bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 10
Luke 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 11 →
1
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус тата урӑх ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ, вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй каяс тенӗ хуласемпе ялсене янӑ,
2
Вӑл вӗсене каланӑ: вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал; ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Хӑйӗн анине ӗҫлекенсем ятӑр.
3
Кайӑр, Эпӗ сире путексене кашкӑрсен хушшине янӑ пек яратӑп.
4
Укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, ура сырри те ан илӗр, ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр.
5
Кирек мӗнле ҫурта кӗрсен те чи малтан: «канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле!» тейӗр;
6
унта канӑҫлӑха тивӗҫлӗ ҫын пулсан, сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ ӑна; пулмасан — хӑвӑрах таврӑнӗ.
7
Пӗр кӗнӗ ҫуртрах пурӑнӑр, вӗсенӗн мӗн ӗҫме-ҫиме пур, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр: ӗҫлекен хӑй ӗҫӗ хакне илме тивӗҫлӗ. Ҫуртран ҫурта куҫса ан ҫӳрӗр.
8
Пӗр-пӗр хулана пырсан, унта сире хапӑл туса мӗн ҫиме парӗҫ — ҫавна ҫийӗр;
9
унти чирлӗ ҫынсене сыватӑр, вӗсене: «сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑхарчӗ» тейӗр.
10
Эхер те пӗр-пӗр хулана пырсан, унта сире хапӑл тумасан, эсир урама тухӑр та ҫапла калӑр:
11
«акӑ сирӗн хулӑрта хамӑрӑн ура ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана та хӑвӑр патӑрах силлесе хӑваратпӑр; ҫапах та пӗлсе тӑрӑр: сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ» тейӗр.
12
Калатӑп сире: сут кунӗ Содома та ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ.
13
Хуйхӑ ҫитӗ сана, Хоразин! хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаида! сире кӑтартнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗлпе сапӑнса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ;
14
ҫавах сутра Тирпа Сидона сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ.
15
Эсӗ те, Капернаум, хӑвна тӳпене ҫитиех ҫӗклӗҫ тетӗн-и? эсӗ тамӑка ҫитиех анса кайӑн.
16
Сире итлекен Мана итлет, сире йышӑнманни Мана йышӑнмасть; Мана йышӑнманни Мана Яракана йышӑнмасть, тенӗ.
17
Ҫитмӗл вӗренекенӗ савӑнса таврӑннӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! Санӑн ятупа пире усалсем те парӑнаҫҫӗ, тенӗ.
18
Вӑл вӗсене каланӑ: шуйттан тӳперен ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек ӳкнине куртӑм Эпӗ;
19
акӑ Эпӗ сире ҫӗленсене, скорпионсене таптама, тӑшманӑн мӗнпур вӑй-хӑватне ҫӗнтерме хӑват патӑм, сире нимӗн те сиен тӑваймӗ;
20
ҫапах эсир усал сывлӑшсем хӑвӑра парӑннишӑн ан савӑнӑр; ятӑрсем тӳпере ҫырӑннишӑн савӑнӑр, тенӗ.
21
Ҫавӑн чухне Иисус Таса Сывлӑш панӑ савӑнӑҫпа хавхаланса ҫапла каланӑ: эй Аттем, эй тӳпепе ҫӗр Ҫӳлхуҫи! Эсӗ ҫакна ӑсчахсенчен, ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарнӑшӑн, ӑна пӗчӗк ачасене пӗлтернӗшӗн Сана мухтатӑп! Эй Аттем! Санӑн ирӗкӳ ҫапла пулнӑ, тенӗ.
22
Унтан вӗренекенӗсем еннелле ҫаврӑнса каланӑ: Аттем пурне те Мана панӑ; Ывӑлӗ камне Ашшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест; Ашшӗ камне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ кама пӗлтерес тет, тата ҫавӑ пӗлет, тенӗ.
23
Унтан вӗренекенӗсем енне ҫаврӑнса ҫавсене ҫеҫ каланӑ: эсир кураканнине куракан куҫсем телейлӗ!
24
Калатӑп сире: пророксемпе патшасем нумайӑшӗ эсир курнине курасшӑнччӗ те — кураймарӗҫ, эсир илтнине илтесшӗнччӗ те — илтеймерӗҫ, тенӗ.
25
Акӑ пӗр саккунҫӑ тӑнӑ та Иисуса сӑнаса каланӑ: Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тӑвас манӑн? тенӗ.
26
Иисус ӑна: саккунра мӗн ҫырнӑ? епле вулатӑн эсӗ? тенӗ.
27
Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм хӑватупа, пӗтӗм ӑсупа юрат; тата ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тесе ҫырнӑ, тенӗ.
28
Иисус ӑна: тӗрӗс каларӑн эсӗ; ҫапла ту, вара ӗмӗрех пурӑнӑн, тенӗ.
29
Лешӗ ҫавах хӑйне тӳрре кӑларасшӑн Иисуса каланӑ: ман ҫывӑх ҫыннӑм кам? тенӗ.
30
Ҫавна хирӗҫ Иисус каланӑ: пӗр ҫын Иерусалимран Иерихона кайма тухнӑ; вӑл вӑрӑ-хурахсене тӗл пулнӑ; лешӗсем ун ҫинчен тумтирне сӳсе илнӗ, хӑйне суранлантарса пӗтерсе, вилес патнех ҫитерсе пӑрахса хӑварнӑ.
31
Ӑнсӑртран ҫав ҫулпа пӗр священник иртсе пынӑ; вӑл ӑна курсах иртсе кайнӑ.
32
Ҫавӑн пекех левит та ҫав тӗлтен иртсе пынӑ чухне пырса пӑхнӑ та иртсе кайнӑ.
33
Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни иртсе пынӑ, суранланнӑ ҫын тӗлне ҫитсессӗн, ӑна курсассӑн, вӑл ӑна хӗрхеннӗ;
34
вара ун патне пырса суранӗсене эрехпе ҫу сӗрсе ҫыхнӑ та ӑна хӑй ашакӗ ҫине лартса хӑна килне илсе ҫитернӗ; унта та тӑрӑшнӑ уншӑн;
35
тепӗр кунне, унтан кайнӑ чухне, вӑл хӑна килӗ хуҫине икӗ динари кӑларса панӑ та: «тӑрӑш-ха уншӑн; ку укҫаран ытла пӗтерсен, эпӗ каялла таврӑннӑ чухне сана тата тӳлӗп» тенӗ.
36
Ӗнтӗ вӑрӑ-хурахсене тӗл пулнӑ ҫыншӑн ҫав виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ ҫывӑххи пулнӑ тесе шухӑшлатӑн эсӗ? тенӗ.
37
Саккунҫӑ: ӑна хӗрхенсе ырӑ тунӑскерӗ, тенӗ. Вара Иисус ӑна каланӑ: кай та эсӗ те ҫапла ту, тенӗ.
38
Вӗсем малалла кайнӑ. Иисус пӗр яла кӗнӗ. Унта Ӑна Марфа ятлӑ пӗр хӗрарӑм хӑй килне илсе кӗнӗ;
39
унӑн Мария ятлӑ йӑмӑкӗ пулнӑ; ҫавӑ Иисус ури патне ларнӑ та Унӑн сӑмахне тӑнланӑ.
40
Марфа вара лайӑх хӑналасшӑн хыпкаланнӑ; вӑл Ун патне пынӑ та каланӑ: Вӗрентекен! йӑмӑкӑм мана пӗчченҫӗмех ӗҫлеттерни Сана нимех те мар-и? каласам ӑна — вӑл мана пулӑштӑрччӗ, тенӗ.
41
Иисус хуравласа каланӑ ӑна: эх, Марфа, Марфа! эсӗ нумайшӑн чӑрманса-хыпкаланса ҫӳретӗн;
42
кирли вара — пӗрре анчах. Мария лайӑх пая суйласа илчӗ, ҫавна унран туртса илеймӗҫ, тенӗ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24