bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 7
Luke 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 8 →
1
Итлесе тӑракан халӑха Хӑйӗн калас сӑмахне каласа пӗтерсессӗн, || Вӑл Капернаума кайнӑ.
2
Унта пӗр ҫӗрпӳ тарҫи вилес пек чирлӗ выртнӑ, ҫӗрпӳ ӑна питӗ хакланӑ.
3
Иисус ҫинчен илтсен, тарҫине чӗртме килтӗрччӗ тесе йӑлӑнмашкӑн Ун патне иудейсенӗн аслӑ ҫыннисене янӑ.
4
Лешӗсем, Иисус патне пырсан, Ӑна питех те йӑлӑнса каланӑ: вӑл — Санӑн ырӑлӑхна курма тивӗҫлӗ ҫын:
5
вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та лартса пачӗ, тенӗ.
6
Иисус вара вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Вӑл ҫӗрпӳ ҫурчӗ патне ҫитеспе лешӗ Ун патне ҫапла калама тусӗсене янӑ: ан чӑрмансамах, Ҫӳлхуҫамӑр! Эпӗ Сана хамӑн килӗме чӗнме тивӗҫлӗ те мар;
7
ҫавӑнпах, тивӗҫлӗ маррине пулах, Сан патна хам пымарӑм; Эсӗ кала ҫеҫ — манӑн тарҫӑм сывалӗ те.
8
Эпӗ пӑхӑнса тӑракан ҫын пулин те, хамӑн аллӑмри салтаксене пӗрне: «кай» тесен — каять; тепӗрне: «кил» тесен — килет; чурама та: «ҫавна ту» тесен — тӑвать, тенӗ.
9
Ҫакна илтсен Иисус унран тӗлӗннӗ, унтан Хӑй хыҫӗнчен пыракан халӑх еннелле ҫаврӑнса ҫапла каланӑ: калатӑп сире: Эпӗ Израиль хушшинче те ҫакӑн пек ӗненнине курманччӗ, тенӗ.
10
Ҫӗрпӳ янисем каялла таврӑнсан, чирлӗ тарҫӑ сывах пулнине курнӑ.
11
Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус вара Наин ятлӑ хулана кайнӑ; Унпа пӗрле вӗренекенӗсем тата темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.
12
Вӑл хула хапхи патне ҫывӑхарнӑ чухне унтан вилнӗ ҫынна ҫӗклесе тухнӑ; вилни тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ; ҫав арӑмпа пӗрле хуларан халӑх та нумай пынӑ.
13
Иисус, ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: ан йӗр, тенӗ.
14
Унтан Вӑл вилнӗ ҫын вырӑнӗ патне пырса ӑна сӗртӗннӗ те, ҫӗклесе пыракансем чарӑнса тӑнӑ; Иисус: ачам, сана калатӑп — тӑр! тенӗ.
15
Вилнӗскерӗ тӑрса ларнӑ та калаҫа пуҫланӑ; Иисус ӑна амӑшне панӑ.
16
Ҫынсем пурте хӑраса кайнӑ, вӗсем ӗнтӗ Турра мухтаса: пирӗн хушшӑмӑртан аслӑ пророк тухрӗ, Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ, тенӗ.
17
Вӑл ҫапла туни ҫинчен пӗтӗм Иудейӑна, пӗтӗм тавралӑха сӑмах сарӑлнӑ.
18
Иоанӑн вӗренекенӗсем ҫавӑн ҫинчен пӗтӗмпе Иоана каласа кӑтартнӑ.
19
Иоанн вара, хӑйӗн вӗренекенӗсенчен иккӗшне чӗнсе илсе, Иисус патне: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» тесе ыйтма янӑ.
20
Вӗсем Иисус патне пырсан каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн пире Сан патна ыйтма ячӗ: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» терӗ, тенӗ.
21
Ҫав вӑхӑтра Иисус нумай ҫынна чирӗсенчен, суранӗсенчен, усал сывлӑшсенчен сыватнӑ, суккӑрсене те нумайӑшне куракан тунӑ.
22
Иисус вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кайӑр та хӑвӑр мӗн курнине, мӗн илтнине Иоана каласа кӑтартӑр: суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтереҫҫӗ, тейӗр;
23
Ман тӗлӗшӗмрен иккӗленмен ҫын телейлӗ, тенӗ.
24
Иоанн янисем кайсассӑн, Иисус халӑха Иоанн ҫинчен кала пуҫланӑ: эсир пушхире мӗн курма кайрӑр? ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑш курма-и?
25
Мӗн курма кайрӑр вара эсир? ҫемҫе тумтир тӑхӑннӑ ҫынна курма-и? Чаплӑ тумланакансем, тутлӑ ӗҫсе ҫиекенсем патша керменӗнче пурӑнаҫҫӗ.
26
Мӗн курма кайрӑр эсир? пророк курма-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ.
27
Ун ҫинчен: «акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн ангелӑма яратӑп, вӑл Сан валли Сан умӑнти ҫула хатӗрлесе хурӗ» тесе ҫырнӑ, вӑл — ҫавӑ.
28
Калатӑп сире: хӗрарӑмран ҫуралнисенчен Шыва кӗртекен Иоанран аслӑрах пӗр пророк та ҫук; анчах Турӑ Патшалӑхӗнче чи кӗҫӗнни те унран аслӑ, тенӗ.
29
Ӑна итленӗ пӗтӗм халӑх, ӗнтӗ куланай пуҫтаракансем те, Иоанн патӗнче шыва кӗрсе Турра мухтанӑ;
30
фарисейсемпе саккунҫӑсем вара ун патӗнче шыва кӗмен, ҫапла Туррӑн хӑйсемшӗн пулнӑ ирӗкне йышӑнман.
31
Ҫӳлхуҫа вара каланӑ: ҫак ӑру ҫыннисене кампа танлаштарам-ши? кам евӗрлӗ вӗсем?
32
Вӗсем — урамра ларакан, пӗрне-пӗри: «эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр — эсир ташламарӑр, эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑсем юрларӑмӑр — эсир йӗмерӗр» теекен ачасем евӗрлӗ.
33
Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ: ҫӑкӑр та ҫимест, эрех те ӗҫмест; «унӑн ӑшӗнче усал» тетӗр.
34
Этем Ывӑлӗ килчӗ, ӗҫет те, ҫиет те; «Ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать, куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» тетӗр.
35
Ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ, тенӗ.
36
Фарисейсенчен пӗри Иисуса хӑйпе пӗрле апат ҫиме чӗннӗ; Иисус фарисей килне кӗрсе апат ҫиме ларнӑ.
37
Ҫав хулари пӗр хӗрарӑм, ҫылӑхлӑскер, Иисус фарисей ҫуртӗнче апатланнине пӗлнӗ те Ун патне алавастӑр савӑтпа мирӑ илсе пынӑ;
38
вӑл, хыҫалтан пырса, Иисус ури умне чӗркуҫленсе ларнӑ та йӗре-йӗре Унӑн урисене куҫҫулӗпе йӗпетсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ, Унӑн урисене чуптуса мирӑ сӗрнӗ.
39
Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: «Вӑл пророк пулсассӑн Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм» тенӗ.
40
Иисус ун енне ҫаврӑнса: Симон! Эпӗ сана пӗр сӑмах каласшӑн, тенӗ. Лешӗ: кала, Вӗрентекен, тенӗ.
41
Иисус каланӑ: икӗ ҫыннӑн пӗр ҫынна парӑм тӳлемелле пулнӑ: пӗрин — пилӗкҫӗр динари, тепӗрин — аллӑ динари;
42
анчах вӗсен тӳлеме нимӗн те пулман та, ку вӗсене иккӗшне те каҫарнӑ. Кала-ха ӗнтӗ: ҫавсенчен хӑшӗ ӑна ытларах юратӗ? тенӗ.
43
Симон ҫапла хуравласа каланӑ: хӑшне ытларах каҫарнӑ, ҫавӑ тесе шухӑшлатӑп, тенӗ. Иисус ӑна: эсӗ тӗрӗс каларӑн, тенӗ.
44
Унтан хӗрарӑм еннелле ҫаврӑнса, Симона каланӑ: ҫак хӗрарӑма куратӑн-и? Эпӗ сан ҫуртна килтӗм, эсӗ Мана ура ҫума шыв та памарӑн; вӑл Манӑн урана куҫҫулӗпе ҫуса хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлчӗ.
45
Эсӗ Мана чуптумарӑн, вӑл мӗн Эпӗ килнӗренпех Манӑн урасене пӗр чарӑнмасӑрах чуптӑвать.
46
Эсӗ Манӑн пуҫӑма та ҫу сӗрмерӗн, вӑл Манӑн урасене те мирӑ сӗрчӗ.
47
Ҫавӑнпа калатӑп сана: вӑл ҫапла хытӑ юратнӑран унӑн нумай ҫылӑхӗ каҫарӑнать; камӑн ҫылӑхӗ сахал каҫарӑнать, вӑл юратасса та сахал юратать, тенӗ.
48
Хӗрарӑма вара: санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ, тенӗ.
49
Унпа пӗрле ларакансем хӑйсем хушшинче: кам вара ку, ҫылӑх каҫараканскер? тесе калаҫнӑ.
50
Иисус хӗрарӑма: сана ху ӗненни ҫӑлчӗ; лӑпланса каях ӗнтӗ, тенӗ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24