bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 13
Luke 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 14 →
1
Ҫав вӑхӑтра пӗрисем пынӑ та Ӑна Галилея ҫыннисем ҫинчен — Пилат вӗсенӗн юнне хӑйсем парне кӳме илсе килнӗ выльӑхсен юнӗпе хутӑштарни ҫинчен — каласа кӑтартнӑ.
2
Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: ҫав Галилея ҫыннисем ҫапла асапланса вилнӗрен вӗсем Галилейӑри ытти ҫынсенчен пуринчен те ҫылӑхлӑрах пулнӑ пулӗ тесе шухӑшлатӑр-и эсир?
3
Калатӑп сире: ҫук; ӳкӗнмесессӗн пурсӑр та ҫаплах пӗтетӗр.
4
Е тата эсир хайхи Силоам пашни ишӗлсе анса вӗлернӗ вунсакӑр ҫын Иерусалимра пурӑнакан ытти ҫынсенчен айӑплӑрах пулнӑ пулӗ тесе шухӑшлатӑр-и?
5
Калатӑп сире: ҫук; ӳкӗнмесессӗн пурсӑр та ҫаплах пӗтетӗр, тенӗ.
6
Унтан ҫак ытарӑша каласа панӑ: пӗр ҫыннӑн хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчине лартнӑ смоква йывӑҫӗ пулнӑ; вӑл ун ҫимӗҫне шырама пынӑ, анчах тупайман;
7
вара пахчаҫӑна каланӑ: «акӑ эпӗ ку смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне шырама виҫҫӗмӗш ҫул килетӗп ӗнтӗ, анчах тупаймастӑп; касса пӑрах ӑна: мӗн вӑл ахалех ҫӗр йышӑнса ларать?» тенӗ.
8
Лешӗ ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «хуҫамӑм! кӑҫаллӑха та хӑварсам ӑна — эпӗ ун тавра кӑпкалатса, тислӗк хурса пӑхам —
9
ҫитес ҫул ҫимӗҫӗ пулмӗ-и; пулмасан вара касса пӑрахӑн» тенӗ.
10
Иисус шӑматкун пӗр синагогӑра вӗрентнӗ.
11
Унта халсӑр тӑвакан усал сывлӑш ернипе вунсакӑр ҫул асапланакан хӗрарӑм пулнӑ: вӑл кукленсех аннӑ пулнӑ, тӳрӗ тӑма пултарайман.
12
Ӑна курсассӑн Иисус чӗнсе илсе каланӑ ӑна: хӗрарӑм! эсӗ чирӗнтен хӑтӑлатӑн, тенӗ.
13
Унтан ун ҫине аллине хунӑ та — лешӗ вара ҫавӑнтах тӳрленсе тӑрса Турра мухтама пуҫланӑ.
14
Ҫавӑн чухне синагога пуҫлӑхӗ, Иисус шӑматкун сыватнӑшӑн ҫилленсе кайса, халӑха каланӑ: ултӑ кун пур, мӗн тӑвассине ҫав кунсенче тӑвас пулать; чиртен сывалмашкӑн ҫав кунсенче килӗр, шӑматкун ан килӗр, тенӗ.
15
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эй икӗ питлӗскер! эсир кашниех хӑйӗн вӑкӑрне е ашакне шӑматкун сырӑш ҫумӗнчен салтса илсе шӑварма ҫавӑтса каймастӑр-и вара?
16
Ҫак Авраам хӗрне, вунсакӑр ҫул хушши шуйттан ҫыхса тӑраканскере, ҫав ҫыхӑран шӑматкун хӑтармалла марччӗ-и? тенӗ.
17
Вӑл ҫапла каланӑ чухне Ӑна хирӗҫ тӑракансем пурте намӑсланнӑ; пӗтӗм халӑх вара Унӑн пур мухтавлӑ ӗҫӗшӗн савӑнса тӑнӑ.
18
Вӑл малалла каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗ мӗн евӗрлӗ? ӑна мӗнпе танлаштарам-ши?
19
Ӑна ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын хӑйӗн пахчине сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи акнӑ; ҫав пӗрчӗ шӑтса ӳснӗ те пысӑк йывӑҫ пулнӑ, ӗнтӗ унӑн турачӗсем хушшине вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑрнӑ, тенӗ.
20
Татах каланӑ: Турӑ Патшалӑхне мӗнпе танлаштарам-ши?
21
Ӑна ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр хӗрарӑм кӑвас чусти илнӗ те ҫавна виҫӗ виҫе ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти йӳҫсе хӑпарнӑ, тенӗ.
22
Унтан Иисус хуласем тӑрӑх, ялсем тӑрӑх вӗрентсе ҫӳресе Иерусалималла кайнӑ.
23
Пӗр ҫын Ӑна: эй Ҫӳлхуҫа! ҫӑлӑнакан чӑнахах та сахал-им? тенӗ. Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ:
24
тӑвӑр хапхаран кӗме тӑрӑшӑр, калатӑп сире: нумайӑшӗ кӗресшӗн пулӗ — анчах кӗреймӗ.
25
Кил хуҫи тӑрса алӑкне питӗрсе хурӗ те, сирӗн вара тул енче тӑрса алӑкран шаккаса: «Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! уҫса кӳртсем пире» темелле пулӗ. Анчах Вӑл сире хирӗҫ: «Эпӗ эсир ӑҫтан килнине пӗлместӗп» тейӗ.
26
Эсир вара калатӑр: «эпир Сан умӑнтах ӗҫсе ҫиеттӗмӗр, Эсӗ пирӗн урамсенчех вӗрентеттӗн» теетӗр.
27
Вӑл ҫапла калӗ: «калатӑп сире: Эпӗ эсир ӑҫтан килнине пӗлместӗп; тӳрӗ мар ӗҫ тӑвакансем, пурсӑр та кайӑр Ман патӑмран!» тейӗ.
28
Эсир Турӑ Патшалӑхӗнче Авраама, Исаака, Иакова тата пур пророка та курсассӑн, хӑвӑра ҫавӑнтан хӑваласа кӑларнине курсассӑн, унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ.
29
Тухӑҫпа анӑҫ енчен, ҫурҫӗрпе кӑнтӑр енчен килӗҫ те Турӑ Патшалӑхӗнче кӗрекене ларӗҫ.
30
Акӑ ӗнтӗ малтисем пулас кайрисем, кайрисем пулас малтисем пур, тенӗ.
31
Ҫав кун темиҫе фарисей пынӑ та каланӑ Ӑна: Эсӗ кунтан тухса кай — Ирод Сана вӗлересшӗн, тенӗ.
32
Вӑл вӗсене каланӑ: кайса калӑр ҫав тилле: акӑ Эпӗ паян та, ыран та усалсене хӑваласа кӑларатӑп, чирлисене сывататӑп, виҫҫӗмӗш кунне вӗҫлӗп;
33
анчах Манӑн паян та, ыран та, тепӗр кун та каймалла-ха, мӗншӗн тесессӗн пророка урӑх ҫӗрте мар, Иерусалимра вӗлереҫҫӗ.
34
Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!
35
Акӑ ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать. Калатӑп сире: хӑвӑр: «Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!» тесе калас вӑхӑт ҫитиччен эсир текех Мана кураймӑр, тенӗ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24