bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 19
Luke 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 20 →
1
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Иерихон хулине кӗрсе ун витӗр иртсе пынӑ.
2
Акӑ пӗр Закхей ятлӑ пуян ҫын, куланай пуҫтаракансен пуҫлӑхӗ,
3
Иисус еплескер-ши Вӑл тесе, ӑна курма тӑрӑшнӑ та, анчах хӑй лутра пулнӑран Ӑна халӑх хушшинчен курма пултарайман;
4
вӑл вара маларах чупса кайнӑ та Ӑна курасшӑн смоква йывӑҫӗ ҫине улӑхса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иисусӑн ҫав йывӑҫ патӗнчен иртсе каймалла пулнӑ.
5
Ҫав тӗле ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ӑна курса каланӑ: Закхей! ан хӑвӑртрах, Манӑн паян санӑн килӳнте пулмалла, тенӗ.
6
Лешӗ вара васкаса аннӑ та Ӑна савӑнсах хӑй патне илсе кӗнӗ.
7
Ҫавна курсан пурте ӳпкелеше пуҫланӑ: Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне кӗчӗ, тенӗ.
8
Вара Закхей тӑнӑ та Иисуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ ӗнтӗ хамӑн пурлӑхӑмӑн ҫуррине чухӑнсене парӑп, тата кама та пулин мӗнле те пулин кӳрентернӗ пулсассӑн, ӑна тӑватӑ хут ытла тавӑрса парӑп, тенӗ.
9
Иисус каланӑ ӑна: паян ҫак киле ҫӑлӑнас кунӗ ҫитрӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ҫын та Авраам ывӑлӗ:
10
Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ, тенӗ.
11
Ҫакна итлесе тӑракансене Вӑл тата пӗр ытарӑш каласа панӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Иерусалим патне ҫывӑхарса пынӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Ӑна итлекенсем Турӑ Патшалӑхӗ те часах ҫитӗ тесе шухӑшланӑ.
12
Вӑл ҫапла каланӑ: || пӗр чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын, патшана ларма ирӗк илсе таврӑнас тесе, инҫетри ҫӗршыва кайма хатӗрленнӗ;
13
вӑл хӑйӗн вунӑ тарҫине чӗнсе илсе, вӗсене вунӑ мина парса каланӑ: «эпӗ таврӑниччен ҫакна ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр» тенӗ.
14
Анчах хӑй ҫӗрӗнчи ҫынсем ӑна курайман; вӗсем ун хыҫӗнчен «вӑл пирӗн патша ан пултӑр» тесе калама ҫынсем янӑ.
15
Патшана ларма ирӗк илсе таврӑнсан, леш ҫынни хӑй укҫа парса хӑварнӑ тарҫисене — кам мӗн чухлӗ тупӑш тунине пӗлмешкӗн — хӑй патне чӗнтернӗ.
16
Пӗри пынӑ та каланӑ: «хуҫамӑм! эсӗ панӑ пӗр мина вунӑ мина тупӑш кӳчӗ» тенӗ.
17
Хуҫи ӑна каланӑ: «аван, эсӗ — ырӑ чура; эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, ҫавӑнпа эсӗ вунӑ хулана тытса тӑракан пуҫлӑх пул» тенӗ.
18
Тепӗри пырса каланӑ: «хуҫамӑм! эсӗ панӑ пӗр мина пилӗк мина тупӑш кӳчӗ» тенӗ.
19
Хуҫи ӑна та каланӑ: «эсӗ те пилӗк хулана тытса тӑракан пуҫлӑх пул» тенӗ.
20
Виҫҫӗмӗшӗ пырса каланӑ: «хуҫамӑм! акӑ санӑн укҫу, эпӗ ӑна тутӑрпа чӗркесе усрарӑм,
21
мӗншӗн тесессӗн эпӗ санран хӑрарӑм: эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын, эсӗ хумасӑрах илетӗн, акмасӑрах выратӑн» тенӗ.
22
Хуҫи ӑна каланӑ: «эй усал чура, ху каланӑ сӑмахпах айӑплам сана: эпӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын иккенне, хумасӑрах илнине, акмасӑрах вырнине пӗле тӑркач,
23
мӗншӗн-ха эсӗ ман кӗмӗле ӗҫе хывмарӑн — таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм» тенӗ.
24
Унтан хӑй умӗнче тӑракансене каланӑ: «унран минӑна илӗр те вунӑ минӑллине парӑр» тенӗ.
25
Ӑна каланӑ: «хуҫамӑр! унӑн вунӑ мина пур» тенӗ.
26
Хуҫи: «калатӑп сире — камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ.
27
Мана хӑйсен патши ан пултӑр теекен леш тӑшманӑмсене кунта илсе килӗр те хам умрах вӗлерӗр» тенӗ.
28
Ҫакна каласан Иисус малалла кайнӑ, Вӑл Иерусалималла улӑхнӑ.
29
Елеон теекен ту тайлӑмӗнче ларакан Виффагипе Вифани патне ҫывӑхарсассӑн, Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ:
30
ҫак хамӑр умри яла кайӑр; унта кӗрсенех кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланман ҫамрӑк ашака куратӑр; ҫавна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр;
31
кам та пулин сире: «мӗншӗн вӗҫертетӗр»? тесе ыйтсассӑн, эсир ӑна ҫапла калӑр: «вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр, тенӗ.
32
Лешӗсем кайнӑ вара, пӗтӗмпе Вӑл каланӑ пек пулнӑ.
33
Вӗсем ҫамрӑк ашака вӗҫертсе илнӗ чухне унӑн хуҫисем вӗсене каланӑ: ашак тихине мӗншӗн вӗҫертетӗр? тенӗ.
34
Вӗсем ҫапла хуравланӑ: вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ, тенӗ.
35
Ӑна вара Иисус патне ҫавӑтса пынӑ; унтан ашак тихи ҫине хӑйсен тумтирне сарса хунӑ та Иисуса ун ҫине хӑпарса ларма пулӑшнӑ.
36
Вӑл пынӑ чухне ҫынсем хӑйсен тумтирне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ.
37
Иисус Елеон тӑвӗ ҫинчен анмалли ҫӗре ҫывӑхарсан, вӗренекенӗсем пурте, темӗн чухлӗн, хӑйсем курнӑ пур хӑватсемшӗн те Турра савӑнӑҫлӑн та хыттӑн кӑшкӑрса мухтама пуҫланӑ:
38
Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен Патша мухтавлӑ! тӳпере канӑҫлӑх, ҫӳлте мухтав! тенӗ.
39
Халӑх хушшинчен хӑш-пӗр фарисейсем Иисуса каланӑ: Вӗрентекен! вӗренекенӳсене чар, тенӗ.
40
Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: калатӑп сире: вӗсем шӑплансан чулсем кӑшкӑрса ярӗҫ, тенӗ.
41
Хула патне ҫывӑхарсан Иисус ун ҫине пӑхса уншӑн йӗрсе янӑ та
42
каланӑ: эх, ҫакӑ кун эсӗ те хӑвна мӗн канӑҫлӑх кӳнине ӑнласа илсенччӗ! анчах халӗ вӑл сан куҫна курӑнмасӑр тӑрать:
43
акӑ эсӗ курас кунсем ҫитӗҫ, тӑшманусем сан тавра ҫӗр алтса ҫаврӑнӗҫ, сана хупӑрласа илӗҫ, сана пур енчен те хӗсӗрлӗҫ;
44
сана тустарса-ҫаратса тухӗҫ, хӑвна та, ачусене те хула хушшинчех ҫапа-ҫапа вӗлерӗҫ, сан вырӑнунта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвна ҫӑлма килнӗ вӑхӑта пӗлмерӗн, тенӗ.
45
Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑлара пуҫланӑ,
46
каланӑ вӗсене: «Манӑн Ҫуртӑм — кӗлӗ ҫурчӗ» тесе ҫырнӑ, эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ.
47
Вӑл кулленех Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ. Аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем тата халӑх пуҫлӑхӗсем Ӑна пӗтерме май шыранӑ,
48
анчах пӗтӗм халӑх пӗр хӑпмасӑр Ӑна итленӗрен вӗсем Ӑна нимӗн те тӑвайман.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24