bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 8
Revelation 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 9 →
1
Путек ҫиччӗмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, тӳпере пӗр ҫур сехет пек шӑплӑх тӑчӗ.
2
Эпӗ Турӑ умӗнче тӑракан ҫичӗ ангела куртӑм; вӗсене ҫичӗ трупа панӑччӗ.
3
Тата тепӗр ангел килчӗ те ылтӑн тӗтӗркӗч тытса парне вырӑнӗ умне тӑчӗ; мӗнпур сӑваплӑ ҫынсен кӗллипе пӗрле аслӑ пукан умӗнчи ылтӑн парне вырӑнӗ ҫине хумашкӑн ӑна темӗн чухлӗ фимиам панӑччӗ.
4
Сӑваплӑ ҫынсен кӗллипе пӗрле фимиам тӗтӗмӗ ангел аллинчен Турӑ умне ҫӗкленчӗ.
5
Унтан ангел тӗтӗркӗчне илчӗ те, ӑна парне вырӑнӗ ҫинчи вут-кӑварпа тултарса, ҫавна ҫӗр ҫине тӑкрӗ — вара аслати авӑтни, кӗрлени илтӗнсе кайрӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, ҫӗр кисренчӗ.
6
Ҫичӗ трупа тытса тӑракан ҫичӗ ангел трупапа кӑшкӑртма хатӗрленчӗ.
7
Акӑ пӗрремӗш ангел трупине кӑшкӑртса ячӗ те — ҫӗр ҫине, юнпа хутӑшса, пӑрпа вут-ҫулӑм ҫурӗ; йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫунса кайрӗ, ешӗл курӑк пӗтӗмпех ҫунса пӗтрӗ.
8
Иккӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — вут-ҫулӑм хыпса илнӗ пысӑк ту евӗрлӗскерӗ тинӗсе ӳкрӗ, тинӗсӗн виҫҫӗмӗш пайӗ юн пулса тӑчӗ,
9
тинӗсре пурӑнакансен мӗн чӗрри виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ, карапсен те виҫҫӗмӗш пайӗ арканчӗ.
10
Виҫҫӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — тӳперен ҫутаткӑҫ евӗрлӗ ҫунакан пысӑк ҫӑлтӑр персе анчӗ; вӑл юханшывсен, ҫӑлкуҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫине ӳкрӗ.
11
Ҫав ҫӑлтӑр Эрӗм ятлӑччӗ; вара шывсен виҫҫӗмӗш пайӗ эрӗм пек пулса тӑчӗ; шывсем йӳҫӗ пулнӑран темӗн чухлӗ ҫын вилсе пӗтрӗ.
12
Тӑваттӑмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — хӗвелӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, уйӑхӑн виҫҫӗмӗш пайӗ, ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайӗ сӳнчӗ; ҫапла вара вӗсенӗн виҫҫӗмӗш пайӗ тӗттӗмленчӗ; ӗнтӗ кун та, каҫ та хӑйсен ҫутин виҫҫӗмӗш пайне ҫухатрӗҫ.
13
Унтан эпӗ тӳпере ҫӳлте вӗҫсе пыракан пӗр ангела куртӑм, вӑл хыттӑн кӑшкӑрнине илтрӗм, вӑл: хуйхӑ, хуйхӑ, юлашки виҫӗ ангел трупапа кӑшкӑртса ярсассӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ ҫитӗ — вӗсем халь-халь кӑшкӑртса яраҫҫӗ! терӗ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22