bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 16
Revelation 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 17 →
1
Унтан эпӗ Турӑ Ҫуртӗнчен хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл ҫичӗ ангела каларӗ: кайӑр та Турӑ ҫиллине тултарнӑ ҫичӗ куркана ҫӗр ҫине тӑкӑр, терӗ.
2
Пӗрремӗш ангел кайрӗ те хӑй куркине ҫӗр ҫине тӑкрӗ — вара тискер кайӑк палли пур ҫынсене, унӑн сӑнне пуҫҫапакансене хӑрушла асаплантаракан, пӳрленсе тӑракан йӗрӗнмелле суран сӑрса илчӗ.
3
Иккӗмӗш ангел хӑй куркине тинӗс ҫине тӑкрӗ те — тинӗс вилнӗ ҫын юнӗ пек пулса тӑчӗ, тинӗсре мӗн чӗрри пӗтӗмпех вилсе пӗтрӗ.
4
Виҫҫӗмӗш ангел хӑй куркине юханшывсене, ҫӑлкуҫсене тӑкрӗ, унта та юн пулса тӑчӗ.
5
Эпӗ шывсен ангелӗн сассине илтрӗм, вӑл каларӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ тӳрӗ! Эсӗ пур, Эсӗ яланах пулнӑ, Эсӗ таса, Эсӗ тӗрӗс сут тӑватӑн:
6
вӗсем сӑваплӑ ҫыннусен, пророксен юнне тӑкрӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсене юн ӗҫтертӗн: вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ, терӗ.
7
Унтан эпӗ парне вырӑнӗ енчен тепӗри каланине илтрӗм, вӑл: эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Турӑ! Санӑн сутусем чӑн, тӗрӗс, терӗ.
8
Тӑваттӑмӗш ангел хӑй куркине хӗвел ҫине тӑкрӗ — ӗнтӗ хӗвеле хӑйӗн вут-ҫулӑмӗпе ҫунтарма ирӗк панӑччӗ.
9
Вара ҫынсене тӳсмелле мар шӑрӑх ҫунтарса-ӗнтсе тӑчӗ, анчах вӗсем ӳкӗнмерӗҫ, Турра мухтамарӗҫ, ҫак асапсене тума ирӗк пур Туррӑн ятне хурларӗҫ.
10
Пиллӗкӗмӗш ангел хӑй куркине тискер кайӑкӑн аслӑ пуканӗ ҫине тӑкрӗ те — унӑн патшалӑхӗ сӗмлӗхе путрӗ. Асапланнӑран вӗсем чӗлхине ҫырта-ҫырта тӑчӗҫ,
11
хӑйсем пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, хӑйсен асапӗсемшӗн, хӑйсен суранӗсемшӗн вӗсем ҫӳлти Турра хурларӗҫ.
12
Улттӑмӗш ангел хӑй куркине аслӑ Евфрат юханшывне тӑкрӗ те — унти шыв типсе ларчӗ. Ҫапла хӗвел тухӑҫӗ енчи патшасемшӗн ҫул уҫӑлчӗ.
13
Унтан эпӗ аҫтаха ҫӑварӗнчен, тискер кайӑк ҫӑварӗнчен тата суя пророк ҫӑварӗнчен тухакан шапа евӗрлӗ виҫӗ таса мар сывлӑш куртӑм:
14
вӗсем — шуйттан сывлӑшӗсем, хӑват тӑвакансем; вӗсем тӗнчери ҫӗр ҫинчи пур патшана та Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнче вӑрҫӑ вӑрҫма пухасшӑн тухаҫҫӗ.
15
«Акӑ Эпӗ вӑрӑ пек систермесӗр пыратӑп: ӳт ирсӗрне ан курччӑр, ҫарамас пулас мар тесе, ҫывӑрмасӑр, хӑй тумтирне сыхлакан ҫын телейлӗ».
16
Патшасене вӑл еврейла Армагеддон теекен вырӑна пуҫтарчӗ.
17
Ҫиччӗмӗш ангел хӑй куркине сывлӑша сапрӗ те — тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчи аслӑ пукан патӗнчен хӑватлӑ сасӑ, — «Пулса ҫитрӗ!» тени, — илтӗнсе кайрӗ.
18
Вара ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, аслати авӑтрӗ, сасӑсем кӗрлерӗҫ, ҫӗр кисренчӗ, ун пекки ҫӗр ҫинче этем пурӑна пуҫланӑранпа та пулман. Ҫав тери хытӑ чӗтренчӗ! Хӑрушла чӗтренчӗ!
19
Вара аслӑ хула виҫӗ пая саланса кайрӗ, суя тӗнлӗ халӑхсен хулисем пӗтрӗҫ. Турӑ аслӑ Вавилон ҫинчен аса илчӗ те ӑна Хӑй ҫилли хаярлӑхӗн эрехне тултарнӑ курка пачӗ.
20
Пур утрав та тарчӗ, тусем те ҫухалчӗҫ,
21
ҫынсем ҫине тӳперен талант пысӑкӑш пӑр ҫурӗ; пӑр ҫапнипе пулнӑ асапшӑн ҫынсем Турра хурларӗҫ: асапӗ питӗ хӑрушӑччӗ.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22