bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 14
Luke 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 15 →
1
Пӗррехинче шӑматкун Иисусӑн пӗр фарисейсен пуҫлӑхӗн килӗнче апатланма тӳр килнӗ; Ӑна сӑнасах тӑнӑ.
2
Акӑ Ун умне шыв чирӗпе асапланакан ҫын пырса тӑнӑ.
3
Ҫав майпа Иисус саккунҫӑсемпе фарисейсенчен ыйтнӑ: шӑматкун чиртен сыватма юрать-и? тенӗ.
4
Лешӗсем чӗнмен. Вара Иисус ӑна сӗртӗнсе сыватнӑ та килне янӑ.
5
Ҫавӑн чухне вӗсене каланӑ: сирӗн хушшӑрта камӑн та пулин ашакӗ е вӑкӑрӗ пусса кайсан, вӑл ӑна, шӑматкун пулсан та, ҫийӗнчех туртса кӑлармӗ-и? тенӗ.
6
Ҫакна хирӗҫ Ӑна нимӗн те калайман.
7
Чӗннӗ хӑнасем малти вырӑнсене суйласа ларнине курсассӑн, вӗсене Вӑл ытарӑш каласа панӑ:
8
сана пӗр-пӗр ҫын туя чӗнсен, эсӗ малти вырӑна кӗрсе ан лар: унӑн чӗннӗ хӑнисем хушшинче, тен, санран хисеплӗреххи пулӗ,
9
вара сана та, ӑна та чӗнекен хуҫа сан патна пырӗ те: «ху вырӑнна ҫакна ларт-ха» тейӗ; ун чухне санӑн намӑсланса чи кайри вырӑна кайса лармалла пулӗ.
10
Хӑвна хӑнана чӗнсен, эсӗ чи кайри вырӑна кӗрсе лар, хӑвна хӑнана чӗнекеннин сан патна пырса: «тусӑм! тӗпелерех иртсе лар» тесе каламалла пултӑр; сана вара хӑвӑнпа пӗрле ларакансем умӗнче хисеп пулӗ:
11
кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ, тенӗ.
12
Тата Хӑйне чӗнсе кӗртекене те каланӑ: эсӗ кӑнтӑрлахи е каҫхи апат тунӑ чухне тусусене, тӑванусене, хурӑнташусене, пуян кӳршӳсене ан чӗн, кайран вӗсем те сана чӗнӗҫ те, ҫавӑ саншӑн ырӑлӑх илни пулӗ.
13
Эсӗ ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑвас пулсассӑн ыйткалакансене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене чӗн:
14
вӗсенӗн сана ырӑпа тавӑрмашкӑн нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа эсӗ телейлӗ пулӑн: уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрсан тавӑрса парӗҫ, тенӗ.
15
Ҫакна илтсессӗн Унпа пӗрле кӗрекере ларакансенчен пӗри каланӑ Ӑна: Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӑкӑр ҫиес ҫын телейлӗ, тенӗ.
16
Вӑл ӑна каланӑ: пӗр ҫын каҫхи пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, йышлӑ хӑна чӗннӗ;
17
ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑчӗ ҫитсен, вӑл хӑйӗн чурине чӗнсе хӑнисем патне: «ӗнтӗ пурте хатӗр — пырӑр» тесе калама янӑ.
18
Анчах лешӗсем, пӗрле сӑмах татнӑ пек, каҫару ыйта пуҫланӑ. Пӗри ӑна каланӑ: «эпӗ ҫӗр туянтӑм, манӑн ҫавна пӑхма каймалла; ӗнтӗ каҫарсам мана» тенӗ.
19
Тепӗри каланӑ: «эпӗ пилӗк мӑшӑр вӑкӑр туянтӑм, ҫавсене ҫӳретсе пӑхма каятӑп; ӗнтӗ каҫарсам мана» тенӗ.
20
Виҫҫӗмӗшӗ тата: «эпӗ авлантӑм, ҫавӑнпа пыраймастӑп» тенӗ.
21
Чури таврӑннӑ та ҫакна хуҫине каласа панӑ. Кил хуҫи вара, ҫилленсе ҫитсе, чурине каланӑ: «часрах хула урамӗсене, тӑкӑрлӑкӗсене кай та ыйткалакансене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене илсе кил кунта» тенӗ.
22
Чури ӗнтӗ: «хуҫамӑм! эсӗ хушнӑ пек турӑм, вырӑн тата та пур-ха» тенӗ.
23
Хуҫи каланӑ ӑна: «эппин, ҫулсем-сукмаксем тӑрӑх кай, ҫатан-вӗрлӗк таврашне ҫитсе ӳкӗтлесе ҫӳре, ҫуртӑм туллиех тултӑр.
24
Калатӑп сире: ҫав чӗнсе хунисенчен манӑн ӗҫкӗ-ҫикӗме пӗри те ӗҫсе ҫиеймӗ: чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенӗ.
25
Иисуспа пӗрле темӗн чухлӗ халӑх пынӑ; Вӑл ҫавӑрӑнса пӑхса вӗсене каланӑ:
26
Ман патӑма килекен хӑй ашшӗне, амӑшне, арӑмне, ачи-пӑчине, пиччӗшне-шӑллӗне, аппӑшне-йӑмӑкне, ҫавӑн пекех тата хӑйӗн пурӑнӑҫне те курайми пулмасан, вӑл Манӑн вӗренекенӗм пулма пултараймасть;
27
кам хӑйӗн хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫавӑ Манӑн вӗренекенӗм пулма пултараймасть.
28
Эсир кам та пулин пашне лартас тесен, малтан вӑл мӗн хака ӳкессине, ӑна туса пӗтерме хатӗрӗ ҫитесси-ҫитмессине шутласа пӑхмӑр-и?
29
Унсӑрӑн никӗсне хурсан, туса пӗтереймесен, куракансем пурте кулӗҫ унран:
30
«ку ҫын тума пуҫларӗ те туса пӗтереймерӗ» тейӗҫ.
31
Е тата пӗр патша тепӗр патшана хирӗҫ вӑрҫа каяс умӗн хӑй ҫине ҫирӗм пин ҫынпа пыракан патшана вунӑ пин ҫынпа хирӗҫ тӑма вӑйӗ ҫитессипе ҫитмесси ҫинчен епле-ха малтан ларса канаш тумӗ?
32
Вӑйӗ ҫитес пек туйӑнмасан, лешӗ аякра чухнех вӑл ун патне килӗшӳ сӗнсе хӑйӗн ҫыннисене ярӗ.
33
Ҫавӑн пекех эсир те нихӑшӗ те, хӑйӗн мӗнпур пурлӑхӗнчен уйӑрӑлмасан, Манӑн вӗренекенӗм пулаймӑр.
34
Тӑвар — ырӑ япала; анчах тӑвар хӑйӗн хӑватне ҫухатсан, ӑна епле хӑват кӗртмелле?
35
Вӑл ӗнтӗ ҫӗре те, тислӗке те юрӑхлӑ мар — ӑна кӑларса тӑкаҫҫӗ. Илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24