bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 5
Revelation 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 6 →
1
Унтан эпӗ аслӑ пукан ҫинче Лараканӑн сылтӑм аллинче шалтан та, тулашӗнчен те ҫырнӑ, ҫичӗ пичетпе пичетленӗ кӗнеке куртӑм.
2
Тата эпӗ хӑватлӑ ангела куртӑм. Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса ыйтрӗ: ҫак кӗнекене уҫса унӑн пичечӗсене хӑпӑтма кам тивӗҫлӗ? терӗ.
3
Ҫавӑ кӗнекене уҫма, уҫса пӑхма пултараканни никам та — тӳпере те, ҫӗр ҫинче те, ҫӗр айӗнче те — тупӑнмарӗ.
4
Ҫавӑ кӗнекене уҫса вулама е уҫса та пулин пӑхма тивӗҫли никам та тупӑнманран эпӗ хурланса йӗрсе ятӑм.
5
Вара ватӑ ҫынсенчен пӗри мана каларӗ: ан йӗр; акӑ Иуда йӑхӗнчен тухнӑ арӑслан, Давид тӑхӑмӗ, ҫӗнтерчӗ; Вӑл ку кӗнекене уҫса унӑн ҫичӗ пичетне хӑпӑтма пултарать, терӗ.
6
Пӑхрӑм та — акӑ тӑватӑ чӗрчун варринчи аслӑ пуканпа ватӑ ҫынсем хушшинче ӗнтӗ пуснӑ путек пек Путек тӑрать; Вӑл ҫичӗ мӑйракаллӑ, ҫичӗ куҫлӑ, ҫак куҫсем — Туррӑн пӗтӗм ҫӗр ҫине янӑ ҫичӗ сывлӑшӗ.
7
Вӑл пычӗ те аслӑ пукан ҫинче Лараканӑн сылтӑм аллинчен кӗнекине илчӗ.
8
Кӗнекене илсессӗн тӑватӑ чӗрчунпа ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын Путек умне ӳксе пуҫҫапрӗҫ; ҫав ҫынсен кашнийӗн кӗсле тата фимиам тултарнӑ ылтӑн курка — ку вӑл сӑваплӑ ҫынсен кӗлли — пурччӗ.
9
Вӗсем ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: Эсӗ кӗнекене илме, унӑн пичечӗсене хӑпӑтма тивӗҫлӗ: Сана пуснӑ, парнене кӳнӗ, Эсӗ пире — тӗрлӗ йӑхрисене, тӗрлӗ чӗлхеллисене, тӗрлӗ халӑхсене, тӗрлӗ ӑрусене — Хӑвӑн Юнупа ҫӑлса илтӗн;
10
хамӑрӑн Туррӑмӑр валли пире патшасемпе священниксем турӑн; эпир ӗнтӗ ҫӗр ҫинче патша пулса тӑрӑпӑр, теҫҫӗ.
11
Унтан эпӗ аслӑ пукан тавра, чӗрчунсемпе ватӑсем тавра темӗн чухлӗ ангел куртӑм, вӗсенӗн сассине илтрӗм; вӗсенӗн шучӗ вунӑ пиншерӗн вунӑ пинччӗ, пин хут пинччӗ.
12
Вӗсем янӑравлӑн мухтавлатчӗҫ: пуснӑ Путек хӑват та, пуянлӑх та, ӑслӑлӑх та, тӗрек те, хисеп те, мухтав та, пиллӗх те илме тивӗҫлӗ! терӗҫ.
13
Тата ҫакна илтрӗм эпӗ: мӗн пултарни пурте — тӳпери те, ҫӗр ҫинчи те, ҫӗр тӗпӗнчи те, тинӗсри те, унта мӗн пурри пурте — мухтавларӗҫ: аслӑ пукан ҫинче Лараканпа Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех чаплӑх та, хисеп те, мухтав та, хӑват та пултӑр, терӗҫ.
14
Тӑватӑ чӗрчун вара: аминь! терӗ. Ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана ӳксе пуҫҫапрӗ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22