӑн ҫапла каласа панӑ:
2
пӗр хулара Турӑран та хӑраман, ҫынран та вӑтанман тӳре пулнӑ.
3
Ҫав хуларах тата пӗр тӑлӑх арӑм пулнӑ; вӑл тӳре патне пыра-пыра: «мана хампа тавлӑ ҫынран хӳтӗлесем» тесе йӑлӑннӑ.
4
Лешӗ чылайччен ӳкӗте кӗмен. Юлашкинчен хӑй ӑшӗнче шутласа илнӗ: «эпӗ Турӑран та хӑрамастӑп, ҫынран та вӑтанмастӑп пулин те,
5
ку тӑлӑх арӑм канӑҫ памасть мана, хӳтӗлес ӑна — урӑх кунта килсе мана йӑлӑхтарса ан ҫӳретӗр» тенӗ.
6
Унтан Иисус каланӑ: илтетӗр-и, ҫав тӳрӗ мар тӳре мӗн калать?
7
Турӑ Хӑйӗн суйланӑ ҫыннисене, кунӗн-ҫӗрӗн Хӑйне йӑлӑнакансене, васкасах хӑтармасан та, хӑтармасӑр хӑварӗ-и вара?
8
Калатӑп сире: Вӑл часах вӗсен хутне кӗрӗ. Анчах та Этем Ывӑлӗ килсен, ҫӗр ҫинче ӗненӳ тупайӗ-и? тенӗ.
9
Тата хӑшӗ-пӗрисене — хӑйсене хӑйсем сӑваплӑ тесе шутлакансене, ыттисене хурлакансене — ҫак ытарӑша каласа панӑ:
10
икӗ ҫын Турӑ Ҫуртне кӗлтума кӗнӗ, пӗри фарисей, тепӗри куланай пухакан пулнӑ.
11
Фарисейӗ кӗлтума тӑрсан хӑй ӑшӗнче ҫапла каласа кӗлтунӑ: «эй Турӑ! тав тӑватӑп Сана: эпӗ ытти ҫынсем пек ҫаратаканскер, хур тӑваканскер, аскӑнланса ҫӳрекенскер мар, ҫакӑ куланай пухакан пек те мар:
12
эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, мӗнпур ӗҫлесе тунинчен вуннӑмӗш пайне Турра паратӑп» тенӗ.
13
Куланай пухаканӗ вара, айккинче тӑраканскер, куҫне уҫса ҫӳлелле пӑхма та хӑяйман; хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапа-ҫапа: «эй Турӑҫӑм! хӗрхенсем мана, ҫылӑхлӑскере» тесе тӑнӑ.
14
Калатӑп сире: вӑл ӗнтӗ килне фарисейрен ытларах тӳрре тухса таврӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ, тенӗ.
15
Вӑл аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе, Ун патне пӗчӗк ачасене илсе пынӑ; ҫавна курсан, вӗренекенӗсем вӗсене чарса тӑнӑ.
16
Иисус вара вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: ачасем Ман патӑма килччӗр, вӗсене чарса ан тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Патшалӑхӗ — вӗсем евӗрлисемшӗн.
17
Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫавӑ унта кӗреймӗ, тенӗ.
18
Пӗр пуҫлӑх Иисусран ыйтнӑ: эй ырӑ Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тумалла манӑн? тенӗ.
19
Иисус каланӑ ӑна: мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар;
20
ӳкӗтсене пӗлетӗн: ан аскӑнлан, ан вӗлер, ан вӑрла, суя ан кӳнтеле, аҫупа аннӳне хисепле, тенӗ.
21
Лешӗ ӗнтӗ: эпӗ ҫакна пурне те ачаранпах туса тӑратӑп, тенӗ.
22
Ҫавна илтсен Иисус ӑна каланӑ: санӑн тата пӗри ҫитеймест: мӗнпур пурлӑхна сут та чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн мулу тӳпере пулӗ; кайран таврӑн та Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ.
23
Ҫакна илтсен лешӗ салхуланнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл питӗ пуян пулнӑ.
24
Иисус вӑл салхуланнине курса каланӑ: пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле хӗн!
25
Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах, тенӗ.
26
Ҫакна илтекенсем каланӑ: кам ҫӑлӑнма пултарӗ апла? тенӗ.
27
Вӑл: этем пултарайманнине Турӑ пултарать, тенӗ.
28
Вара Петр каланӑ: акӑ эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, тенӗ.
29
Вӑл каланӑ вӗсене: чӑн калатӑп сире: кам та кам Турӑ Патшалӑхӗшӗн кил-ҫуртне е ашшӗ-амӑшне, е тӑванӗсене, е арӑмне, е ачисене пӑрахса хӑварать,
30
ҫавӑ хальхи вӑхӑтрах ҫӗр хут ытларах илӗ, ҫитес ӗмӗрте вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ, тенӗ.
31
Иисус вуникӗ вӗренекенне аяккарах чӗнсе илнӗ те каланӑ вӗсене: акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлӗ ҫинчен пророксем ҫырса хуни пӗтӗмпех вырӑна килӗ:
32
Ӑна суя тӗнлӗ ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна мӑшкӑллӗҫ, Ӑна хур тӑвӗҫ, Ун ҫине сурӗҫ,
33
хӗнӗҫ, вӗлерӗҫ Ӑна; Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
34
Анчах вӗренекенӗсем ҫапла каланинчен нимӗн те ӑнланса илеймен; ҫав сӑмахсем вӗсемшӗн ӑнланмалла мар пулнӑ, Иисус мӗн каланине вӗсем пӗлеймесӗрех юлнӑ.
35
Вӑл Иерихон патне ҫывӑхарса пынӑ чухне ҫул хӗрринче пӗр суккӑр ҫын ыйткаласа ларнӑ;
36
вӑл хӑй ҫумӗпе халӑх иртнине илтнӗ те: мӗн ку? тесе ыйтнӑ.
37
Ӑна Назарет Иисусӗ иртсе пыни ҫинчен каланӑ.
38
Вӑл вара кӑшкӑрсах янӑ: эй Давид Ывӑлӗ Иисус! хӗрхенсемччӗ мана, тенӗ.
39
Малта пыраканнисем ӑна шӑпланма хушнӑ; анчах вӑл тата хыттӑнрах: эй Давид Ывӑлӗ! хӗрхенсемччӗ мана, тесе кӑшкӑрнӑ.
40
Иисус чарӑнса тӑнӑ та ӑна Хӑй патне ҫавӑтса пыма хушнӑ. Лешӗ Ун патне пырса тӑрсан, Иисус унран ыйтнӑ:
41
эсӗ Мана мӗн тутарасшӑн? тенӗ. Лешӗ каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! манӑн куракан пуласчӗ, тенӗ.
42
Иисус ӑна каланӑ: куракан пул! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, тенӗ.
43
Лешӗ вара ҫавӑ самантрах куракан пулнӑ та, Турра мухтаса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫакна курсассӑн пӗтӗм халӑх Турра мухтанӑ.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24