bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 12
Revelation 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 13 →
1
Унтан тӳпере хӑватлӑ паллӑ — хӗвел тӑхӑннӑ арӑм — курӑнчӗ: унӑн ури айӗнче — уйӑх, пуҫӗнче — вуникӗ ҫӑлтӑртан тунӑ пуҫкӑшӑль.
2
Унӑн ҫийӗнче пурччӗ, ҫӑмӑлланнӑ чухне вӑл ыратнипе асапланса кӑшкӑрчӗ.
3
Тӳпере тата тепӗр паллӑ курӑнчӗ: акӑ ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ темӗн пысӑкӑш хӗрлӗ аҫтаха; пуҫӗсем ҫинче — ҫичӗ пуҫкӑшӑль;
4
вӑл тӳпери ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайне хӳрипе шӑлса илсе ҫӗр ҫине пӑрахрӗ. Ҫак аҫтаха ҫӑмӑлланакан арӑм умне, ҫуратсанах унӑн Ачине ҫисе ярасшӑн, пырса тӑчӗ.
5
Арӑм Ывӑл Ача ҫуратрӗ — ҫак Ача пур халӑхсене те тимӗр туяпа пӑхса тӑмалла; арӑмӑн Ачине Турӑ патне, Унӑн аслӑ пуканӗ умне, илсе кайрӗҫ.
6
Арӑмӗ хӑй пушхире чупса кайрӗ — унта ун валли Турӑ вырӑн хатӗрлесе хунӑ, ҫавӑнта ӑна пин те икҫӗр утмӑл кун тӑрантарса усрамалла пулнӑ.
7
Унтан тӳпере вӑрҫӑ пуҫланчӗ: Михаилпа унӑн ангелӗсем аҫтахана хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ, аҫтахапа унӑн ангелӗсем вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ,
8
анчах чӑтса тӑраймарӗҫ, вӗсем валли тӳпере вырӑн пулмарӗ.
9
Ҫапла вара «шуйттан» теекен, «сатана» теекен аслӑ аҫтахана, авалхи ҫӗлене, пӗтӗм тӗнчене илӗртсе улталакана, ҫӗре сирпӗтрӗҫ, унӑн ангелӗсене те унпа пӗрле сирпӗтрӗҫ.
10
Вара эпӗ тӳпере ҫапла хыттӑн калакан сасӑ илтрӗм: паян пирӗн Туррӑмӑрӑн ҫӑлас кунӗ, хӑвачӗ, Патшалӑхӗ ҫитрӗ; Ун Христосӗн ирӗкӗ килчӗ: пирӗн тӑванӑмӑрсем ҫинчен Туррӑмӑр умӗнче кунӗн-ҫӗрӗн элек паракан элекҫӗне сирпӗтрӗҫ.
11
Вӗсем ӑна Путек Юнӗпе, хӑйсем каласа пӗлтернӗ сӑмахпа ҫӗнтерчӗҫ, мӗн виличченех вӗсем хӑйсен чунне хӗрхенмерӗҫ.
12
Эй тӳпе, эй унта пурӑнакансем, савӑнӑр! Эй ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансем, сире вара хуйхӑ ҫитӗ: сирӗн патӑра шуйттан анчӗ, хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе, сирӗн патӑра вӑл хаяррӑн анчӗ, терӗ.
13
Аҫтаха, хӑйне ҫӗр ҫине пӑрахнине курсассӑн, Ывӑл Ача ҫуратнӑ арӑма хыҫран хӑваларӗ.
14
Ҫӗленрен тарса пушхире, хӑй валли хатӗрленӗ вырӑна, вӗҫсе кайтӑр тесе, пӗр вӑхӑт, икӗ вӑхӑт тата ҫур вӑхӑт иртиччен ҫавӑнта тӑранса пурӑнтӑр тесе арӑма пысӑк ӑмӑрткайӑкӑн икӗ ҫунатне пачӗҫ.
15
Арӑма шывпа юхтарса ярасшӑн ҫӗлен ун хыҫҫӑн хӑйӗн ҫӑварӗнчен ҫырма пек шыв пӗрӗхтерсе кӑларчӗ.
16
Анчах арӑма ҫӗр пулӑшрӗ: вӑл ҫӑварне уҫрӗ те аҫтаха хӑй ҫӑварӗнчен пӗрӗхтерсе кӑларнӑ шыва ҫӑтса ячӗ.
17
Ҫӗлен ӗнтӗ арӑма ҫилленсе талӑрсах ҫитрӗ; вара ҫав арӑмӑн ытти ачисемпе — Турӑ ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫласа тӑракансемпе, Иисус Христос вӗрентнине уяса тӑракансемпе — ҫапӑҫма кайрӗ.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22