bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 22
Luke 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 23 →
1
Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ, Пасха ятлӑскер, ҫывӑхарса килнӗ;
2
аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Иисуса вӗлерме вӑрттӑн май шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн халӑхран хӑранӑ.
3
Вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗрин, Искариот теекен Иудӑн, ӑшне шуйттан кӗнӗ;
4
ҫавӑ вара кайнӑ та аслӑ священниксемпе тата пуҫлӑхсемпе вӗсен аллине Иисуса епле тытса парасси ҫинчен калаҫнӑ.
5
Лешӗсем хӗпӗртесех ӳкнӗ, ӑна укҫа пама пулнӑ;
6
вӑл вара сӑмах татнӑ та Ӑна вӗсен аллине халӑх ҫук ҫӗрте тытса пама майлӑ вӑхӑт шыранӑ.
7
Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитнӗ, ҫав кун пасха путекӗ пусмалла пулнӑ;
8
Иисус Петрпа Иоана ҫапла каласа янӑ: кайӑр та хамӑр валли пасха хатӗрлесе хурӑр, тенӗ.
9
Вӗсем Ӑна: ӑҫта хатӗрлеме хушатӑн пире? тенӗ.
10
Вӑл вӗсене каланӑ: акӑ эсир хулана пырса кӗнӗ чухне сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫын тӗл пулӗ; ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑр та вӑл кӗнӗ ҫурта кӗрӗр,
11
вара ҫурт хуҫине калӑр: Вӗрентекен сана: «Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пӗрле пасха ҫимелли пӳлӗм ӑҫта?» тет, тейӗр.
12
Вӑл сире ҫӳлти пӳлӗме — пысӑк та тирпейлӗ пӳлӗме — кӑтартӗ; ҫавӑнта хатӗрлӗр, тенӗ.
13
Вӗсем кайнӑ, пурте пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулнӑ, вара пасха хатӗрлесе хунӑ.
14
Вӑхӑт ҫитсен Иисус ҫиме ларнӑ, Унпа пӗрле вуникӗ апостолӗ те ларнӑ,
15
Вӑл вӗсене каланӑ: Эпӗ ҫак пасхӑна Хамӑн асапӑм ҫитиччен ҫав тери сирӗнпе пӗрле ларса ҫиесшӗнччӗ;
16
калатӑп сире: вӑл Турӑ Патшалӑхӗнче пулса ҫитиччен Эпӗ ӗнтӗ ӑна урӑх ҫимӗп, тенӗ.
17
Унтан Вӑл курка илсе Турра тав тунӑ та каланӑ: ҫакна илӗр те пӗр-пӗрне парӑр, пурте ӗҫӗр;
18
калатӑп сире: Эпӗ ӗнтӗ Турӑ Патшалӑхӗ килмесӗр иҫӗм ҫырли эрехне урӑх ӗҫмӗп, тенӗ.
19
Унтан ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, ӑна сирӗншӗн тытса параҫҫӗ; ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр, тенӗ.
20
Каҫхи апат хыҫҫӑн ҫавӑн пекех тата курка илнӗ те каланӑ: ҫак курка Манӑн сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа хунӑ Ҫӗнӗ Халал.
21
Акӑ Мана тытса параканӑн алли Манпа пӗрле, сӗтел хушшинчех;
22
ӗнтӗ Этем Ывӑлӗ малтан палӑртса хунӑ ҫулпах пырать, анчах Ӑна тытса паракан ҫынна хуйхӑ ҫитӗ, тенӗ.
23
Вӗренекенӗсем вара хӑйсен хушшинчен кам ҫапла тума пултарать-ха? тесе пӗр-пӗринчен ыйта пуҫланӑ.
24
Тата вӗсем пӗр-пӗринпе хӑйсем хушшинче кама аслӑраххи тесе хисеплемелли пирки тавлашнӑ.
25
Вӑл вара вӗсене каланӑ: патшасем халӑхсемпе хуҫаланаҫҫӗ, халӑхсене тытса тӑракансене «ырӑлӑх тӑвакансем» теҫҫӗ;
26
эсир апла мар: сирӗн хушшӑрта асли кӗҫӗнни пек пултӑр; пуҫлӑх пулса тӑраканни тарҫӑ пек пултӑр.
27
Хӑшӗ аслӑ — кӗрекере лараканни-и, ӗҫлесе тӑраканни-и? кӗрекере лараканни мар-и вара? Эпӗ вара — сирӗн хушшӑрта ӗҫлесе тӑракан тарҫӑ пек.
28
Эсир Мана йывӑр килнӗ чухне Манпа пӗрле пултӑр,
29
Мана Аттем Патшалӑх панӑ пек, Эпӗ те сире Патшалӑх парса хӑваратӑп:
30
Манӑн Патшалӑхӑмра, Ман сӗтелӗм хушшинче ӗҫсе ҫийӗр, Израилӗн вуникӗ ӑрӑвне сут тумашкӑн аслӑ пукан ҫине ларӑр, тенӗ.
31
Ҫӳлхуҫа тата каланӑ: Симон! Симон! акӑ шуйттан сире тулӑ пӗрчисене алланӑ пек аллама ирӗк илчӗ;
32
анчах Эпӗ, эсӗ ӗненни ан иксӗлтӗр тесе, саншӑн кӗлтурӑм; эсӗ те ӳлӗмрен, Ман енне ҫаврӑнсан, тӑванусене тӗреклӗлентер, тенӗ.
33
Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑм! эпӗ Санпа пӗрле тӗрмене кайма та, вилме те хатӗр, тенӗ.
34
Иисус каланӑ ӑна: Петр, калатӑп сана: кӗҫӗр, автан авӑтичченех, эсӗ Мана пӗлмӗш пулса виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.
35
Унтан вӗсене каланӑ: Эпӗ сире михӗсӗр, хутаҫсӑр, ура сыррисӗр янӑ чухне сирӗн мӗн те пулин ҫитменни пулчӗ-и? тенӗ. Лешӗсем: ҫитменни нимӗн те пулмарӗ, тенӗ.
36
Вара Вӑл вӗсене каланӑ: халӗ ӗнтӗ михӗ пурри миххине илтӗр, хутаҫ та илтӗр; камӑн ҫук, вӑл тумтирне суттӑр та хӗҫ туянтӑр;
37
калатӑп сире: Ман пирки «усал ҫынсен шутне кӗртнӗ» тесе ҫырни пулса иртмелле. Ман ҫинчен ҫырни вӗҫленсе пырать, тенӗ.
38
Вӗсем: Ҫӳлхуҫамӑр! акӑ кунта икӗ хӗҫ пур, тенӗ. Вӑл вӗсене: ҫитет, тенӗ.
39
Унтан тухсан Иисус яланхи пекех Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ; Ун хыҫӗнчен вӗренекенӗсем те пынӑ.
40
Вырӑнне ҫитсен Вӑл вӗсене каланӑ: кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр, тенӗ.
41
Хӑй вара вӗсен патӗнчен чул ывӑтса ҫитерес чухлӗ кайнӑ та чӗркуҫленсе ларса ҫапла каласа кӗлтунӑ:
42
эй Аттем! Эсӗ ҫак куркана Манран ирттерсе яма кӑмӑл тӑвӑсӑнччӗ, анчах Манӑн ирӗкӗм мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр, тенӗ.
43
Ун патне ҫӳлтен ангел анса тӗреклӗлетнӗ Ӑна.
44
Тертленекенскер, Иисус тата хытӑрах кӗлтунӑ: Унӑн тарӗ ҫӗре тӑкӑнакан юн тумламӗ пек тумланӑ.
45
Кӗлтунӑ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешӗсем хуйхӑпа аптӑраса ҫывӑрса кайнине курнӑ,
46
вӗсене каланӑ: эсир ҫывӑратӑр-и? тӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр, тенӗ.
47
Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах халӑх пырса ҫитнӗ; халӑх умӗнчен вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗри, Иуда ятли, пынӑ, вӑл Иисуса чуптӑвас тесе Ун патне пынӑ. Хӑйӗнпе пынисене вӑл ҫавнашкал паллӑ пама пулнӑ: эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ пулӗ, тенӗ.
48
Иисус ӑна каланӑ: Иуда! Этем Ывӑлне чуптусах тытса паратӑн-им? тенӗ.
49
Ӗҫ ӑҫталла сулӑннине курсассӑн, Иисуспа пӗрле пынисем каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! хӗҫсене кӑларар мар-и? тенӗ.
50
Вӗсенчен пӗри ӗнтӗ хӗҫҫине аслӑ священник чури ҫине сулса янӑ та унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ.
51
Вара Иисус каланӑ: ан тивӗр, ҫитӗ, тенӗ. Унтан вӑл тарҫӑ хӑлхине сӗртӗнсе сыватнӑ ӑна.
52
Хӑйне хирӗҫ пухӑнса пынӑ аслӑ священниксене, Турӑ Ҫуртне пӑхса тӑракан пуҫлӑхсене, аслӑ ҫынсене Иисус каланӑ: Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалчасемпе тухнӑ.
53
Эпӗ куллен сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнчеччӗ, эсир ун чухне Ман ҫине аллӑра ҫӗклемерӗр, халӗ ӗнтӗ — сирӗн вӑхӑтӑр, сӗмлӗх ирӗкӗ, тенӗ.
54
Иисуса ярса тытнӑ та аслӑ священник ҫуртне илсе кайнӑ. Петр хыҫалтан аякран пынӑ.
55
Картиш варрине вут чӗртсе пӗрле пуҫтарӑнса ларсан, вӗсен хушшине Петр та пырса ларнӑ.
56
Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Петр вут умӗнче ларнине курсан, ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та: ку та Унпа пӗрлеччӗ, тенӗ.
57
Петр хӗрарӑм тарҫӑна: эпӗ ӑна палламастӑп, тесе Иисусран туннӑ.
58
Кӑштахран ӑна тепӗри курнӑ та: эсӗ те вӗсен ушкӑнӗнченех, тенӗ. Петр ҫав ҫынна та: ҫук-ҫке, тенӗ.
59
Сехете яхӑн вӑхӑт иртсен тата тепӗри ҫине тӑрсах каланӑ: ку та чӑнах Унпа пӗрлеччӗ, ку — Галилея ҫынни, тенӗ.
60
Петр ҫав ҫынна: эсӗ мӗн каланине пӗлместӗп, тенӗ. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах сасартӑк автан авӑтса янӑ.
61
Ҫавӑн чухне Иисус Петр ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑ; Петр вара хӑйне Иисус мӗн каланине — «автан авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хутчен тунӑн» тенӗ сӑмаха — аса илнӗ.
62
Унтан тухса кайса питӗ хытӑ йӗнӗ.
63
Иисуса сыхласа тӑракансем Ӑна мӑшкӑлланӑ, хӗненӗ;
64
Унӑн куҫне хупласа, Ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа ярса: Эсӗ пророк пулсан, кала-ха — Сана кам ҫапрӗ? тенӗ.
65
Ӑна ӗнтӗ тӗрлӗрен усал сӑмах каласа хурланӑ.
66
Тул ҫутӑлсанах халӑх пуҫлӑхӗсем, аслӑ священниксем тата кӗнекеҫӗсем синедрион канашне пуҫтарӑннӑ, Ӑна ҫавӑнта илсе пынӑ та
67
каланӑ: Христос Эсӗ-и? кала пире, тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: каласан та эсир ӗненес ҫук,
68
хӑвӑртан ыйтсан та — эсир Мана хуравласа калас ҫук, Мана ярас та ҫук;
69
кунтан малашне Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енне ларӗ, тенӗ.
70
Вара пурте: апла Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ-им? тенӗ. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Вӑл Эпӗ тесе эсир калатӑр, тенӗ.
71
Вӗсем вара каланӑ: кӳнтеленсем кӑтартни мӗне кирлӗ тата пире? эпир хамӑр Ун ҫӑварӗнченех илтрӗмӗр ӗнтӗ, тенӗ.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24