bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 24
Luke 24
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
1
Эрненӗн малтанхи кунӗнче ирхине ирех хӗрарӑмсем хатӗрлесе хунӑ ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсене илсе тупӑклӑх патне пынӑ; вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ;
2
вӗсем ӗнтӗ тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса куҫарса хунине курнӑ.
3
Тупӑклӑха кӗрсе пӑхнӑ та — унта Иисусӑн Ӳтне тупайман.
4
Хӗрарӑмсем нимӗн шухӑшлама пӗлмесӗр тӑнӑ чухне сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтир тӑхӑннӑ икӗ ҫын пырса тӑнӑ.
5
Хӗрарӑмсем хӑраса ҫӗрелле пӑхса тӑнӑ чухне каланӑ вӗсене: мӗншӗн эсир Чӗрӗскере вилнисен хушшинче шыратӑр?
6
Вӑл кунта ҫук: Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ. Астуса илӗр-ха, Галилейӑра чухнех Вӑл сире:
7
«Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса памалла, хӗрес ҫумне пӑталамалла, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑмалла» тесе каланӑччӗ, тенӗ.
8
Вӗсем вара Унӑн сӑмахӗсене астуса илнӗ;
9
унтан тупӑклӑх патӗнчен таврӑннӑ та ҫакна пӗтӗмпе вунпӗр вӗренекенне тата ыттисене каласа кӑтартнӑ.
10
Ҫавӑн ҫинчен апостолсене каласа кӑтартакансем — Мария Магдалина, Иоанна тата Иаков амӑшӗ Мария; вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ.
11
Вӗсен сӑмахӗсем апостолсене пушӑ сӑмах пек туйӑннӑ та, вӗсем хӗрарӑмсене ӗненмен.
12
Ҫавах та Петр тупӑклӑх патне чупса кайнӑ; пӗшкӗнсе шалалла пӑхсассӑн, вӑл унта выртакан пирсене ҫеҫ курнӑ; вара мӗн пулнинчен тӗлӗнсе каялла таврӑннӑ.
13
Ҫав кунах вӗренекенӗсенчен иккӗшӗ Иерусалимран пӗр утмӑл стадире ларакан Эммаус ятлӑ яла кайма тухнӑ;
14
вӗсем ӗнтӗ мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен калаҫса пынӑ.
15
Ҫапла пӗр-пӗринпе калаҫса-сӳтсе явса пынӑ чухне Иисус Хӑй вӗсем патне ҫывӑхарнӑ та вӗсемпе пӗрле пынӑ;
16
анчах вӗсен куҫӗсем урӑхла кӑтартнӑ та, вӗсем Иисуса паллайман.
17
Вӑл вӗсене каланӑ: эсир капла пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫса пыратӑр? эсир мӗншӗн ҫапла салхуллӑ? тенӗ.
18
Вӗсенчен пӗри, Клеопа ятли, Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Иерусалима килнисенчен пӗр Эсӗ ҫеҫ унта ҫак кунсенче мӗн пулнине пӗлместӗн пулӗ? тенӗ.
19
Вӑл каланӑ вӗсене: мӗн ҫинчен? тенӗ. Вӗсем каланӑ Ӑна: Назарет Иисусӗ ҫинчен, Вӑл пророкчӗ, Турӑ умӗнче те, пӗтӗм халӑх умӗнче те ӗҫӗпе те, сӑмахӗпе те хӑватлӑччӗ;
20
Ӑна аслӑ священниксемпе пирӗн пуҫлӑхсем вӗлермелле сут тумашкӑн тытса пачӗҫ те хӗрес ҫумне пӑталаттарчӗҫ.
21
Эпир вара Израиле хӑтараканни Ҫавӑ тесе шанса-ӗмӗтленсе тӑраттӑмӑр; ҫав ӗҫ пулса иртнӗренпе паян виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ.
22
Тата пире хамӑрӑн хӑш-пӗр хӗрарӑмсем тӗлӗнтерчӗҫ: вӗсем ир-ирех тупӑклӑх патне пынӑ та
23
Унӑн Ӳтне тупайман, каялла таврӑнсан вӗсем: пире ангелсем курӑнчӗҫ, терӗҫ; ангелсем вӗсене: Вӑл чӗрӗ, тенӗ.
24
Пирӗн хушшӑмӑртан хӑшӗ-пӗрисем тупӑклӑх патне кайса пӑхрӗҫ те, хӗрарӑмсем каланӑ пекех пулнӑ, анчах Хӑйне курман, тенӗ.
25
Вӑл вара вӗсене каланӑ: ӑссӑр та мӑран чӗреллӗ-ҫке эсир, ҫавӑнпа пророксем мӗн каланине ӗненме пултараймастӑр!
26
Христосӑн ҫапла асап тӳсмелле марччӗ-и, Хӑйӗн мухтавлӑхне ҫапла кӗмелле марччӗ-и вара? тенӗ.
27
Унтан Вӑл Моисейрен пуҫласа пур пророк та Хӑй ҫинчен Ҫырура мӗн каланине пӗтӗмпех вӗсене ӑнлантара-ӑнлантара панӑ.
28
Вӗсем хӑйсем ҫитес ял патне ҫывӑхарнӑ; Вӑл тата малалла каясшӑн пек пулнӑ.
29
Анчах вӗсем Ӑна ярасшӑн пулман: кун каҫалла сулӑнчӗ — пирӗнпе пӗрле юл, тенӗ. Вӑл вара вӗсемпе пӗрле юлнӑ.
30
Вӗсемпе пӗрле апат ҫиме ларсан, Вӑл ҫӑкӑр илсе пилленӗ те ӑна вӗсене хуҫа-хуҫа панӑ.
31
Ҫавӑн чухне вӗсен куҫӗсем уҫӑлнӑ та вӗсем Ӑна палласа илнӗ; анчах Вӑл вӗсене курӑнми пулнӑ.
32
Вара вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: Вӑл пирӗнпе ҫул ҫинче калаҫса килнӗ чухне, Ҫырури сӑмахсене ӑнлантара-ӑнлантара каланӑ чухне пирӗн чӗре темӗн пекех савӑнмарӗ-и вара? тенӗ.
33
Вӗсем ӗнтӗ ҫав сехетрех тӑрса тухнӑ та Иерусалима таврӑннӑ; унта пӗрле пухӑннӑ вунпӗр апостолпа ыттисене тӗл пулнӑ;
34
кусем: Ҫӳлхуҫа чӑнах та чӗрӗлсе тӑнӑ, Симона курӑннӑ, тесе каласа панӑ.
35
Лешӗсем те ҫул ҫинче мӗн пулнине тата Вӑл ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа парсан хӑйсем Ӑна епле палласа илнине каласа кӑтартнӑ.
36
Вӗсем ҫакӑн ҫинчен калаҫнӑ чухне Иисус Хӑй вӗсем варрине тӑнӑ та: канӑҫлӑх пултӑр сире! тенӗ.
37
Хӑраса-сехӗрленсе ӳкнипе вӗсем куҫа ҫапла курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ.
38
Вӑл вӗсене каланӑ: мӗншӗн хӑратӑр, мӗншӗн-ха сирӗн чӗрӗре ҫакнашкал шухӑшсем кӗреҫҫӗ?
39
Манӑн алӑсене, Манӑн урасене пӑхӑр-ха; ку — Эпӗ Хамах; Мана хыпаласа пӑхӑр: куратӑр-и — Ман ӳт те, шӑмӑ та пур, сывлӑшӑн ҫавӑ ҫук, тенӗ.
40
Ҫапла каласассӑн вӗсене Хӑйӗн аллине, урине кӑтартнӑ.
41
Вӗсем савӑннипе ӗненмесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чухне Вӑл вӗсене каланӑ: сирӗн кунта мӗн те пулин ҫимелли пур-и? тенӗ.
42
Вӗсем Ӑна ӑшаланӑ пулӑ татӑкӗпе караслӑ пыл панӑ.
43
Вӑл ҫавна илнӗ те вӗсен умӗнчех ҫинӗ.
44
Унтан вӗсене каланӑ: Эпӗ сире хӑвӑрпа пӗрле чухнех Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксенӗн кӗнекисенче тата псаломсенче ҫырни пӗтӗмпе вырӑна килмелле тесе калани акӑ ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ.
45
Ҫавӑн чухне Вӑл Ҫырӑва ӑнланмашкӑн вӗсене ӑстӑн панӑ.
46
Унтан вӗсене каланӑ: мӗнле ҫырнӑ, ҫавӑн пек пулмаллаччӗ: виҫҫӗмӗш кунне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмаллаччӗ,
47
Ун ячӗпе ӳкӗнсе ҫылӑх каҫарттарма Иерусалимран пуҫласа мӗнпур халӑхсене вӗрентсе ҫӳремелле.
48
Эсир ҫавна куракансем пултӑр.
49
Акӑ Эпӗ сирӗн ҫине Аттем пама пулнине яратӑп; ҫӳлтен хӑват иличчен эсир Иерусалим хулинче тӑрӑр, тенӗ.
50
Унтан вӗсене хуларан илсе тухса Вифание ҫитернӗ те аллисене ҫӗклесе пилленӗ.
51
Пилленӗ чухне Вӑл, вӗсенчен уйӑрӑлса, тӳпене ҫӗклене пуҫланӑ.
52
Вӗсем ӗнтӗ Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ та савӑнса Иерусалима таврӑннӑ.
53
Вӗсем яланах Турӑ Ҫуртӗнче Турра аслӑласа, мухтаса тӑнӑ. Аминь.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24