bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 3
Revelation 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 4 →
1
Сардис Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Туррӑн ҫичӗ сывлӑшне тата ҫичӗ ҫӑлтӑр Тытса Тӑраканӗ ҫапла калать: сан ӗҫӳсене пӗлетӗп; сана чӗрӗ теҫҫӗ, анчах эсӗ вилнӗ.
2
Вӑран, хӑвӑнта мӗн сыхланса юлнине тӗреклӗлет, унсӑрӑн вӑл халь-халь вилме пултарать. Эпӗ пӗр ӗҫне те Манӑн Туррӑм умӗнче вӗҫне ҫитиччен туса ҫитернине курмастӑп.
3
Ху мӗн йышӑннине, мӗн илтнине аса ил те вӗсене тытса тӑр, ӳкӗн. Сыхӑ тӑмасассӑн, Эпӗ сан патна вӑрӑ пек пырса кӗрӗп, Эпӗ хӑш сехетре сан патна пырса кӗнине эсӗ сисеймӗн те.
4
Ҫапах та санӑн Сардисра, нумаях мар пулин те, хӑйсен тумтирне ирсӗрлетмен ҫынсем пур. Вӗсем Манпа пӗрле шурӑ тумтирпе ҫӳрӗҫ: вӗсем ҫакна тивӗҫлӗ.
5
Ҫӗнтерекенӗ шурӑ тумтир тӑхӑнӗ; Эпӗ унӑн ятне чӗрӗлӗх кӗнекинчен кӑларса пӑрахмӑп: унӑн ятне Аттем умӗнче, Унӑн ангелӗсем умӗнче каласа пӗлтерӗп.
6
Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
7
Филадельфи Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Таси, Чӑнни, Давид ҫӑри уҫҫине тытса тӑраканни, — Вӑл уҫать те — никам та хупаймасть, хупать те — никам та уҫаймасть, — ҫапла калать:
8
санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп; акӑ Эпӗ санӑн умна алӑк уҫса хутӑм, ӑна никам та хупаймасть; санӑн вӑю нумаях мар, эсӗ ҫавах Ман сӑмахӑма тытрӑн, Ман ятӑма тунмарӑн.
9
Эпӗ акӑ мӗн тӑвӑп: иудей пулмасан та, хӑйсем ҫинчен иудей тесе суеҫтерекенсене, шуйттан эшкерӗнчисене, ҫапла тӑвӑп: вӗсем пырӗҫ те сан уру умне ӳксе пуҫҫапӗҫ, вара Эпӗ сана юратнине пӗлсе ҫитӗҫ.
10
Хӑвна тӳсӗмлӗ пулма хушнине туса тӑнӑшӑн Эпӗ сана асап вӑхӑтӗнчен упраса хӑварӑп: ҫав вӑхӑт ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сӑнамашкӑн пӗтӗм тӗнчене килӗ.
11
Акӑ кӗҫех пыратӑп; мӗн пуррине тытса тӑр — сана пулас ырӑлӑха никам та туртса ан илейтӗр.
12
Ҫӗнтерекене Эпӗ Хам Туррӑмӑн Ҫуртӗнче юпа туса хурӑп, вӑл унта ӗмӗрлӗхех юлӗ; ун ҫине Туррӑмӑн ятне тата Туррӑм хулийӗн ятне — Туррӑм патӗнчен тӳперен анакан ҫӗнӗ Иерусалим ятне — ҫырса хурӑп, Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма та ҫырса хурӑп.
13
Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
14
Лаодики Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Аминь ятлӑскерӗ, шанчӑклӑ та тӳрӗ Кӳнтелен, Турӑ мӗн пултарнийӗн Пуҫламӑшӗ ҫапла калать:
15
сан ӗҫӳсене пӗлетӗп; эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар; ах, эсӗ е сивӗ, е вӗри пулсанччӗ!
16
Эсӗ ӑшӑ — вӗри те, сивӗ те мар, ҫавӑнпа сана Хам ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп.
17
Эсӗ калатӑн: эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук, тетӗн; ху телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас — ҫавна пӗлместӗн.
18
Эпӗ сана ӑс паратӑп: чӑннипе те пуймашкӑн Манран эсӗ вут-ҫулӑмпа тасатнӑ ылтӑн туян; ҫарамас ҫан-ҫурӑмун ирсӗрлӗхӗ ан курӑнтӑр тесе, тумланмашкӑн Манран шурӑ тумтир туян, куракан пулмашкӑн куҫна куҫ имҫамӗ сӗр.
19
Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп. Эппин, харсӑр пул, ӳкӗн.
20
Акӑ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп: кам Ман сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрсе унпа пӗрле каҫхи апат тӑвӑп, вӑл та Манпа пӗрле апат тӑвӗ.
21
Ҫӗнтерекене Хампа пӗрле Хамӑн аслӑ пуканӑм ҫине лартӑп. Эпӗ те ҫапла ҫӗнтертӗм те Аттемпе пӗрле Унӑн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм.
22
Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22