bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 1
Revelation 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 2 →
1
Иисус Христос ӳлӗмхине, кӗҫех пулассине, уҫса пани — Ӑна ҫакна Турӑ Хӑйӗн чурисене кӑтартмашкӑн пӗлтернӗ. Иисус Христос вара ҫавна Хӑйӗн ангелӗ урлӑ Хӑйӗн чурине Иоана кӑтартнӑ;
2
Иоанн ӗнтӗ Турӑ сӑмахне, Иисус Христос пӗлтернине, хӑй мӗн курнине каласа панӑ.
3
Ҫакӑ ӳлӗмхи ҫинчен каланӑ сӑмахсене вулакан, вуланине итлесе тӑракансем, унта мӗн ҫырнине уяса тӑракансем телейлӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑхӑт ҫывӑх.
4
Иоанн — Асийӑри ҫичӗ Чиркӗве: Пурринчен, яланах Пулнинчен, Килекеннинчен, Унӑн аслӑ пуканӗ умӗнче тӑракан ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран — чӑн Кӳнтеленрен, вилнисенчен чи малтан Чӗрӗлсе Тӑнинчен, ҫӗр ҫинчи патшасенӗн Патшинчен — сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр; Вӑл пире юратса ҫылӑхӑмӑрсенчен Хӑйӗн Юнӗпе ҫуса тасатнӑ,
6
пире Туррӑн, Хӑй Ашшӗнӗн, патшисем, священникӗсем туса хунӑ, — Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав та, хӑват та пултӑр, аминь.
7
Акӑ Вӑл пӗлӗтсем ҫинче килет, Ӑна пур куҫ та курӗ, Ӑна хӑйсем чиксе шӑтарнисем те курӗҫ; вара Ун умӗнче ҫӗр ҫинчи йӑхсем пурте йӗрсе ярӗҫ. Ку чӑн, аминь.
8
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — Альфа, Омега, Пуҫламӑшӗ те, Вӗҫӗ те; Эпӗ — Пурри, Яланах Пулни, Килесси, Пурне те Тытса Тӑраканӗ, тет.
9
Эпӗ, сирӗн Иоанн тӑванӑр, Иисуспа пӗрлескер, сирӗнпе пӗрле Патшалӑхшӑн, Иисус Христосшӑн пӗтӗм хӗн-хура тӳснӗскер, Патмос теекен утрав ҫинче пултӑм — мана унта Турӑ Сӑмахӗшӗн, Иисус Христос ҫинчен пӗлтернӗшӗн ячӗҫ.
10
Ҫӳлхуҫа кунӗнче мана Турӑ Сывлӑшӗ ҫавӑрса илнӗччӗ, ҫавӑн чухне эпӗ хам хыҫра трупа сасси пек хӑватлӑ сасӑ илтрӗм; ҫав сасӑ каларӗ:
11
мӗн куратӑн, ҫавна кӗнекене ҫыр та Асийӑри ӗненекен ушкӑнсене (Чиркӳсене) — Эфес, Смирна, Пергам, Фиатира, Сардис, Филадельфи тата Лаодики хулисене — яр, терӗ.
12
Эпӗ хампа кам калаҫнине пӗлесшӗн каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм; ҫаврӑнса пӑхсассӑн ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ куртӑм;
13
ҫичӗ ҫутаткӑҫ варринче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер тӑратчӗ; Вӑл подир тӑхӑннӑччӗ, кӑкӑрӗ ҫинчен ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑччӗ.
14
Пуҫӗ те, ҫӳҫӗ те Унӑн шурӑ ҫӑм пек, юр пек шап-шурӑччӗ; куҫӗсем вут ҫулӑмӗ пекехчӗ.
15
Урисем кӑмакара хӗртнӗ пӑхӑр евӗрлӗччӗ; сасси вара темӗн чухлӗ шыв кӗрленӗ евӗрлӗччӗ.
16
Сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса тӑратчӗ; ҫӑварӗнчен икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ тухса тӑратчӗ, сӑнӗ тӑр-кӑнтӑрла ҫиҫсе тӑракан хӗвел евӗрлӗччӗ.
17
Ӑна курсассӑн эпӗ Унӑн ури умне вилнӗ пек ӳкрӗм. Вӑл Хӑйӗн сылтӑм аллине ман ҫине хучӗ те каларӗ мана: ан хӑра: Эпӗ — Малтанхи, Кайранхи,
18
Эпӗ чӗрӗ; Эпӗ вилнӗччӗ, акӑ ӗнтӗ ӗмӗр-ӗмӗрех чӗрӗ, аминь. Тамӑкпа вилӗм уҫҫисем Манра.
19
Ӗнтӗ ху мӗн курнине, халӗ мӗн пуррине, ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулассине ҫырса хур.
20
Эсӗ Манӑн сылтӑм аллӑмра курнӑ ҫичӗ ҫӑлтӑрпа ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: ҫичӗ ҫӑлтӑр — ҫичӗ Чиркӗвӗн ангелӗсем пулаҫҫӗ; эсӗ курнӑ ҫичӗ ҫутаткӑҫ — ҫичӗ Чиркӳ пулать.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22