bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 3
Luke 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 4 →
1
Тиверий кесарь патшана ларни вунпиллӗкӗмӗш ҫула кайсан, Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра тӑнӑ чухне, Галилея пуҫлӑхӗнче Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗн пуҫлӑхӗнче унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайӗн пуҫлӑхӗнче Лисаний тӑнӑ чухне,
2
Анна тата Каиафа аслӑ священник пулнӑ хушӑра, Иоана, Захария ывӑлне, пушхирте Турӑран сӑмах пулнӑ.
3
Иоанн вара Иордан шывӗ таврашӗнче пур тӗлте те ҫылӑх каҫарттармашкӑн ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме вӗрентсе ҫӳренӗ.
4
Ҫавӑн ҫинчен Исаия пророк сӑмахӗсенӗн кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: «Ҫӳлхуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр;
5
айлӑм вырӑнсем пурте тулччӑр, тусемпе сӑртсем пурте лутраланччӑр, кукӑр ҫулсем тӳрленччӗр, тикӗс мар ҫулсем тикӗсленччӗр;
6
вара кирек кам та Турӑ ҫӑлнине курӗ» тенӗ.
7
Иоанн хӑй патне шыва кӗме пыракан халӑха каланӑ: эй ҫӗлен ҫурисем! ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлатӑр тесе кам вӗрентрӗ сире?
8
Эппин, ӳкӗннине юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвӑр; хӑвӑр ӑшӑрта: «пирӗн атте — Авраам» тесе калама ан шухӑшлӑр; калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам валли ачасем тума пултарать.
9
Ӗнтӗ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать: ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа, кирек хӑшне те, касса вута пӑрахаҫҫӗ, тенӗ.
10
Халӑх унран ыйтнӑ: пирӗн мӗн тӑвас ӗнтӗ? тенӗ.
11
Иоанн вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: камӑн икӗ кӗпе пур, вӑл пӗрне тумтир ҫуккине патӑр; камӑн ҫимелли пур, вӑл та ҫаплах тутӑр, тенӗ.
12
Куланай пуҫтаракансем те ун патне шыва кӗме пынӑ; вӗсем унран ыйтнӑ: вӗрентекен! пирӗн мӗн тӑвас? тенӗ.
13
Вӑл вӗсене каланӑ: хӑвӑра илме хушнинчен ытлашши нимӗн те ан илӗр, тенӗ.
14
Салтаксем те унран: пирӗн мӗн тӑвас? тесе ыйтнӑ. Вӑл вӗсене каланӑ: никама та ан хӗсӗрлӗр, ан элеклӗр, хӑвӑра паракан шалупа ҫырлахӑр, тенӗ.
15
Халӑх кӗтсе тӑнӑ чухне, пурте хӑйсен ӑшӗнче Иоанн ҫинчен «ку Христос мар-ши?» тесе шухӑшланӑ вӑхӑтра,
16
Иоанн пурне те ҫапла каланӑ: эпӗ сире шывпа тӗне кӗртетӗп, акӑ манран Хӑватлӑскерӗ килет, эпӗ Унӑн ури сырри чӗнне те салтма тивӗҫлӗ мар;
17
Вӑл сире Таса Сывлӑшпа, вутпа тӗне кӗртӗ. Кӗреҫи те Унӑн Хӑй аллинчех, Вӑл Хӑйӗн йӗтемне тасатӗ те туллине Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне сӳнми вутпа ҫунтарса ярӗ, тенӗ.
18
Вӑл, халӑха Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, ҫапла нумай вӗрентнӗ.
19
Вӑл Ирод пуҫлӑха пиччӗшӗн арӑмӗ Иродиада пирки тата урӑх усал ӗҫсем тунӑшӑн питленӗ.
20
Ирод вара ытти усал ӗҫӗсем ҫумне тата усал ӗҫ хушса Иоана тӗрмене хуптарнӑ.
21
Пӗтӗм халӑх шыва кӗнӗ чухне Иисус та шыва кӗнӗ, Вӑл шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӗлтунӑ вӑхӑтра тӳпе уҫӑлса кайнӑ та,
22
Ун ҫине Таса Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса аннӑ; тата тӳперен: Эсӗ — Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Сан ҫинче! тесе каланӑ сасӑ илтӗннӗ.
23
Иисус Хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ чухне пӗр вӑтӑр ҫулсенче пулнӑ. Ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, Вӑл Иосифӑн, Илийӗн,
24
Матфатӑн, Левийӗн, Мелхийӗн, Ианнайӑн, Иосифӑн,
25
Маттафийӗн, Амосӑн, Наумӑн, Еслимӑн, Наггейӗн,
26
Маафӑн, Маттафийӗн, Семеийӗн, Иосифӑн, Иудӑн,
27
Иоаннанӑн, Рисайӑн, Зоровавелӗн, Салафиилӑн, Нирийӗн,
28
Мелхийӗн, Аддийӗн, Косамӑн, Елмодамӑн, Ирӑн,
29
Иосийӗн, Елиезерӗн, Иоримӑн, Матфатӑн, Левийӗн,
30
Симеонӑн, Иудӑн, Иосифӑн, Ионанӑн, Елиакимӑн,
31
Мелеайӑн, Маинанӑн, Маттафайӑн, Нафанӑн, Давидӑн,
32
Иессейӗн, Овидӑн, Воозӑн, Салмонӑн, Наассонӑн,
33
Аминадавӑн, Арамӑн, Есромӑн, Фаресӑн, Иудӑн,
34
Иаковӑн, Исаакӑн, Авраамӑн, Фарран, Нахорӑн,
35
Серухӑн, Рагавӑн, Фалекӑн, Еверӑн, Салан,
36
Каинанӑн, Арфаксадӑн, Симӑн, Нойӑн, Ламехӑн,
37
Мафусалӑн, Енохӑн, Иаредӑн, Малелеилӑн, Каинанӑн,
38
Еносӑн, Сифӑн, Адамӑн, Туррӑн Ывӑлӗ пулнӑ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24