bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 6
Revelation 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 7 →
1
Унтан эпӗ Путек ҫичӗ пичетрен пӗр пичетне хӑпӑтса илнине куртӑм тата тӑватӑ чӗрчунран пӗри аслати авӑтнӑ пек хӑватлӑ сасӑпа: кил кунта! тенине илтрӗм.
2
Пӑхрӑм та — акӑ шурӑ лаша, ӑна ухӑ тытнӑ ҫын утланнӑ, пуҫӗнче — хӑйне тивӗҫнӗ пуҫкӑшӑль; вӑл ҫӗнтерме тухнӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек тухрӗ.
3
Путек тепӗр пичете хӑпӑтса илсессӗн, иккӗмӗш чӗрчун: кил кунта! тенине илтрӗм.
4
Унтан тепӗр лаша тухрӗ — вут-ҫулӑм пек хӗрлӗскер; ҫынсем пӗрне-пӗри вӗлерччӗр тесе, ӑна утланнӑ ҫынна ҫӗр ҫинчи канӑҫлӑха пӗтерме хушнӑ. Ӑна пысӑк хӗҫ панӑ.
5
Путек виҫҫӗмӗш пичетне хӑпӑтса илсессӗн, виҫҫӗмӗш чӗрчун: кил кунта! тенине илтрӗм. Пӑхрӑм та — акӑ хура лаша, ӑна аллине виҫе тытнӑ ҫын утланнӑ.
6
Унтан тӑватӑ чӗрчун енчен сасӑ илтӗнчӗ, ҫав сасӑ каларӗ: пӗр хиникс тулӑ пӗр динари тӑрать; виҫӗ хиникс урпа та пӗр динари тӑрать; анчах йывӑҫ ҫӑвӗпе эрехе ан тӗкӗн, терӗ.
7
Путек тӑваттӑмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, тӑваттӑмӗш чӗрчун сассине: кил кунта! тенине илтрӗм.
8
Пӑхрӑм та — акӑ шуранка лаша, ӑна Вилӗм ятлӑ юланутҫӑ утланнӑ. Унӑн хыҫӗнчен Тамӑк пырать. Ӑна ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайне хӗҫпе, выҫлӑхпа, мур чирӗпе, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксемпе вӗлерсе пӗтерме ирӗк панӑ.
9
Путек пиллӗкӗмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, парне вырӑнӗ айӗнче эпӗ Турӑ сӑмахне тата хӑйсем ӗненнине ҫирӗплетсе кӑтартнӑшӑн вӗлернӗ ҫынсенӗн чунӗсене куртӑм.
10
Вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса каларӗҫ: эй Святой Патша, Чӑн Турӑ, Эсӗ хӑҫанччен ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пирӗн юншӑн сут тумасӑр тӑрӑн-ши, хӑҫанччен вӗсене тавӑрмасӑр тӑрӑн-ши? терӗҫ.
11
Ӗнтӗ вӗсене пурне те шурӑ тумтир панӑ, тата вӗсене кӑштах — хӑйсен йышӗ хӑйсене вӗлернӗ пекех вӗлерес тӑванӗсемпе, пӗрле ӗҫлекеннисемпе тулса ҫитиччен — тӑхтама хушнӑ.
12
Путек улттӑмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, пӑхрӑм та — акӑ ҫӗр хӑрушла кисренсе кайрӗ, хӗвел хуйхӑ тумтирӗ пек хуралчӗ, уйӑх юн пек хӗрелчӗ.
13
Тӳпери ҫӑлтӑрсем ҫӗр ҫине тӑкӑнчӗҫ — ҫил-тӑвӑл тулакан смоква йывӑҫӗсем хӑйсен пиҫмен ҫырлисене тӑкнӑ евӗр тӑкӑнчӗҫ вӗсем.
14
Тӳпе те чӗркем пек чӗркенсе ҫухалчӗ; пӗтӗм ту, пӗтӗм утрав хӑйӗн вырӑнӗнчен тапранчӗ.
15
Ҫӗр ҫинчи патшасем те, аслӑ улпутсем те, пуянсем те, пинпӳсем те, вӑйлисем те, пур тӗрлӗ чура та, ирӗкри пур тӗрлӗ ҫын та — пурте ҫӗр шӑтӑкӗсене, ту хушӑкӗсене пытанчӗҫ,
16
ӗнтӗ тусене, чул хысаксене тархасларӗҫ: пирӗн ҫине ӳкӗр, пире аслӑ пукан ҫинче Ларакан сӑнӗнчен, Путек ҫиллинчен пытарӑр:
17
Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ килчӗ, ӑна кам чӑтса тӑрайӗ? терӗҫ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22