bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 16
Luke 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 17 →
1
Тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене те каланӑ: пӗр пуян ҫын пулнӑ; унӑн кил-ҫурт пӑхаканни пулнӑ; ҫавӑн ҫинчен ӑна «вӑл санӑн пурлӑхна салатса пӗтерет» тесе хыпар ҫитернӗ;
2
хуҫи ӑна чӗнсе илнӗ те каланӑ: «сан ҫинчен мӗн илтетӗп эпӗ капла? пурлӑхӑма епле пӑхса-упраса тӑни ҫинчен тӗппипе каласа пар — текех эсӗ манӑн кил-ҫуртӑма пӑхса тӑраймастӑн» тенӗ.
3
Вара кил-ҫурт пӑхакан хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: «мӗн тӑвас-ши? хуҫа мана кил-ҫурт пӑхаканран кӑларать; ҫӗр ӗҫлеме пултараймастӑп, ыйткаласа ҫӳреме вӑтанатӑп;
4
кунтан кил-ҫурт пӑхаканран кӑларсан, мана ҫынсем хӑйсем патне илччӗр тесен, мӗн тумаллине пӗлетӗп эпӗ» тенӗ.
5
Унтан вӑл хуҫине парӑм тӳлемелли ҫынсене пӗрерӗн-пӗрерӗн чӗнсе илнӗ те пӗрне каланӑ: «ман хуҫана санӑн мӗн чухлӗ памаллаччӗ-ха?» тенӗ.
6
Лешӗ: «ҫӗр виҫе ҫу» тенӗ. Вӑл ӑна каланӑ: «парӑм хутне ил те, халех лар та «аллӑ» тесе ҫырса хур» тенӗ.
7
Унтан тепӗрне каланӑ: «санӑн мӗн чухлӗ памалла?» тенӗ. Лешӗ: «ҫӗр виҫе тулӑ» тенӗ. Ӑна та каланӑ: парӑм хутне ил те «сакӑрвуннӑ» тесе ҫырса хур, тенӗ.
8
Хуҫи вара кил-ҫуртне пӑхнӑ ултавҫӑ ҫынна ҫапла тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн мухтанӑ: ку ӗмӗрӗн ачисем хӑйсенӗн хушшинче ҫутӑ ачисенчен тавҫӑруллӑрах.
9
Эпӗ те сире калатӑп: ултавпа пухнӑ мулӑрпа хӑвӑр валли туссем тупса хурӑр; хӑвӑр ҫука юлсан, сире вӗсем ӗмӗр пурӑнмалли ҫурта илччӗр.
10
Сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑкли нумаййи тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ, сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑксӑрри нумаййи тӗлӗшӗнчен те шанчӑксӑр.
11
Эсир ӗнтӗ ултавпа пухнӑ пуянлӑх тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ пулмасан, чӑннине сире кам шанса парӗ?
12
Ют пурлӑха шанса пама ҫук пулсан, хӑвӑрӑнне сире кам шанса парӗ?
13
Ниепле чура та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть: вӑл е пӗрне юратӗ, тепӗрне курайми пулӗ, е пӗриншӗн тӑрӑшӗ, тепӗриншӗн тӑрӑшмӗ. Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӗҫлеймӗр, тенӗ.
14
Ҫакна укҫа юратакан фарисейсем те илтнӗ, вӗсем Унран кулнӑ.
15
Вӑл вӗсене каланӑ: эсир хӑвӑра ҫын умӗнче тӳрӗ ҫынсем пек кӑтартатӑр, анчах Турӑ сирӗн чӗрӗре пӗлсе тӑрать: ҫынсем мӗне хисепе хуни Турӑ умӗнче ирсӗр вӑл.
16
Саккунпа пророксем Иоанн киличчен ҫеҫ пулнӑ, халӗ вара Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарӑлать; кирек кам та унта кӗме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать.
17
Ҫапах та саккунри пӗр йӗр те пулин пӑрахӑҫланиччен маларах тӳпепе ҫӗр пӗтӗ.
18
Кирек кам та, арӑмӗнчен уйӑрӑлса тепӗрне качча илет пулсан, аскӑн ӗҫ тӑвать; упӑшкинчен уйӑрӑлнӑ арӑма качча илекен те аскӑн ӗҫ тӑвать.
19
Пӗр ҫын питӗ пуян пулнӑ; вӑл порфирӑпа виссон тӑхӑнса ҫӳренӗ; кулленех чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.
20
Тата пӗр Лазарь ятлӑ кӗлмӗҫ пулнӑ; вӑл, юхан-суранлӑскер, ҫав пуянӑн хапхи умӗнче выртнӑ;
21
вӑл унӑн сӗтелӗ ҫинчен ӳкекен тӗпренчӗксемпе тӑранса пурӑнасшӑн пулнӑ; унӑн суранӗсене йытӑсем пыра-пыра ҫуланӑ.
22
Кӗлмӗҫ вилнӗ, ангелсем ӑна, Авраампа юнашар пултӑр тесе, ун патне илсе кайнӑ; пуян та вилнӗ, ӑна пытарнӑ.
23
Вӑл тамӑкра асапланнӑ чухне ҫӳлелле пӑхнӑ та, аякран Авраампа унӑн ҫумӗнчи Лазаре курса, кӑшкӑрса каланӑ:
24
«эй Авраам аттем! хӗрхенсем мана — Лазаре кунта ярсам, вӑл пӳрни вӗҫне шывпа йӗпетсе манӑн чӗлхеме сивӗтинччӗ; эпӗ ку ҫулӑм ӑшӗнче чӑтма ҫук асапланатӑп» тенӗ.
25
Авраам каланӑ: «ачам! астуса ил-ха: ыррине эсӗ ху пурӑнӑҫӑнта куртӑн ӗнтӗ, Лазарь вара усаллине курчӗ; халӗ вӑл кунта савӑнать, эсӗ асапланатӑн;
26
ҫитменнине тата сирӗнпе пирӗн хушшӑмӑрта — тӗпсӗр шырлан, ҫавӑнпа кунтан сирӗн пата каҫас теекенсем ун пек тӑваймаҫҫӗ, унтан та пирӗн пата каҫаймаҫҫӗ» тенӗ.
27
Лешӗ вара каланӑ: «эй аттем! тархаслатӑп сана, эппин, ӑна манӑн атте килне ярсам:
28
манпа пӗртӑван тата пилӗк ывӑл; вӑл вӗсене каласа пӗлтертӗрччӗ: вӗсен те ҫак асапланмалли вырӑна килмелле ан пултӑрччӗ» тенӗ.
29
Авраам ӑна каланӑ: «вӗсенӗн Моисей тата пророксем пур; ҫавсене итлеччӗр» тенӗ.
30
Лешӗ каланӑ: «ҫук, Авраам атте, вилнисенчен кам та пулин вӗсем патне пырсан, вӗсем ӳкӗнӗччӗҫ» тенӗ.
31
Вара Авраам каланӑ ӑна: «вӗсем Моисее те, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑрас пулсан та ӗненмӗҫ» тенӗ.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24