bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 10
Revelation 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 11 →
1
Унтан эпӗ тӳперен пӗлӗтпе хупӑрланса анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм: унӑн пуҫӗ тӗлӗнче асамат кӗперӗ ҫиҫетчӗ, пичӗ хӗвел пек ялтӑртататчӗ, урисем вутлӑ юпа евӗрлӗччӗ.
2
Унӑн аллинче уҫса хунӑ кӗнеке пурччӗ; сылтӑм урине вӑл тинӗс ҫине, сулахаййине ҫӗр ҫине пусрӗ;
3
унтан вӑл арӑслан ӳхӗрнӗ пек хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ; вӑл кӑшкӑрса ярсассӑн, ҫичӗ аслати хӑйсен сассипе калаҫса илчӗ.
4
Ҫичӗ аслати хӑйсен сассипе калаҫса илсессӗн, эпӗ ҫырас тесеччӗ, анчах ҫӳлтен сасӑ илтрӗм; вӑл мана: ҫичӗ аслати мӗн каланине пытар, ӑна ан ҫыр, терӗ.
5
Унтан ҫӗрпе тинӗс ҫинче тӑракан эпӗ курнӑ ангел сылтӑм аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те
6
ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, тӳпепе унта мӗн пуррине те, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине те, тинӗспе унта мӗн пуррине пурне те Пултаракана асӑнса тупа турӗ: ӗнтӗ урӑх вӑхӑт пулмӗ;
7
ҫиччӗмӗш трупа кӑшкӑртнӑ кунсенче, Турӑ Хӑйӗн пророк чурисене пӗлтернӗ пек, Туррӑн пӗлме ҫук ӗҫӗ пулса тӑрӗ, терӗ.
8
Эпӗ ҫӳлтен илтнӗ сасӑ мана каллех ҫапла каларӗ: пыр, ҫӗрпе тинӗс ҫинче тӑракан ангел аллинчен уҫса хунӑ кӗнекене ил, терӗ.
9
Эпӗ ангел патне пытӑм та каларӑм ӑна: кӗнекене мана пар, терӗм. Вӑл мана каларӗ: ил те ҫисе яр ӑна — ӑшӑнта йӳҫӗ пулӗ, ҫӑварӑнта пыл пек тутлӑ пулӗ, терӗ.
10
Эпӗ ангел аллинчен кӗнекене илтӗм те ӑна ҫисе ятӑм; вӑл ман ҫӑварта пыл пек тутлӑ пулчӗ, ҫисе ярсан ӑшӑмра йӳҫӗ пулчӗ.
11
Ангел мана каларӗ: санӑн малалла та халӑхсем ҫинчен, йӑхсем ҫинчен, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсем ҫинчен, тӗрлӗ патшасем ҫинчен пророкла каламалла, терӗ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22