bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 17
Revelation 17
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 18 →
1
Ҫичӗ курка тытнӑ ҫичӗ ангелтан пӗри пычӗ те мана ҫапла каларӗ: ҫывӑхарах кил! эпӗ сана нумай юханшыв хӗрринче ларакан аскӑнран та аскӑн арӑма сут тунине кӑтартам,
2
унпа ҫӗр ҫинчи патшасем аскӑнланчӗҫ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ун аскӑнлӑхӗн эрехне ӗҫсе ӳсӗрӗлетчӗҫ, терӗ.
3
Мана, Сывлӑш ҫавӑрса илнӗскере, пушхире илсе кайрӗ; эпӗ унта хӗрлӗ тискер кайӑк ҫинче ларакан арӑма куртӑм, тискер кайӑкӗ ҫичӗ пуҫлӑччӗ, вунӑ мӑйракаллӑччӗ, хӑй Турра хурлакан ятсемпе витӗннӗччӗ.
4
Арӑм хӗрхӗлтӗм те хӗрлӗ тумтир тӑхӑннӑ, ылтӑнпа, хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе эрешленнӗ, аллине хӑйӗн аскӑн ӗҫӗн ирсӗрлӗхӗпе тасамарлӑхне туллиех тултарнӑ ылтӑн курка тытнӑ.
5
Ҫамки ҫине ят, вӑрттӑн ят, ҫырса хунӑ: «Аслӑ Вавилон — ҫӗр ҫинчи аскӑн хӗрарӑмсен, йӗрӗнчӗксен амӑшӗ» тенӗ.
6
Пӑхатӑп та — ҫав арӑм сӑваплӑ ҫынсен юнне, Иисус ҫинчен каласа пӗлтерекен ҫынсен юнне ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ. Ҫав арӑма курсан эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм.
7
Ангел мана каларӗ: эсӗ мӗншӗн тӗлӗнетӗн? эпӗ сана ҫак арӑмӑн тата вӑл ларса ҫӳрекен ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑкӑн вӑрттӑнлӑхне каласа парӑп.
8
Эсӗ курнӑ тискер кайӑк вӑл пурччӗ, халӗ ҫук; вӑл тӗпсӗр вырӑнтан тухӗ те пӗтме кайӗ; ҫӗр ҫинче пурӑнакансем — ячӗсене тӗнче пуҫланнӑранпа чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырманнисем — тискер кайӑк пур ҫӗртен ҫук пулса тӑнине, унтан каллех килнине курсассӑн тӗлӗнӗҫ.
9
Кунта ӑслӑлӑха пӗлсе ҫитнӗ ӑс кирлӗ. Ҫичӗ пуҫ — арӑм ларакан ҫичӗ ту,
10
ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫичӗ патшана та пӗлтерет: вӗсенчен пиллӗкӗшӗ пӗтрӗҫ, пӗри пур, тепӗри — ҫиччӗмӗшӗ — килмен-ха; килсессӗн те вӑл нумаях тӑмӗ.
11
Пур ҫӗртен ҫук пулса тӑнӑ тискер кайӑк — саккӑрмӗш, вӑл — ҫиччӗшӗнчен пӗриех, вӑл пӗтме кайӗ.
12
Эсӗ курнӑ вунӑ мӑйрака вунӑ патшана пӗлтерет; вӗсем патшалӑх илмен-ха; тискер кайӑкпа пӗрле вӗсем пӗр сехет хушши патша пулӗҫ.
13
Вӗсенӗн пӗр тӗллев, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен вӑйне, хӑйсен ирӗкне тискер кайӑка парӗҫ.
14
Вӗсем Путекпе вӑрҫӑ вӑрҫӗҫ, Путек вӗсене ҫӗнтерӗ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл — хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи, патшасенӗн Патши; тата Унпа пӗрле — чӗннисем, суйласа илнисем, шанчӑклисем, терӗ.
15
Мана татах каларӗ: эсӗ аскӑн арӑм ларакан ҫӗрте курнӑ юханшывсем вӗсем — этемсем, халӑхсем, йӑхсем, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ӑрусем.
16
Эсӗ курнӑ тискер кайӑкӑн вунӑ мӑйраки аскӑн арӑма курайми пулӗ, вӗсем ӑна тустарса тухӗҫ, ҫарамас хӑварӗҫ, ӳтне ҫисе ярӗҫ, ӑна вутра ҫунтарса ярӗҫ:
17
Турӑ вӗсен чӗрине Хӑй ирӗкне пурӑнӑҫлантарас енне сулӑнтарнӑ, ҫав ирӗке пурӑнӑҫлантарса, Турӑ сӑмахӗсем вырӑна килсе пӗтиччен вӗсен патшалӑхне тискер кайӑк аллине памалла тунӑ.
18
Эсӗ курнӑ арӑм ҫӗр ҫинчи патшасенӗн патши пулса тӑракан аслӑ хула пулать, терӗ.
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 18 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22