bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 21
Luke 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 22 →
1
Иисус пӑхнӑ та пуянсем Турӑ Ҫуртӗнчи укҫа арчине хӑйсен парнине хунине курнӑ;
2
пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм та ҫавӑнта икӗ вак укҫа хунине курсассӑн
3
Вӑл каланӑ: чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм пуринчен те ытларах хучӗ;
4
ыттисем пурте ытлашшине Турра парне кӳчӗҫ, ку вара, кӗлмӗҫскер, хӑйӗн мӗн пуррине, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине ячӗ, тенӗ.
5
Хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Ҫурчӗ ҫинчен ӑна епле хаклӑ чулсемпе, ҫынсем кӳнӗ парнесемпе илемлетнӗ тесе калаҫнӑ чухне
6
Иисус каланӑ: ҫавӑн пек кунсем ҫитӗҫ, эсир кунта мӗн курни вырӑнӗнче чул ҫине чул та юлмӗ; йӑлтах аркатӗҫ, тенӗ.
7
Вара Унран ыйтнӑ: Вӗрентекен! ку хӑҫан пулӗ? вӑл хӑҫан пулассине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ? тенӗ.
8
Вӑл каланӑ: сыхланӑр, сире илӗртсе ан улталаччӑр: нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗҫ те: «Вӑл — Эпӗ» тейӗҫ; ҫав вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ. Вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр.
9
Вӑрҫӑсем ҫинчен, халӑх пӑлханни ҫинчен илтсессӗн ан сехӗрленӗр: вӗсем малтан пулмалла, анчах ку — вӗҫӗ мар-ха, тенӗ.
10
Унтан вӗсене каланӑ: халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ;
11
вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑхпа мур чирӗ пулӗ, хӑрушӑ пулӑмсем пулӗҫ, тӳпере аслӑ паллӑсем курӑнӗҫ.
12
Анчах та унччен маларах сирӗн ҫине алӑ хурӗҫ, сире синагогӑсене, тӗрмене хупа-хупа хӗсӗрлӗҫ, Ман ятӑмшӑн сире патшасемпе аслӑ пуҫлӑхсем умне илсе кайӗҫ;
13
сире Ман ҫинчен кӳнтелеме хушӗҫ.
14
Ҫакна чӗрӗре хывӑр: хӑвӑра хӳтӗлесе мӗн калассине малтанах шухӑшласа ан хурӑр:
15
Эпӗ сире кирлӗ сӑмахсем те, ӑслӑлӑх та парӑп; сире хирӗҫ тӑракансем пӗри те ҫакна хирӗҫ калама та, ҫакна хирӗҫ тӑма та пултараймӗҫ.
16
Сире ӗнтӗ аҫӑр-аннӗр те, тӑванӑрсем те, хурӑнташӑрсем те, тусӑрсем те тыта-тыта парӗҫ, сире хӑшне-хӑшне вӗлерӗҫ;
17
Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ;
18
ҫапах та сирӗн пуҫӑр ҫинчен ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ;
19
чунӑра хӑвӑр чӑтӑмлӑ пулнипе ҫӑлса хӑварӑр.
20
Иерусалима йӗри-тавра ҫар хупӑрласа илнине курсассӑн, унӑн арканас вӑхӑчӗ ҫывӑхарнине пӗлӗр вара:
21
Иудейӑрисем ун чухне тусем хушшине тарччӑр; хуларисем хуларан тухчӑр; хула таврашӗнчисем хулана ан кӗччӗр,
22
мӗншӗн тесессӗн ҫав кунсем — тавӑру кунӗсем: Ҫырни пӗтӗмпе вырӑна килӗ.
23
Ҫав кунсенче ҫийӗнче пур арӑмсене, ача ӗмӗртекеннисене хуйхӑ пулӗ; ҫӗр ҫинче темӗн тӗрлӗ асаплӑх пулӗ, ҫак халӑх ҫине ҫилӗ ҫитӗ:
24
хӗҫ ҫивӗчӗшӗпе тӑкӑнӗҫ, вӗсене тӗрлӗ халӑх хушшине тыткӑна иле-иле кайӗҫ; Иерусалима суя тӗнлӗ халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ.
25
Хӗвел ҫинче те, уйӑх ҫинче те, ҫӑлтӑрсем ҫинче те паллӑсем пулӗҫ; ҫӗр ҫинчи халӑхсем тинӗс кӗрленипе-пӑлханнипе аптӑраса ӳкӗҫ;
26
ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ те, тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем хӑраса виле пуҫлӗҫ;
27
вара пӗлӗт ҫинче хӑватлӑн та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.
28
Ҫаксем пула пуҫласан эсир пуҫӑра ҫӗклесе ҫӳлелле пӑхӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывӑхарать, тенӗ.
29
Унтан вӗсене ытарӑш каласа панӑ: смоква йывӑҫӗ ҫине, ытти пур йывӑҫ ҫине те пӑхӑр-ха:
30
вӗсем ҫулҫӑ кӑлара пуҫланине курсассӑн, эсир хӑвӑр та ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр.
31
Ҫавӑн пекех, ҫаксем пула пуҫланине курсан, эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑххине пӗлӗр.
32
Чӑн калатӑп сире: ҫаксем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ;
33
тӳпепе ҫӗр те пӗтӗ, Манӑн сӑмахӑмсем вара нихӑҫан та ҫухалмӗҫ.
34
Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ашкӑнса, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне ан путӑр — ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк ан ҫиттӗр:
35
вӑл ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те таната пек карса илӗ;
36
ҫавӑнпа кирек хӑҫан та сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр — ҫав пулас асапсенчен пуринчен те хӑтӑлса Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр, тенӗ.
37
Иисус кӑнтӑрла Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ, каҫхине, хуларан тухса, Елеон теекен ту ҫинче ҫӗр каҫнӑ.
38
Вӑл вӗрентнине итлеме пӗтӗм халӑх Ун патне ир-ирех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24