bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 12
Luke 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 13 →
1
Ҫав хушӑра унта темиҫе пин ҫын пухӑннӑ, ӗнтӗ тӑвӑр пулнипе пӗр-пӗрне хӗстернӗ. Иисус малтан Хӑйӗн вӗренекенӗсене кала пуҫланӑ: фарисейсенӗн кӑвас чустинчен — вӗсен икӗпитлӗхӗнчен — сыхланӑр.
2
Пытарса хӑварни йӑлтах ҫиеле тухать, вӑрттӑнни те курӑнать.
3
Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир тӗттӗм ҫӗрте каланине ҫутӑ ҫӗрте илтӗҫ; пӳртре хӑлхаран каланине пӳрт тӑрринче пурте илтмелле кӑшкӑрӗҫ.
4
Сире, Хамӑн тусӑмсене, калатӑп: ӳте вӗлерекеннисенчен, унтан ытла нимӗн те тума пултарайманнисенчен ан хӑрӑр;
5
акӑ камран хӑрамаллине каласа парам сире: камӑн вӗлерсен тамӑка пӑрахма ирӗкӗ пур, ҫавӑнтан хӑрӑр; чӑн калатӑп сире, ҫавӑнтан хӑрӑр.
6
Пилӗк пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка икӗ ассарипе сутмаҫҫӗ-и? ҫапах та Турӑ вӗсене пӗрне те манмасть.
7
Сирӗн пуҫӑр ҫинчи кашни ҫӳҫ пӗрчи те шутра. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ан хӑрӑр: эсир темӗн чухлӗ вӗҫен кайӑкран хаклӑ, тенӗ.
8
Калатӑп сире: кам хӑй Мана ӗненни ҫинчен ҫынсен умӗнче каласа пӗлтерет, ун ҫинчен Этем Ывӑлӗ те Турӑ ангелӗсен умӗнче каласа пӗлтерӗ;
9
кам ҫынсен умӗнче Манран тунать, унран хӑйӗнчен Турӑ ангелӗсен умӗнче тунӗҫ.
10
Этем Ывӑлне хирӗҫ калакана кирек кама та каҫарӗҫ, Таса Сывлӑша хурлакана каҫармӗҫ.
11
Хӑвӑра синагогӑсене тӳресемпе пуҫлӑхсем умне илсе пырсан, мӗнле хуравласси, мӗнле каласси, мӗн каласси пирки ан пӑшӑрханӑр:
12
мӗн каламаллине сире ҫав сехетре Таса Сывлӑш вӗрентӗ, тенӗ.
13
Халӑх хушшинчен пӗри Иисуса каланӑ: Вӗрентекен! манӑн тӑванӑма каласамччӗ, хамӑра юлнӑ пурлӑха мана та уйӑрса патӑр, тенӗ.
14
Иисус ӑна ҫапла каланӑ: эй этем, сире сут тума е пурлӑхӑра уйӑрма кам лартрӗ Мана? тенӗ.
15
Унтан пурне те каланӑ: астӑвӑр, пуянлӑха хапсӑнасран сыхланӑр: этем пурӑнӑҫӗ унӑн пурлӑхӗ нумаййинчен килмест, тенӗ.
16
Унтан вӗсене ытарӑш каласа панӑ: пӗр пуян ҫыннӑн хирӗнче тырри ӑнса пулнӑ;
17
вӑл вара хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: «мӗн тӑвас-ши манӑн? тыррӑма пуҫтарса хума вырӑн ҫук» тенӗ.
18
Унтан каланӑ: «акӑ мӗн тӑвам: кӗлетӗмсене пӑсам та пысӑк кӗлетсем лартам, мӗнпур тыррӑма, мӗнпур пурлӑхӑма ҫавӑнта пуҫтарса хурам,
19
вара чунӑма: эй чунӑм! санӑн пурлӑху нумай ӗнтӗ, темиҫе ҫула ҫитмелӗх те выртать: кан, ӗҫ, ҫи, савӑн» тейӗп, тенӗ.
20
Анчах Турӑ каланӑ ӑна: «эй ӑссӑр! кӗҫӗрех чунна илӗҫ; эсӗ янтӑласа хуни кама юлӗ?» тенӗ.
21
Хӑй валли ҫеҫ мул пуҫтараканӑн, анчах Турӑ умӗнче чухӑн ҫыннӑн ҫапла пулать, тенӗ.
22
Унтан Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: ҫавӑнпа калатӑп сире: хӑвӑр чунӑршӑн — пирӗн мӗн ҫиес тесе, хӑвӑр ӳтӗршӗн — мӗн тӑхӑнас тесе ан пӑшӑрханӑр:
23
чун ҫимӗҫрен, ӳт тумтиртен аслӑрах.
24
Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те; вӗсенӗн управӑшсем те, кӗлетсем те ҫук — вӗсене Турӑ тӑрантарать; эсир кайӑксенчен мӗн чухлӗ пахарах!
25
Сирӗнтен пӗри-пӗри тӑрӑшса хӑй пӗвне пӗр чике чухлӗ те пулин ӳстерме пултарайӗ-и?
26
Ҫапла ӗнтӗ пӗчӗкҫӗ ӗҫе те тӑваймастӑр пулсан, ыттишӗн мӗн тӑрӑшатӑр тата?
27
Лили чечекӗ мӗнле ӳснине пӑхӑр-ха: вӑл ӗҫлемест те, арламасть те; калатӑп сире: тем тӗрлӗ чаплӑ Соломон та нихӑҫан та ҫав пӗр чечекӗ пек тумланайман.
28
Эй сахал ӗненекенсем, паян пур, ыран кӑмакана анчах пӑрахмалла хирти курӑка та Турӑ ҫапла тумлантарать пулсан, сире тата лайӑхрах тумлантармӗ-и Вӑл?
29
Эппин, пирӗн мӗн ӗҫес, мӗн ҫиес тесе ан шырӑр, ан пӑшӑрханӑр;
30
ҫакна пурне те ку тӗнче ҫыннисем шыраҫҫӗ; сире мӗн кирлине вара сирӗн Аҫӑр пӗлсе тӑрать;
31
пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр, ытти вара пурте пулӗ сире, тенӗ.
32
Эй пӗчӗкҫӗ кӗтӗвӗм, ан хӑра! Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл турӗ.
33
Хӑвӑрӑн пурлӑхӑра сутӑр та мӗскӗнсене парӑр. Хӑвӑр валли тӳпере кивелми ҫӳпҫепе иксӗлми мул хатӗрлесе хурӑр: унта вӑрӑ та ҫывӑхараймасть, кӗве те ҫимест:
34
ӗнтӗ пурлӑхӑр ӑҫта, чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ.
35
Пилӗкӗр сирӗн ҫыхнӑ пултӑр, ҫутаткӑҫӑр ҫунса тӑтӑр;
36
эсир, хуҫи туйран таврӑнассине кӗтсе, вӑл килсе шаккасанах уҫмашкӑн хатӗр тӑракан ҫынсем пек пулӑр.
37
Хуҫи килнӗ тӗле сыхӑ тӑракан чурасем телейлӗ; чӑн калатӑп сире: вӑл пилӗкне ҫыхӗ те вӗсене кӗрекене лартӗ, вӗсене хӑй пӑха пуҫлӗ.
38
Вӑл иккӗмӗш хурал черетӗнче таврӑнсан та, виҫҫӗмӗш хурал черетӗнче таврӑнсан та чурисем ҫаплах сыхӑ тӑраҫҫӗ пулсан — ҫав чурасем телейлӗ.
39
Эсир пӗлетӗр: ҫурт хуҫи, вӑрӑ хӑш сехетре пырассине пӗлсен, сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне алтса кӗме памӗччӗ.
40
Эсир те хатӗр тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ, тенӗ.
41
Ҫавӑн чухне Петр Ӑна каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа! ку ытарӑша пире калатӑн-и е пурне те-и? тенӗ.
42
Ҫӳлхуҫа каланӑ: хуҫин кил-ҫуртне пӑхса тӑракан шанчӑклӑ та ӑслӑ тарҫӑ пек пулӑр, хуҫи ӑна ытти тарҫисене вӑхӑтра ҫӑкӑр валеҫсе тӑма та лартӗ.
43
Хуҫи таврӑннӑ чухне чури хӑйне хушнӑ пек туса тӑрать пулсассӑн, вӑл телейлӗ.
44
Чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ.
45
Анчах та ҫав чура хӑй ӑшӗнче: «хуҫам халех килмӗ-ха» тесе, арҫын тарҫӑсене, хӗрарӑм тарҫӑсене хӗнеме пуҫласан, ӗҫсе-ҫисе ӳсӗрӗлсе ҫӳресен,
46
унӑн хуҫи вӑл кӗтмен кун, вӑл шухӑшламан сехетре килӗ те ӑна ҫурмаран касса пӑрахӗ, суя тӗнлисене айӑпланӑ пек айӑплӗ.
47
Хуҫи ирӗкне пӗлсе те хатӗр тӑман, унӑн ирӗкне туман чурана хытӑ хӗнӗҫ.
48
Пӗлмесӗр айӑплама тивӗҫлӗ ӗҫ тунӑ чурана вара сахалтарах хӗнӗҫ. Кама нумай панӑ, унран ыйтасса та нумай ыйтӗҫ; кама нумай шанса панӑ, унран шырасса та нумай шыраса илӗҫ.
49
Эпӗ ҫӗр ҫине вут антарма килтӗм, ӑна ӗнтӗ халех тивертсе ярасчӗ!
50
Асап курмалла Манӑн, ҫавӑ пулса иртессине кӗтсе, Эпӗ питех те тертленетӗп.
51
Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе шухӑшлатӑр-и эсир? Калатӑп сире: ҫук, Эпӗ уйӑрма килнӗ;
52
паянтан вара пӗр ҫуртри пилӗк ҫын уйӑрӑлса, виҫҫӗшӗ — иккӗшне хирӗҫ, иккӗшӗ виҫҫӗшне хирӗҫ тӑрӗҫ:
53
ашшӗ — ывӑлне хирӗҫ, ывӑлӗ ашшӗне хирӗҫ тӑрӗ; амӑшӗ — хӗрне хирӗҫ, хӗрӗ амӑшне хирӗҫ тӑрӗ; хунямӑшӗ — кинне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрӗ, тенӗ.
54
Унтан халӑха та каланӑ: эсир анӑҫ енчен пӗлӗт хӑпарнине курсанах: «ҫумӑр пулать» тетӗр, чӑнах ҫапла пулать;
55
кӑнтӑр енчен ҫил вӗрсессӗн: «шӑрӑх пулать» тетӗр, чӑнах та пулать.
56
Эй икӗ питлӗскерсем! пӗлӗтпе ҫӗр тӗсне чухлама пӗлетӗр, ҫак хальхи вӑхӑта епле пӗлейместӗр?
57
Мӗн пулассине мӗншӗн хӑвӑртан та ӑнланса илейместӗр эсир? тенӗ.
58
Эсӗ хӑвӑнпа тупӑшаканпа пуҫлӑх патне кайнӑ чухне ҫул ҫинче чухнех унран хӑтӑлма тӑрӑш, вӑл сана тӳре патне илсе ан пытӑр, тӳре сана асаплантаракан аллине ан патӑр, асаплантараканӗ вара сана тӗрмене ан хуптӑр.
59
Калатӑп сана: юлашки ҫур пусна памасӑр та унтан тухаймӑн, тенӗ.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24