bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 5
Luke 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 6 →
1
Пӗррехинче, Геннисарет кӳлли хӗрринче тӑнӑ чухне, Турӑ сӑмахне итлес тесе Хӑй тавра халӑх кӗпӗрленсе тӑнӑ чухне,
2
Иисус кӳлӗ хӗрринче икӗ кимӗ ларнине курнӑ; пулӑҫисем кимми ҫинчен анса тетелӗсене ҫуса тӑнӑ.
3
Вӑл пӗр кимми ҫине, Симон кимми ҫине, ларнӑ та ӑна ҫыран хӗрринчен кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ; вара халӑха кимӗ ҫинче ларса вӗрентнӗ.
4
Вӗрентме чарӑнсан Симона каланӑ: тарӑнрах ҫӗре ишсе кӗр те, тетелӗрсене карса хурӑр, тенӗ.
5
Симон Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Вӗрентекен! эпир ҫӗрӗпе асапланса та нимӗн те тытаймарӑмӑр; Сан сӑмахна итлесе, тетелӗме карам эппин, тенӗ.
6
Ҫапла тусассӑн вара вӗсенӗн темӗн чухлӗ пулӑ кӗнӗ, ӗнтӗ тетелӗ те ҫурӑла пуҫланӑ.
7
Вӗсем вара тепӗр кимӗ ҫинчи юлташӗсене паллӑ кӑтартса хӑйсене пулӑшма чӗннӗ; лешӗсем пырсан, икӗ киммине те туллиех тултарнӑ та, киммисем те пута пуҫланӑ.
8
Ҫавна курса Петр теекен Симон Иисус ури умне ӳксе: эй Ҫӳлхуҫамӑр! кайсам ман патӑмран: эпӗ — ҫылӑхлӑ ҫын, тенӗ.
9
Хӑйсем ытла та нумай пулӑ тытнӑран Симон та, унпа пӗрле пулнисем те,
10
ҫавӑн пекех Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа Иоанн та, Симонӑн юлташӗсем, хӑрасах кайнӑ. Иисус Симона каланӑ: ан хӑра; паянтан эсӗ ҫын тытакан пулӑн, тенӗ.
11
Вӗсем вара икӗ киммине те ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та, пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
12
Иисус ҫавӑнта пӗр хулара пулнӑ чухне Ун патне тилҫе сӑрса илнӗ пӗр ҫын пынӑ; Иисуса курсассӑн вӑл Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ та Ӑна йӑлӑнса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, тасатас тесессӗн, Эсӗ мана тасатма пултаратӑнҫке! тенӗ.
13
Иисус, аллине тӑсса, ӑна сӗртӗннӗ те: тасатас тетӗп — тасал, тенӗ. Лешӗн ҫинчи тилҫе ҫийӗнчех пӗтнӗ вара.
14
Иисус ӑна ҫакӑн ҫинчен никама та калама хушман, хӑй сывалнине вӗсене ӗнентермешкӗн священника курӑнма тата, Моисей хушнӑ пек, хӑй тасалнӑшӑн парне кӳме каласа янӑ.
15
Ҫавах Ун ҫинчен чап сарӑлнӑҫемӗн сарӑлнӑ; Вӑл вӗрентнине итлемешкӗн, чирӗсенчен сывалмашкӑн Ун патне темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ.
16
Вӑл вара тӑтӑшах ҫын ҫук вырӑна кайса унта кӗлтунӑ.
17
Пӗррехинче, Иисус вӗрентнӗ чухне, унта Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчен тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентекенсем ларнӑ; чирлисене Вӑл Хӑйӗнпе пӗрле Турӑ хӑвачӗ пулнипе сыватнӑ.
18
Акӑ пӗрисем ҫавӑнта шалкӑм ҫапнӑ пӗр ҫынна вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ; ӑна пӳрте йӑтса кӗрсе Иисус умне хурасшӑн пулнӑ;
19
анчах та халӑх нумай пулнӑран ӑна илсе кӗме май тупаймасӑр ҫурт тӑррине улӑхса виттине сирнӗ те ӑна выртан вырӑнӗпех пӳлӗм варрине Иисус умне антарнӑ.
20
Иисус, вӗсем мӗн тӗрлӗ ӗненнине курса, ҫав ҫынна: санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ, тенӗ.
21
Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ӗнтӗ хӑйсем хушшинче: кам вара Ку, Турра хурлаканскер? Турӑсӑр пуҫне кам ҫылӑх каҫарма пултартӑр? тенӗ.
22
Иисус, вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе, ҫапла хуравласа каланӑ: эсир хӑвӑр ӑшӑрта мӗн шухӑшлатӑр?
23
Хӑшӗ ҫӑмӑлтарах калама: «санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ» теме-и? е: «тӑр та — ҫӳре» теме-и?
24
Сире Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма ирӗк пуррине пӗлтермешкӗн, тенӗ те Вӑл унтан шалкӑм ҫапнӑ ҫынна каланӑ: сана калатӑп — тӑр та, вырӑнна илсе, килне кай, тенӗ.
25
Лешӗ ҫав самантрах пурин умӗнчех тӑнӑ та, хӑй выртнӑ вырӑнне илсе, Турра мухтаса, килне кайнӑ.
26
Пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, Турра мухтанӑ; ӗнтӗ хӑраса кайса каланӑ: паян эпир тӗлӗнмелле ӗҫ куртӑмӑр, тенӗ.
27
Ҫакӑн хыҫҫӑн, унтан кайсассӑн, Иисус куланай пухакан вырӑнта ларакан пӗр Левий ятлӑ ҫынна, куланай пухаканскере, курнӑ та ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет.
28
Лешӗ тӑнӑ та, пурне те пӑрахса хӑварса, Ун хыҫҫӑн кайнӑ.
29
Левий хӑй килӗнче Иисус ячӗпе пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ; вӗсемпе пӗрле унта куланай пухакансем те, ытти ҫынсем те нумаййӑн ӗҫсе-ҫисе ларнӑ.
30
Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ӳпкелешсе Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: мӗншӗн эсир куланай пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр? тенӗ.
31
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: эмелҫӗ сыввисене мар, чирлисене кирлӗ;
32
Эпӗ сӑваплисене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ, тенӗ.
33
Вӗсем Ӑна ҫапла каланӑ: Иоанн вӗренекенӗсем тӑтӑшах типӗ тытаҫҫӗ, кӗлӗ тӑваҫҫӗ, фарисейсем те ҫаплах тӑваҫҫӗ, Санӑн вӗренекенӳсем вара ӗҫеҫҫӗ те, ҫиеҫҫӗ те, тенӗ.
34
Вӑл вӗсене каланӑ: эсир туй ачисене кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тыттарайӑр-и?
35
Акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччине туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче типӗ тытӗҫ вара, тенӗ.
36
Вӑл вӗсене тата ытарӑш каласа панӑ: никам та кивӗ тумтир ҫумне ҫӗнӗ тумтиртен чӗрсе илсе саплӑк лартмасть; апла ҫӗнӗ тумтирӗ те пӑсӑлать, ҫӗнӗ саплӑкӗ те кивви ҫумӗнче килӗшмест.
37
Ҫӗнӗ эрехе те никам та кивӗ сӑран хутаҫа тултармасть; апла тусассӑн ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ;
38
ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултарас пулать, вара иккӗшӗ те упранса юлӗ.
39
Никам та кивӗ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ эрех ӗҫесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн: «кивви аванрах» тет вӑл, тенӗ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24