bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Luke 9
Luke 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 10 →
1
Иисус вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илсе вӗсене пур усал сывлӑша та хӑваласа кӑларма, чирсенчен сыватма хӑват та, ирӗк те панӑ;
2
унтан вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе, чирлисене сыватса ҫӳреме янӑ.
3
Вӑл вӗсене каланӑ: ҫул ҫине нимӗн те — туя та, хутаҫ та, ҫӑкӑр та, кӗмӗл те — ан илӗр, тумтир те икшер ан пултӑр;
4
пӗр ҫурта кӗрсен ҫавӑнтах тӑрӑр, кайнӑ чухне ҫавӑнтанах тухса кайӑр.
5
Ӑҫта та пулсан сире хапӑл тумасан, эсир ҫав хуларан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫумӗнчи тусана силлесе хӑварӑр, ку вӗсене хирӗҫ кӳнтелени пулӗ, тенӗ.
6
Вӗренекенӗсем тухса кайнӑ та ялсем тӑрӑх Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, пур ҫӗрте те чирлисене сыватса ҫӳренӗ.
7
Ирод, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑраканскер, Иисус тунӑ пӗтӗм ӗҫ ҫинчен илтнӗ те тӗлӗнсе-аптӑраса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗрисем: Ку — вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иоанн, тенӗ;
8
тепӗрисем: Илия килнӗ, тенӗ; тата тепӗрисем: авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ, тенӗ.
9
Ирод каланӑ: эпӗ Иоанн пуҫне кастартӑм; апла кам-ши Ку? Ун ҫинчен эпӗ тӗлӗнтермӗш сӑмахсем илтетӗп, тенӗ. Вӑл вара Ӑна курасшӑн пулнӑ.
10
Апостолсем таврӑннӑ та хӑйсем мӗн-мӗн туни ҫинчен Иисуса каласа кӑтартнӑ; Вӑл вара Хӑйпе пӗрле вӗсене анчах илсе Вифсаида ятлӑ хула ҫывӑхӗнчи пушӑ ҫӗре кайнӑ.
11
Анчах та халӑх, ҫавна пӗлсе, Ун хыҫҫӑн кайнӑ; Иисус, вӗсене хапӑл туса, вӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ, сываласшӑн йӑлӑнакансене сыватнӑ.
12
Кун каҫ еннелле сулӑна пуҫланӑ. || Вуникӗ вӗренекенӗ Ун патне пырса каланӑ: халӑха тытса ан тӑрсамччӗ, вӗсем таврари ялсене ҫӗр выртма кайччӑр та апат-ҫимӗҫ тупчӑр: эпир кунта пушӑ ҫӗрте, тенӗ.
13
Вӑл вӗсене каланӑ: вӗсене эсир ҫимелли парӑр, тенӗ. Вӗсем каланӑ: пирӗн пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук; ҫак мӗнпур халӑх валли апат-ҫимӗҫ пирӗн сутӑн кайса илес-и-мӗн? тенӗ.
14
Ҫыннисем вара пӗр пилӗк пине яхӑн пулнӑ. Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: вӗсене йӗрки-йӗркипе аллӑшарӑн лартса тухӑр-ха, тенӗ.
15
Вара ҫапла тунӑ, пурне те лартса тухнӑ.
16
Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе, ҫӳлелле пӑхса пилленӗ те халӑха валеҫсе памашкӑн хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ.
17
Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлашки татӑкӗсене тата вуникӗ кунтӑ пухнӑ.
18
Пӗррехинче Иисус улах ҫӗрте кӗлтунӑ, вӗренекенӗсем те Унпа пӗрле пулнӑ. Вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: халӑх Мана кам вырӑнне хурать? тенӗ.
19
Вӗсем ҫапла хуравласа каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, хӑшӗсем — Илия вырӑнне; тепӗрисем тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ теҫҫӗ, тенӗ.
20
Вӑл вӗсенчен тата ыйтнӑ: эсир хӑвӑр Мана кам вырӑнне хуратӑр? тенӗ. Петр каланӑ: Турӑ Христосӗ вырӑнне, тенӗ.
21
Вӑл вӗсене ҫавӑн ҫинчен никама та калама хушман,
22
Вӑл ӗнтӗ Этем Ывӑлӗ нумай асапланасси ҫинчен, аслӑ ҫынсем, аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Ӑна вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланӑ.
23
Унтан пурне те каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырас теекенӗ хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пытӑр.
24
Хӑй чунне упраса хӑварас теекенӗ ӑна ҫухатӗ; хӑйӗн чунне Маншӑн ҫухатаканӗ ӑна упраса хӑварӗ.
25
Ҫын пӗтӗм тӗнчене тытса тӑракан пулса, анчах хӑйне хӑй пӗтерсессӗн е хӑйне сиен тусассӑн, ӑна мӗн усси пулӗ?
26
Кам та кам Манран, Манӑн сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗн мухтавлӑхӗпе, Ашшӗн тата сӑваплӑ ангелсенӗн мухтавлӑхӗпе килнӗ чухне унран вӑтанӗ.
27
Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Патшалӑхне курмасӑр вилмӗҫ, тенӗ.
28
Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн пӗр сакӑр кунран Вӑл Хӑйпе пӗрле Петра, Иоана тата Иакова илсе ту ҫине кӗлтума улӑхнӑ.
29
Кӗлтунӑ чухне Унӑн сӑнӗ улшӑннӑ, тумтирӗ шап-шурӑ, ялтӑртатса тӑракан пулнӑ.
30
Акӑ Унпа икӗ ҫын калаҫса тӑнӑ, вӗсем Моисейпе Илия пулнӑ;
31
мухтавлӑн курӑннӑскерсем, вӗсем Унӑн пурӑнӑҫӗ Иерусалимра вӗҫленмелли ҫинчен калаҫнӑ.
32
Петра та, унпа пӗрле пулнисене те ыйхӑ пуснӑ; вӑрансассӑн вӗсем Иисус мухтавлӑхне тата Унпа пӗрле тӑракан икӗ ҫынна курнӑ.
33
Ҫав ҫынсем Ун патӗнчен кайнӑ чухне Петр, хӑй мӗн каланине хӑй те пӗлмесӗр, Иисуса ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! кунта лайӑх пире; атьӑр виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне — Сан валли, тепӗрне — Моисей валли, тата тепӗрне — Илия валли, тенӗ.
34
Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах пӗр пӗлӗт курӑннӑ, ҫавӑ вӗсене хупӑрласа илнӗ; пӗлӗт ӑшне пулсан, вӗсем хӑраса ӳкнӗ.
35
Пӗлӗт варринчен: Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Ӑна итлӗр, тесе калакан сасӑ илтӗннӗ.
36
Ҫак сасӑ шӑплансассӑн Иисус каллех пӗчченех юлнӑ. Вӗренекенӗсем вара хӑйсем мӗн курни ҫинчен ҫав кунсенче никама та каламан.
37
Тепӗр кунне, ту ҫинчен ансассӑн, Иисуса темӗн чухлӗ халӑх кӗтсе илнӗ.
38
Халӑх хушшинчен сасартӑк пӗр ҫын кӑшкӑрса каланӑ: эй Вӗрентекен! йӑлӑнатӑп Сана, манӑн ывӑлӑма пырса пӑхсам, манӑн ҫак ывӑл анчах:
39
ӑна усал тытса пӑрахать те, вӑл сасартӑк кӑшкӑрса ярать; ӑна шӑнӑр туртса лартать, ҫӑварӗнчен кӑпӑк тухать; усал ӑна йӑлт асаплантарса пӗтерсен ҫеҫ сирӗлет;
40
усал сывлӑша хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсене йӑлӑнтӑм та, вӗсем пултараймарӗҫ, тенӗ.
41
Иисус ҫапла хуравласа каланӑ; эх, ӗненмен, пӑсӑлнӑ ӑру! Манӑн хӑҫанччен сирӗнпе пӗрле пулмалла-ши? хӑҫанччен тӳсмелле-ши сире? ывӑлна кунта илсе кил, тенӗ.
42
Лешӗ Ун патне пынӑ чухнех усал сывлӑш ӑна тытса пӑрахса чӗтретме пуҫланӑ; Иисус усал сывлӑша чарса ачана сыватнӑ та ашшӗне панӑ.
43
Пурте вара Туррӑн аслӑлӑхӗнчен тӗлӗннӗ. Ҫапла пурте Иисус мӗн тунинчен тӗлӗнсе тӑнӑ чухне Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ:
44
ҫак сӑмахсене эсир хӑлхӑра чикӗр: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, тенӗ.
45
Анчах вӗсем ҫав сӑмаха ӑнланайман: вӗсемшӗн вӑл пӗлмелле мар пулнӑ, вӗсем ӑна пӗлеймесӗрех юлнӑ; ҫавӑн ҫинчен Хӑйӗнчен ыйтма хӑранӑ.
46
Вӗсен: «пирӗн хушшӑмӑрта хӑшӗ аслӑрах-ши?» теекен шухӑш ҫуралнӑ.
47
Иисус, вӗсен ӑшӗнчи шухӑша пӗлсе, пӗр ачана илнӗ те ӑна Хӑй умне тӑратса
48
каланӑ вӗсене: кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑвакан Мана яракан Аттене хапӑл тӑвать; сирӗн хушшӑрта кам хӑйне чи кӗҫӗне хурать, ҫавӑ чи асли пулӗ, тенӗ.
49
Ҫавӑн чухне Иоанн каланӑ: Вӗрентекен! эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан ҫынна куртӑмӑр; хӑй пирӗнпе ҫӳремен пирки эпир ӑна чартӑмӑр, тенӗ.
50
Иисус ӑна каланӑ: ан чарӑр; кам сире хирӗҫ мар, вӑл сирӗн майлӑ, тенӗ.
51
Хӑйне ку тӗнчерен илес кунсем ҫывӑхара пуҫласассӑн, Иисус Иерусалима кайма шутланӑ;
52
Вӑл вара Хӑй умӗнчен хыпарҫисене янӑ; лешӗсем кайнӑ та Иисус пынӑ ҫӗре хатӗрлесе хума Самарири пӗр яла кӗнӗ;
53
анчах Иисуса унта йышӑнман, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Иерусалима каякан ҫулҫӳревҫӗ пек курӑннӑ.
54
Ҫавна курсан Унӑн вӗренекенӗсем Иаковпа Иоанн ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! кӑмӑлу пулсан эпир, Илия тунӑ пек, тӳперен вут-ҫулӑм антарса, ҫавсене пӗтерме хушӑпӑр, тенӗ.
55
Вӑл, вӗсен еннелле ҫаврӑнса, вӗсене чарса каланӑ: эсир хӑвӑр мӗнлине пӗлместӗр;
56
Этем Ывӑлӗ ҫын чунне пӗтерме килмен, ҫӑлма килнӗ, тенӗ. Унтан вӗсем урӑх яла кайнӑ.
57
Вӗсем ҫулпа пынӑ чухне Иисуса пӗр ҫын каланӑ: Вӗрентекен! Эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, тенӗ.
58
Иисус ӑна каланӑ: тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур; Этем Ывӑлӗн вара пуҫне чикме те вырӑнӗ ҫук, тенӗ.
59
Тепӗрне: Ман хыҫран пыр, тенӗ. Лешӗ каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! малтан мана аттеме кайса пытарма ирӗк парсамччӗ, тенӗ.
60
Иисус ӑна ҫапла каланӑ: вилнисене вилнисемех пытарччӑр; эсӗ вара кай та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳре, тенӗ.
61
Тата тепӗри каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, анчах малтан мана килтисемпе сывпуллашма ирӗк парсамччӗ, тенӗ.
62
Иисус ӑна каланӑ: аллине акапуҫ тытсан каялла ҫавӑрӑнса пӑхакан Турӑ Патшалӑхӗшӗн шанӑҫлӑ мар вӑл, тенӗ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24