bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 20
Revelation 20
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 21 →
1
Унтан эпӗ тӳперен анакан ангела куртӑм, унӑн аллинче тӗпсӗр вырӑнӑн уҫҫипе пысӑк сӑнчӑр пурччӗ.
2
Вӑл аҫтахана, авалхи ҫӗлене, — вӑлах шуйттан, сатана пулать — тытрӗ те пин ҫула сӑнчӑрларӗ;
3
ӑна тӗпсӗр вырӑна пӑрахрӗ те питӗрсе илчӗ, ҫиелтен пичет хучӗ — пин ҫул иртиччен халӑхсене ан улталатӑр тесе ҫапла турӗ вӑл; ҫав вӑхӑт иртсе кайсассӑн лешӗ пӗр вӑхӑта ирӗке тухӗ.
4
Унтан эпӗ аслӑ пукансемпе вӗсем ҫинче ларакансене куртӑм, вӗсене сут тума ирӗк панӑччӗ. Эпӗ тата ыттисене Иисус ҫинчен каласа панӑшӑн, Турӑ сӑмахӗшӗн пуҫне касса вӗлернӗ ҫынсен чунӗсене куртӑм — ҫаксем тискер кайӑка та, унӑн сӑнне те пуҫҫапман, хӑйсен ҫамки ҫине, алли ҫине унӑн паллине те ларттарман. Вӗсем чӗрӗлсе тӑрса Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларчӗҫ.
5
Ытти вилнӗ ҫынсем пин ҫул иртмесӗр чӗрӗлмерӗҫ. Ку малтанхи хут чӗрӗлсе тӑни.
6
Малтан чӗрӗлсе тӑнисем телейлӗ те сӑваплӑ: иккӗмӗш вилӗм вӗсене ҫӗнтереймӗ, вӗсем Турӑпа Христосӑн священникӗсем пулӗҫ, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларӗҫ.
7
Пин ҫул иртсессӗн, шуйттана хӑйӗн тӗрминчен ирӗке кӑларӗҫ; вӑл вара ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче пурӑнакан халӑхсене — Гога тата Магога — улталаса илӗртме, вӗсене вӑрҫа пуҫтармашкӑн тухӗ; вӗсен йышӗ тинӗс хӑйӑрӗ чухлӗ.
8
Вӗсем ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗре сарӑлчӗҫ, сӑваплисен тапӑрне, Турӑ юратакан хулана ҫавӑрса илчӗҫ.
9
Тӳперен Турӑран вут-ҫулӑм анчӗ те вӗсене ҫунтарса ячӗ.
10
Вӗсене улталакан шуйттана вут-ҫулӑмпа ҫунакан кӳкӗртлӗ кӳлле тискер кайӑкпа суя пророк патне пӑрахрӗҫ; вӗсем унта кунӗн-ҫӗрӗн ӗмӗр-ӗмӗрех асапланӗҫ.
11
Тата эпӗ питех те пысӑк шурӑ пуканпа — патша пуканӗпе — ун ҫинче Ларакана куртӑм. Ун умӗнчен тӳпе те, ҫӗр те тарчӗ, вӗсемшӗн вырӑн тупӑнмарӗ.
12
Унтан эпӗ вилнӗ ҫынсем куртӑм; вӗсем асли-кӗҫӗннипех Турӑ умӗнче тӑраҫҫӗ. Акӑ кӗнекесене уҫса хучӗҫ. Тата тепӗр кӗнеке уҫса хучӗҫ, ку чӗрӗлӗх кӗнекиччӗ. Вилнисене хӑйсен ӗҫӗсене кура, кӗнекере ҫырни тӑрӑх сут турӗҫ.
13
Ҫавӑн чухне вара тинӗс хӑй ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗ; вилӗмпе тамӑк та хӑйсен ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗҫ; ӗнтӗ кашнине хӑйӗн ӗҫӗсем тӑрӑх сут турӗҫ.
14
Вилӗмпе тамӑкне вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ. Ку — иккӗмӗш вилӗм.
15
Чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырӑнманнисене те вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22