bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 19
Revelation 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 20 →
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере йышлӑ халӑх савӑнӑҫлӑн шавланӑ евӗрлӗ сасӑ илтрӗм; ҫав сасӑ каларӗ: аллилуия! ҫӑлӑнӑҫпа мухтав, хисеппе хӑват пирӗн Турӑра!
2
Унӑн сучӗсем чӑн, тӳрӗ: ытла та аскӑн арӑма — аскӑнлӑхӗпе пӗтӗм ҫӗре пӑснӑ арӑма — Вӑл айӑпа хӑварчӗ, Хӑйӗн чурисенӗн юнне унран шыраса илчӗ, терӗ.
3
Иккӗмӗш хут каларӗҫ: аллилуия! Унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех тухса тӑрать, терӗҫ.
4
Вара ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫынпа тӑватӑ чӗрчун: аминь! аллилуия! тесе, патша пуканӗ ҫинче ларакан Турра ӳксе пуҫҫапрӗҫ.
5
Унтан патша пуканӗ енчен ҫапла калакан сасӑ илтӗнчӗ: Турӑ чурисем, Унран хӑраса тӑракансем, кӗҫӗнни те, асли те, пурте хамӑр Туррӑмӑра мухтӑр! терӗ.
6
Эпӗ вара йышлӑ халӑх шавӗ пек, нумай шыв кӗрленӗ пек, хӑватлӑ аслати кӗмсӗртетнӗ пек сасӑ илтрӗм; ҫав сасӑ каларӗ: аллилуия! Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Турӑ патшана ларчӗ!
7
Савӑнар, хӗпӗртенер! Ӑна мухтавлар: Путек туйӗ ҫитрӗ, Унӑн арӑмӗ туя хатӗр тӑрать:
8
ӑна ҫап-ҫутӑ таса виссон тӑхӑнтартнӑ, терӗ. (Виссон вӑл сӑваплӑ ҫынсен тасалӑхӗ пулать.)
9
Унтан ангел мана каларӗ: «Путек туйне чӗннӗ ҫынсем телейлӗ» тесе ҫырса хур. Мана тата каларӗ: ҫаксем Туррӑн чӑн сӑмахӗсем, терӗ.
10
Ӑна пуҫҫапасшӑн эпӗ унӑн ури умне ӳкрӗм. Анчах вӑл мана ҫапла каларӗ: асту, кун пек ан ту. Эпӗ — сана тата Иисус Христос ҫинчен пӗлтерсе тӑракан тӑванусене пулӑшса тӑраканӗ ҫеҫ. Эсӗ Турра пуҫҫап: Иисус ҫинчен Хыпар пӗлтерекенӗ пророкла калать, терӗ.
11
Унтан эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине куртӑм — акӑ шурӑ лаша, ӑна Утланни Шанчӑклӑ ятлӑ, Чӑнни ятлӑ. Вӑл тӳрӗ сут тӑвать, тӗрӗс вӑрҫӑ вӑрҫать.
12
Унӑн куҫӗсем — вут ҫулӑмӗ пек, пуҫӗнче — темӗн чухлӗ пуҫкӑшӑль; Ун ҫине ят ҫырса хунӑ, ӑна Хӑйсӗр пуҫне никам та пӗлмест.
13
Вӑл юнпа пӗвеннӗ тумтир тӑхӑннӑ. Унӑн ячӗ — Турӑ Сӑмахӗ.
14
Ун хыҫҫӑн шурӑ лашасем утланнӑ, шап-шурӑ виссон тӑхӑннӑ ҫӳлти ҫарсем пыраҫҫӗ.
15
Халӑхсене пӗтермешкӗн Унӑн ҫӑварӗнчен ҫивчӗ хӗҫ тухса тӑрать; Вӑл вӗсене тимӗр туяпа кӗтет; Вӑл Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн хаяр ҫиллин эрехне урипе таптаса кӑларать.
16
Унӑн тумтирӗ ҫине, Унӑн пӗҫҫи ҫине ят ҫырса хунӑ: патшасенӗн Патши, хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи тесе ҫырнӑ.
17
Эпӗ тата тепӗр ангела куртӑм — вӑл хӗвел ҫинче тӑратчӗ; вӑл тӳпере ҫӳлте вӗҫекен мӗнпур кайӑка хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: вӗҫсе килӗр, Туррӑн каҫхи аслӑ апатне пухӑнӑр:
18
патшасен виллисене, вӑйлисен виллисене, пинпӳсен виллисене, лашасен виллисене, вӗсене утланнӑ ҫынсен виллисене, ирӗклисен тата чурасен виллисене, кӗҫӗннисен тата аслисен виллисене ҫиме пуҫтарӑнӑр! терӗ.
19
Эпӗ ӗнтӗ тискер кайӑка, ҫӗр ҫинчи патшасене, вӗсенӗн ҫарӗсене куртӑм — вӗсем лаша ҫинче Лараканпа, Унӑн ҫарӗпе ҫапӑҫма пухӑннӑ.
20
Тискер кайӑка ярса тытрӗҫ, унпа пӗрле суя пророка та тытрӗҫ — тискер кайӑк умӗнче ҫав суя пророк кӗтретсем кӑтартнӑ, ҫапла вӑл тискер кайӑк паллине йышӑннисене, унӑн сӑнне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вӗсене иккӗшне те кӳкӗртпе ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ.
21
Ыттисене лаша ҫинче Лараканӑн ҫӑварӗнчен тухакан хӗҫпе вӗлерсе пӗтерчӗҫ; вӗсен виллисемпе мӗнпур вӗҫен кайӑк тӑранчӗ.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22