bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 20
Luke 20
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 21 →
1
Пӗррехинче, Иисус Турӑ Ҫуртӗнче халӑха Ырӑ Хыпар каласа вӗрентнӗ кунсенче, аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсемпе аслӑ ҫынсем пынӑ та
2
каланӑ Ӑна: кала-ха пире, Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? ку ирӗке Сана кам панӑ? тенӗ.
3
Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ те сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтам, калӑр-ха Мана:
4
Иоанн шыва кӗртни ҫӳлтен пулнӑ-и, этемрен-и? тенӗ.
5
Лешӗсем хӑйсем хушшинче канашланӑ: «ҫӳлтен» тесессӗн, Вӑл пире: «апла пулсан мӗншӗн ӗненмерӗр ӑна?» тейӗ;
6
«этемрен» тесессӗн, пӗтӗм халӑх пире чулпа персе вӗлерӗ, мӗншӗн тесессӗн пурте Иоана пророк тесе ӗненеҫҫӗ» тенӗ.
7
Вара вӗсем: ӑҫтан иккенне пӗлместпӗр, тесе хуравланӑ.
8
Иисус вӗсене каланӑ: Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп, тенӗ.
9
Унтан Вӑл халӑха ҫак ытарӑша каласа панӑ: пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчи лартнӑ та, ӑна пахчаҫӑсене парса хӑварса, хӑй нумай вӑхӑта тухса кайнӑ;
10
вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйӗн чурине пахчаҫӑсем патне янӑ — пахчаҫӑсенчен иҫӗм ҫырли илсе килме хушнӑ; анчах пахчаҫӑсем ӑна хӗнесе пӗтерсе пуш алӑпах кӑларса янӑ.
11
Вӑл ӗнтӗ тата тепӗр чурине янӑ; вӗсем ӑна та хӗнесе, хӑртса, пуш алӑпах кӑларса янӑ.
12
Унтан виҫҫӗмӗш чурине янӑ; вӗсем ӑна та суранлантарса пӗтерсе, хӑваласа янӑ.
13
Вара пахча хуҫи каланӑ: «мӗн тӑвас ӗнтӗ манӑн? хамӑн савнӑ ывӑлӑма ярам-ха, тен, ӑна курсан вӑтанӗҫ» тенӗ.
14
Хуҫа ывӑлне курсассӑн, пахчаҫӑсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ: «ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла; атьӑр ӑна вӗлерер те унӑн еткерне хамӑр илер» тенӗ.
15
Вара ӑна пахчаран илсе тухса вӗлернӗ. Пахча хуҫи мӗн тӑвӗ ӗнтӗ вӗсене?
16
Килӗ те ҫав пахчаҫӑсене вӗлерттерӗ, пахчине урӑххисене парӗ, тенӗ. Ҫакна илтекенсем: ун пек ан пултӑрччӗ! тенӗ.
17
Вӑл вӗсем ҫине тинкерӳллӗн пӑхса каланӑ: «ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ пулчӗ» тесе ҫырни мӗне пӗлтерет?
18
Ҫав чул ҫине ӳкекен кирек кам та арканӗ; чулӗ кам ҫине ӳкӗ, ҫавна лапчӑтса пӑрахӗ, тенӗ.
19
Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Иисус ҫак ытарӑша хӑйсем ҫинчен каланине ӑнласа илнӗ те Ӑна ҫавӑн чухнех ярса илесшӗн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ.
20
Вӗсем Ӑна сӑнасах тӑнӑ; Ӑна тӳресен аллине, аслӑ пуҫлӑх аллине тытса памашкӑн, Вӑл каланинче пӗр-пӗр айӑпламалли сӑмах тупасчӗ тесе, Ун патне ырӑ ҫын пек курӑнса ҫӳрекен чее ҫынсене янӑ.
21
Ҫав ҫынсем Иисусран ыйтнӑ: Вӗрентекен! эпир Эсӗ тӗрӗс каланине, тӗрӗс вӗрентнине пӗлетпӗр, Саншӑн пур ҫын та пӗрех, Эсӗ чӑнах та Турӑ ҫулне вӗрентетӗн;
22
пирӗн кесаре куланай парас-и, парас мар-и? тенӗ.
23
Вӑл, вӗсен икӗпитлӗхне пӗлсе, каланӑ вӗсене: мӗншӗн сӑнатӑр Мана?
24
Динари кӑтартӑр-ха Мана: ун ҫинче кам сӑнӗ, кунта кам ятне ҫырнӑ? тенӗ.
25
Вӗсем: кесарӗн, тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: апла пулсан кесарӗнне — кесаре, Туррӑнне Турра парӑр, тенӗ.
26
Вӗсем ӗнтӗ халӑх умӗнче Ӑна Хӑйне айӑпламалли сӑмах калаттарайман, Вӑл мӗнле хуравланинчен тӗлӗнсе калаҫма та чарӑннӑ.
27
Унтан Ун патне саддукейсем — вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненменскерсем — пынӑ, Унран ҫапла ыйтнӑ:
28
Вӗрентекен! Моисей пире валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «камӑн та пулин авланнӑ тӑванӗ ача-пӑча курмасӑр вилсен, ҫав ҫын тӑванӗ ун арӑмне качча илтӗр, ҫапла вилнӗ тӑванӗн йӑхне тӑстӑр» тенӗ.
29
Ҫиччӗн пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те вилчӗ, ачи-пӑчи юлмарӗ;
30
вара ҫав арӑма иккӗмӗшӗ качча илчӗ, вӑл та ача-пӑчасӑрах вилчӗ,
31
унтан ӑна виҫҫӗмӗшӗ качча илчӗ; ҫапла ӑна ҫиччӗшӗ те качча илчӗҫ; пурте ача-пӑчасӑрах вилчӗҫ;
32
пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ.
33
Ӗнтӗ вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрсан вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? вӑл ҫиччӗшӗн арӑмӗ те пулнӑччӗ, тенӗ.
34
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак тӗнче ачисем авланаҫҫӗ те, качча та каяҫҫӗ;
35
леш тӗнчене ҫитсе вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ,
36
вӗсем ӗнтӗ урӑх вилме пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ангелсемпе танлашаҫҫӗ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑскерсем, вӗсем Турӑ ачисем пулаҫҫӗ.
37
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Моисей те пӗлтернӗ: вӑл ҫунакан тӗм ҫинчен каласа панӑ чухне Ҫӳлхуҫана Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри, тенӗ.
38
Турӑ Вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри: Уншӑн пурте чӗрӗ, тенӗ.
39
Ҫавна хирӗҫ хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсем каланӑ: Вӗрентекен! Эсӗ аван каларӑн, тенӗ.
40
Унран ӗнтӗ нимӗн ҫинчен те ыйтма хӑяйман. Вӑл вара вӗсене каланӑ:
41
епле-ха Христоса Давид ывӑлӗ теҫҫӗ?
42
Псалом кӗнекинче Давид хӑй ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ.
44
Ҫапла Давид Ӑна Ҫӳлхуҫа тет пулсассӑн, Вӑл епле-ха унӑн ывӑлӗ пулма пултарать? тенӗ.
45
Пӗтӗм халӑх итлесе тӑнӑ чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ:
46
кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ, синагогӑсенче малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ;
47
вӗсем тӑлӑх арӑмсенӗн ҫурчӗсене тӗп тӑваҫҫӗ, ҫынна кӑтартасшӑн нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ; ҫавӑншӑн вӗсем пысӑк айӑпа юлӗҫ, тенӗ.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24