bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 9
Revelation 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 10 →
1
Пиллӗкӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ӳкнӗ ҫӑлтӑр куртӑм; ӑна тӗпсӗр шӑтӑк уҫҫине панӑччӗ.
2
Вӑл тӗпсӗр шӑтӑка уҫрӗ те, шӑтӑкран пысӑк кӑмака тӗтӗмӗ пек тӗтӗм палкаса тухрӗ; шӑтӑкран тухнӑ тӗтӗмпе хӗвел те, сывлӑш та тӗттӗмленчӗ.
3
Тӗтӗм ӑшӗнчен ҫӗр ҫине хӗрлӗ шӑрчӑк тухрӗ, ӑна ҫӗр ҫинчи скорпионсен хӑвачӗ пек хӑват панӑччӗ.
4
Ҫав хӗрлӗ шӑрчӑка ҫӗр ҫинчи курӑка та, нимӗнле ешӗлӳсене те, нимӗнле йывӑҫа та сиен тума хушман; ҫамки ҫине Турӑ пичечӗ пусман ҫынсене ҫеҫ сиен тума хушнӑ.
5
Ӑна вӗсене вӗлерме каламан, пилӗк уйӑх хушши асаплантарма ҫеҫ хушнӑ; вӑл асаплантарни — ҫынна скорпион сӑхса асаплантарни пек.
6
Ҫав кунсенче ҫынсем вилӗм шырӗҫ те — ӑна тупаймӗҫ; вилесшӗн пулӗҫ — вилӗм вӗсенчен тарӗ.
7
Хӗрлӗ шӑрчӑкӗ вӑрҫа кайма хатӗрленнӗ лашасем евӗрлехчӗ; унӑн пуҫӗсем ҫинче — ылтӑн пуҫкӑшӑль пекки, пичӗ — этем пичӗ пек;
8
ҫӳҫӗ — хӗрарӑм ҫӳҫӗ пек; шӑлӗсем — арӑслан шӑлӗ пек;
9
хытӑ тирӗ — вӑрҫӑ тумтирӗ пек, тимӗр тумтир пек; ҫуначӗсем шавлани — темӗн чухлӗ урхамах вӑрҫа вирхӗнсе пынӑ чухне ҫар ураписем шалтӑртатнӑ пек.
10
Хӳрисем — скорпион хӳри пек; хӳринче сӑнни пур; ӑна пилӗк уйӑх хушши ҫынсене сиен кӑтартса тӑма ирӗк панӑччӗ.
11
Унӑн патши — тӗпсӗр вырӑн ангелӗ; ҫав ангел ячӗ еврейла — Аваддон, грекла — Аполлион.
12
Пӗр хуйхӑ иртрӗ; акӑ ун хыҫӗнчен тата икӗ хуйхӑ килет.
13
Улттӑмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — эпӗ Турӑ умӗнче ларакан ылтӑн парне вырӑнӗн тӑватӑ мӑйракинчен килекен сасса илтрӗм;
14
ҫав сасӑ трупа тытнӑ улттӑмӗш ангела каларӗ: аслӑ Евфрат шывӗ хӗрринче ҫыхӑнса тӑракан тӑватӑ ангела ирӗке кӑлар, терӗ.
15
Этемсен виҫҫӗмӗш пайне пӗтерме палӑртнӑ сехет валли, кун валли, уйӑх валли, ҫулталӑк валли хатӗрлесе хунӑ тӑватӑ ангела ирӗке кӑларчӗҫ.
16
Утлӑ ҫарӑн йышӗ икӗ вунӑ пин хут вунӑ пинччӗ: унӑн йышне илтрӗм эпӗ.
17
Хама кӑтартнине курса тӑнӑ чухне эпӗ лашасемпе вӗсене утланнисене ҫакӑн евӗрлӗ куртӑм: вӗсем ҫийӗнче вут-ҫулӑм тӗслӗ, гиацинт тата кӳкӗрт тӗслӗ вӑрҫӑ тумтирӗччӗ; лашисен пуҫӗ — арӑслан пуҫӗ пек; вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм, тӗтӗм, кӳкӗрт тапа-тапа тухать.
18
Вӗсен ҫӑварӗнчен тухакан ҫавӑ виҫӗ асаппа — вут-ҫулӑмпа, тӗтӗмпе, кӳкӗртпе — ҫынсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ;
19
лашисен вӑйӗ ҫӑварӗпе хӳринчеччӗ; вӗсенӗн хӳри ҫӗлен евӗрлӗччӗ, вӗсен пуҫӗ те пурччӗ — вӗсем ҫав пуҫпа сиен турӗҫ.
20
Ҫак асапсемпе вилмесӗр юлнӑ ҫынсем хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемшӗн пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, шуйттансене тата йӗрӗхсене — ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, чултан, йывӑҫран тунӑскерсене, курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене — пуҫҫапма пӑрахмарӗҫ;
21
ҫын вӗлернӗшӗн те, асам тунишӗн те, аскӑнланнӑшӑн та, вӑрра ҫӳренишӗн те ӳкӗнмерӗҫ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22