bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 22
Revelation 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
1
Унтан мана ангел чӗрӗлӗх шывӗ юхса выртакан юханшыва кӑтартрӗ, вӑл кристалл пек йӑлтӑртататчӗ. Вӑл Турӑпа Путекӗн аслӑ пуканӗ айӗнчен юхса тухать,
2
тӗп урам варрипе юхать, юханшывӑн ку енче те, леш енче те чӗрӗлӗх йывӑҫӗ ӳсет; вӑл ҫулталӑкра вуникӗ хут ҫимӗҫ ӳстерсе уйӑхсерен ҫимӗҫ кӳрет; йывӑҫ ҫулҫисем — халӑхсене сиплемешкӗн.
3
Ӗнтӗ ылханли нимӗн те пулмӗ; унта Турӑпа Путекӗн аслӑ пуканӗ ларӗ, Унӑн чурисем Ӑна ӗҫлесе тӑрӗҫ.
4
Унӑн сӑнне курӗҫ, Унӑн ячӗ вӗсен ҫамки ҫинче пулӗ.
5
Унта каҫ пулмӗ, ӗнтӗ вӗсене ҫутаткӑҫ та, хӗвел ҫути те кирлӗ пулмӗ: вӗсене Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫутатса тӑрать; вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех патшара ларӗҫ.
6
Ангел мана каларӗ: ку сӑмахсем чӑн, тӗрӗс. Сӑваплӑ пророксен Турри кӗҫех мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене кӑтартмашкӑн Хӑй ангелне ячӗ, терӗ.
7
«Акӑ кӗҫех пыратӑп! ҫак кӗнекери ӳлӗмхине пӗлтерекен сӑмахсене уяса тӑракан телейлӗ!»
8
Эпӗ, Иоанн, ҫакна куртӑм та, илтрӗм те. Илтсе, курса пӗтерсессӗн, хама ҫакна кӑтартакан ангела пуҫҫапмашкӑн ун ури умне ӳкрӗм.
9
Анчах вӑл мана каларӗ: асту, кун пек ан ту, эпӗ — сана, санӑн пророк тӑванусене тата ҫак кӗнекери сӑмахсене уяса тӑракансене пулӑшса тӑраканӗ ҫеҫ. Эсӗ Турра пуҫҫап, терӗ.
10
Мана тата каларӗ: ҫак кӗнекери ӳлӗмхине пӗлтерекен сӑмахсене питӗрсе ан усра: вӑхӑт ҫывӑх.
11
Усал ҫын усал ӗҫне тата тутӑр; ирсӗрри тата ытларах ирсӗрлентӗр; тӳрӗ ҫын тата ытларах тӳрӗ ӗҫ тутӑр, таси тата ытларах тасалтӑр, терӗ.
12
«Акӑ кӗҫех пыратӑп, тавӑрса парасси Манӑн Хампа пӗрле, пурне те ӗҫӗсем тӑрӑх тавӑрса парӑп.
13
Эпӗ — Альфа тата Омега, Пуҫламӑшӗ тата Вӗҫӗ, Малтанхи тата Кайранхи».
14
Турӑ ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫласа тӑракансем телейлӗ: вӗсем чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне тутанӗҫ, хулана хапха витӗр кӗрӗҫ.
15
Хула тулашӗнчисем вӗсем — йытӑсем, тухатмӑшсем, аскӑнчӑксем, ҫынвӗлеренсем, йӗрӗхсене пуҫҫапакансем, тӗрӗсмарлӑха кӑмӑлласа, ӑна туса тӑракансем.
16
Эпӗ, Иисус, ӗненекен ушкӑнсене ҫакна каласа кӑтартмашкӑн Хамӑн ангелӑма ятӑм. Эпӗ — Давид Тӑхӑмӗ, унӑн тымарӗнчен тухнӑ Хунав. Эпӗ — ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр.
17
Сывлӑш та, ҫураҫнӑ хӗр те: кил! теҫҫӗ. Илтекен те: кил! тетӗр. Ӑшӗ хыпни килтӗр, илес теекен чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр.
18
Ҫак кӗнекери ӳлӗмхине пӗлтерекен сӑмахсене илтекене кирек кама та эпӗ ҫапла калатӑп: кам вӗсен ҫумне мӗн те пулин хушать, ун ҫине Турӑ ҫак кӗнекере ҫырнӑ асапсене ярӗ.
19
Ӳлӗмхине пӗлтерекен ҫак кӗнекери сӑмахсенчен кам хӑшне те пулин кӑларса пӑрахать, Турӑ ҫавна чӗрӗлӗх йывӑҫӗ патне те ямӗ, сӑваплӑ хулана та кӗртмӗ, вӑл ҫак кӗнекере мӗн ҫырнине те нимӗн те илеймӗ.
20
Ҫакӑн ҫинчен Пӗлтерекенӗ калать: акӑ кӗҫех пыратӑп! тет. Аминь, эй Иисус Ҫӳлхуҫамӑр, кил!
21
Пуринпе те Иисус Ҫӳлхуҫа тивлечӗ пултӑр! Аминь.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22